02 апреля 2012 г.
Кăçал сухалакан-акакан лаптăксем 581 пин гектара çитмелле, ку иртнĕ çулхинчен 3, 75 пин гектар ытларах (2011 çулхин 100, 6 проценчĕ).
Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 81, 6 пин гектар акса хăварнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕ калчасем лайăх хĕл каçнине палăртать. Çурхи сивĕ, шыв-шур сиен кÿмесен ÿсен-тăран парка аталанса вăй илмелле.
Çуркунне 319, 4 пин гектар çинче тĕрлĕ культура (2011 çулхин 107, 4 процент) акса-лартса хăвармалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисем 195, 9 пин гектар йышăнмалла (пĕлтĕрхинчен 14, 6 пин гектар ытларах). Куккурус лаптăкĕ те палăрмаллах ÿсмелле, 8, 2 пин гектара (иртнĕ çулхинчен 3, 4 процент ытларах) çитмелле, çурхи рапс 1, 6 пин гектар (8, 3 процент) йышăнĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсен вăрлăхĕ 49, 2 пин тонна (кирлин 102 проценчĕ) янтăланă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх мартăн 23-мĕшĕ тĕлне республикăра элита вăрлăх 4, 9 пин тонна (пĕтĕмĕшле вăрлăхăн 10 проценчĕ) пулнă. Красноармейски (29 процент), Шупашкар (23), Çĕрпÿ (20) районĕсенче вăрлăха çĕнетессипе аван ĕçлесе пынине палăртмалла. Шел, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. Асăннă вăхăт тĕлне вĕсен элита вăрлăх пулман.
Кăçал ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕ ытлашши хаклă та мар: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тоннине – 9-11 пин, çĕр улми 15-17 пин тенкĕпе туянма май пур.
Ака-суха ирттерме республикăра дизтопливо – 8200, бензин 1800 тонна кирлĕ. ЧР ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх предприятисем мартăн 23-мĕшĕ тĕлне дизтопливо кирлинчен 30, 3, бензин 25, 5 процент янтăланă. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнĕрех хакпа (курттăм туянакан хакран 30 процент йÿнĕрех) сутнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Март-июнь уйăхĕсенче Чăваш Ене 6460 тонна дизтопливо уйăрмалла, çав шутра мартра – 630. Асăннă вăхăт тĕлне 332, 5 тоннине турттарса тухнă (52 проценчĕ). Йĕпреç, Красноармейски, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсем мартри лимитăн 100 проценчĕпех усă курнă. Улатăр, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Тăвай, Элĕк тăрăхĕсенче ку ĕç ытла вăрăха кайнă.Тен, вĕсене йÿнĕрех хакпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ мар?
Ӳсен-тăран отрасльне 20 пин тоннăран кая мар минерал удобренийĕсем кирлĕ. Ӳсен-тăрана хÿтĕлемелли япаласем – 0, 19 пин тонна. Хальлĕхе минерал удобренийĕсем 9, 6 пин тонна (47, 8 процент) хатĕрленĕ. Шăмăршă (кирлин 8, 2 проценчĕ), Çĕмĕрле (9) районĕсенче вара çителĕксĕр ĕçлеççĕ.
Ака-сухана хутшăнакан ял хуçалăх техникин 85 проценчĕ юсавлă.
Кăçал ку таранччен усă курман 29, 8 пин гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Улатăр (5, 8 пин гектар), Элĕк (4 пин), Канаш (3, 6 пин) районĕсенче кун пек лаптăксем уйрăмах нумай.