Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăмла пахчин малашлăхĕ

18 апреля 2012 г.

Раççей хăмлине федерацин ятарлă йышăнăвĕсене ĕçе кĕртсен, хуçалăхсене çитĕнтермелли тата тирпейлемелли оборудованипе пуянлатсан çеç çĕнĕрен чĕртме пулать. Кун пирки ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов РФ ял хуçалăх министерствинче çак отрасле аталантарас тĕлĕшпе иртнĕ канашлура та каланăччĕ. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник Раççейри сăра тумалли урпа, салат çитĕнтерекенсен тата сăра тăвакансен пĕрлĕхĕсен представителĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Хăмлапа ĕçлекен субъектсене, çав шутра Чăваш Ене те, отрасле аталантарма сĕнÿ панăччĕ. Çавна май республикăра «симĕс ылтăн» çитĕнтерессине аталантарас тĕлĕшпе 2012-2015 çулсем валли ведомство программине хатĕрленĕ. Унта патшалăх çĕнĕ плантацисем тума субсиди тÿлессине палăртнă. Çавăн пекех хăмлаçăсене тавар сутнăшăн пĕр тонна пуçне 15900 тенкĕ дотаци уйăрмалла. Пĕлтĕр республикăра 110 гектар çинче хăмла çитĕнтернĕ, кăçал та çак лаптăкран кая мар пулĕ.

Çак культурăна ÿстерес енĕпе Чăваш Ен çĕршывра тĕп регион шутланать. Пухса илнин 90 ытла проценчĕ – пирĕн. Унсăр пуçне республикăра отраслĕн тĕп никĕсĕ – Раççей ял хуçалăх наукисен академийĕн наукăпа тĕпчев институчĕ – вырнаçнă. Кунта хăмлан çĕнĕ сорчĕсене шутласа тупаççĕ.

Хальхи вăхăтра «симĕс ылтăн» ытларах пучахĕпе, сайра хутра пĕрчĕпе те, сутăнать. Анчах та ăна тирпейлемелли тата хатĕр продукцие упрамалли ятарлă предприяти çукран сутма кăткăс. Çавна май Сергей Павлов РФ ял хуçалăх министерствин специалисчĕсене çакнашкал производство йĕркелессине пăхса тухма сĕннĕ. Çĕрпÿ районĕнче юрăхлă вырăн та пур.

Хăмлапа унăн препарачĕсен 80 проценчĕпе сăра тунă çĕрте усă кураççĕ. Ытти чĕр таварпа вара – апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне, медицинăра, косметикăра тата ытти тĕллевпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика