Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелĕн паттăр çыннисем

28 марта 2012 г.

«Ăнăçу хуçалăха епле ертсе пынинчен çеç мар, çумра кам тăрăшнинчен те нумай килет», – тет Патăрьел районĕнчи акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Петр Валерьевич Ялуков.

Мĕн акатăн – çав шăтать

Чăн та, маттур, хастар çынсем ĕçлеççĕ кунта. Çакна манăн пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетес килет. Пĕлтĕр кĕркунне çумăр лÿшкесе тăнăран çĕр улмине асаппа кăларчĕ çĕр ĕçченĕ. Паллах, Патăрьелшĕн те уйрăм çанталăк пулмарĕ. Çапах та «Батыревский» хуçалăх ăна тĕрĕс-тĕкел кăларса тупăшлă сутма та пултарнă. «Мĕнле майпа?» – кăсăкланса ыйтатăп ертÿçĕрен. «Пирĕн халăх паттăр вĕт, – тет Петр Валерьевич. – Ун чухне икĕ эрне пурте стахановецсем пек ĕçлерĕмĕр. Çур çĕр иртни икĕ сехетре комбайнсем ана çине тухатчĕç. Çĕрле 23 сехетре çеç ĕç пĕтернĕ вĕсем. Механизаторсем епле чăтрĕç-ши? Икĕ сехет çывăрнă-çывăрман каллех хире васкатчĕç. Çавăнпа та вĕсене уйрăммăн тав тăвас килет ман. Ытти ĕçчен те тăрăшнă. Виçĕ-тăватă кун 500-шер тонна çĕр улми кĕртнĕ эпир. Ку кăтарту калама кăна канас! Хастар ĕçлемен пулсан паян ĕçченсене шалу та тÿлейместĕмĕр, 300 тонна яхăн пĕр килограмне 28 тенкĕлле туяннă вăрлăх та юр айне пулатчĕ».

Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăра» Патăрьелсем 244 гектар çинчи лаптăкран 7257 тонна пухса кĕртнĕ. Тупăшĕ – гектартан 297 центнер. Пухса илнипе çеç мар-çке, вырнаçтарма та пĕлмелле. Самар, Тольятти, Волгоград, Ульяновск тăрăхĕсенчен илме килнĕ çĕр улмине. «Хĕллехи 28 градус сивĕре те илсе каятчĕç», – кăмăллăн сăмахлать ертÿçĕ.

Çĕр улми упрамалли хранилищĕсенче (тăваттă вĕсем, пурĕ 9 пин тонна упрама пулать) халĕ вăрлăх çеç юлнă, шултрине сутса пĕтернĕ. Паян кунта ĕç вĕресе тăрать. Ĕçченсем пикенсех вăрлăха суйласа сеткăсене тултараççĕ. «Ред Скарлетт», «Розаро», «Невский» сортсем аван хĕл каçнă, тин çеç анаран пуçтарса илнĕ евĕр. Кунта, паллах, тĕп энергетика Иван Еслюкова та тав тумалла. Хранилищĕсене вентиляципе, çутăпа тивĕçтерес ĕçе вăл йĕркелесе янă, хăех пăхса тăрать. Унсăр пуçне Иван Владимирович çĕр улми тултармалли ятарлă техника шутласа кăларнă. «Вунă çын вырăнне ку ĕçре иккĕн-виççĕн ĕлкĕрсе пыма пулать», – тет вăл. Чи кăсăкли вара – тимĕр-тăмăртан ăсталанă вăл ăна. Чăн-чăн Кулибин мар-и?

Çĕр улмине суйлама вырăнти халăх çеç мар, Красномайски çыннисем те хутшăнаççĕ. Вĕсене автобуспа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Кăнтăрла хуçалăх столовăйĕнче апатланаççĕ. «Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, – пĕлтерет Раиса Гаврилова бригадир. – Кĕркунне те ана çинче вăй хутăмăр. Ун чухне кунне пĕрер пин тенкĕ ĕçлесе илнисем те пулчĕç. Кĕске вăхăтрах мăшăрпа 100 пин тенкĕ турăмăр. Халĕ Мускавран та пушă алăпа таврăнакансене шута илсен çак укçана вырăнтах ĕçлесе илни питĕ пĕлтерĕшлĕ». Пирĕн калаçăва тепĕр хĕрарăм хутшăнчĕ. Вăл та пилĕк уйăх çурăра 67 пин ĕçлесе илнишĕн савăнчĕ. «Çемьене тăрантарма пултаратпăр», – терĕ çирĕппĕн. Çапла, ĕç пулсан халăх пурăнать.

Виçĕ хранилищĕре 1, 5 пин тонна вăрлăх упраннине палăртрĕ Петр Ялуков. Вĕсенчен пĕр пин тоннипе хăйсем усă кураççĕ, ыттине вара – сутмалла. «Вăрлăха 5 тенкĕпе вырнаçтарма пултарни пирĕншĕн аван. Паллах, тухăçăн 50 проценчĕ вăрлăхран килет. Мĕн акатăн – çав шăтать тени тÿрре тухать», – терĕ вăл.

Хуçалăх çĕр улмин тĕрлĕ сортне çитĕнтерет. Тухăçа кура вĕсене çĕнетсе пырать. Суперэлита туянса элита вăрлăх туса илет, сутать. Ăна кунта Голланди технологийĕпе ÿстереççĕ. Малашне унăн лаптăкне 340 гектара çитересшĕн. Ку тĕллеве пурнăçлама пĕтĕм услови çителĕклине пĕлтерчĕ ертÿçĕ: ăсталăх та, техника та, упрама хранилище те пур.

«Хĕлле ĕнесене мĕн çитерĕпĕр?»

Çĕр улмисĕр пуçне тĕш тырă туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет хуçалăх. Кашни çулах сĕлĕ, тулă, урпа çитĕнтернĕ. Кунта та паха вăрлăхпа усă курнине палăртмаллах. Ахальтен мар иртнĕ çулхи ÿсĕм те савăнтарать: пурĕ 3791 тонна тыр-пул пухса илнĕ Патăрьелсем, тухăçĕ – гектартан 40, 20 центнер. «Кĕркунне тулла 4 тенкĕ те 50 пуспа Шупашкара леçрĕмĕр пулсан, урпан «Эльф» сортне (сăра тумаллискерне) 4, 8-5 тенкĕпе вырăнтах вырнаçтарма пултартăмăр», – пĕлтерет ертÿçĕ.

Ял хуçалăхĕн пĕр отраслĕпе çеç ĕçлени вырăнсăр пулнине палăртать вăл. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр çĕр улмирен тухăç илнĕ пулсан, тепĕр çул тĕш тырă аван пулать. Выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш илет хуçалăх. 220 сăвакан ĕне тытать. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5360 кг сĕт суса илме пултарнă. Хĕллехи вăхăтра ăна 14-15 тенкĕпе сутнă Патăрьелсем, халĕ вара – 12 тенкĕ те 50 пуспа. «Унăн хакĕ çулла 10-11 тенкĕрен чакмасан – аптрамастпăр», – пулчĕ хурав.

Ĕне выльăх шучĕ пĕтĕмĕшле 600 пуçран иртнĕ. Вăкăрсене ытти çĕрти пек самăртса тупăш илме тĕллев лартман кунта. Пĕчĕклех ял халăхне сутаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем хуçалăхран фураж, утă-улăм туянаççĕ. Çĕр ĕçченне 2010 çул самай шар кăтартнине аса илтĕмĕр ертÿçĕпе. «Çак вăхăтра ĕне выльăх шучĕ чакмарĕ-и?» – кăсăкланса ыйтрăм унран. «Вĕсен йышне чакарма мар, ÿстерме пултартăмăр, – çирĕппĕн хуравларĕ Петр Валерьевич. – Пире йывăр вăхăтра пăрахманшăн чи малтан патшалăха тав тумалла, укçа-тенкĕ енчен нумай пулăшрĕ вăл. Сенаж валли акнă курăксене те маларах, хĕвелпе çунса кайиччен, çулса илтĕмĕр. Улăм та çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Хутăш апата вара туянма тиврĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: сенаж хывнă чухне механизаторсем вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕç. Çур çĕр иртсе 3 сехетре ĕçе тухатчĕç, çĕрлечченех ĕçлетчĕç. Кăнтăрла та канăç çукчĕ. Пĕррехинче, чăтма çук шăрăхра, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче 2-3 сехет канма сĕнтĕм вĕсене. «Халĕ кансан хĕлле ĕнесене мĕн çитерĕпĕр?» – терĕç трактористсем. Çак хурав мана шанăç кÿчĕ. Чăн та, хăйсен яваплăхне туйса вăй хучĕç вĕсем. Çакăн пек ĕçченсене мĕнле тÿлемĕн-ха тивĕçлипе?»

Ĕç укçи тенĕрен çакна каламалла: кунта çынна хавхалантарма пĕлеççĕ. Енчен те дисциплинăна пăхăнсан, сăра-эрех ĕçмесен хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче икĕ хут ытларах ĕçлесе илме май пур. Çавăнпа та алла черкке тытиччен пуç тавра шухăшламаллах. Çур аки вĕçленсен вара ял тăрăхĕпе пĕрле уяв йĕркелеççĕ. Эстрада çăлтăрĕсемпе юрласа-ташласа савăнаççĕ ĕçченсем.

Хуçине кура хуçалăхĕ

Сакăр çул каярах хуçалăхра футбол чемпионачĕсем йăлана кĕнĕ. Кашни çулах ултă команда хутшăнать унта. Кăçал та специалистсен, механизаторсен (вĕсен çамрăксен тата ветерансен ушкăнĕсем пур), выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен, уй-хир ĕçченĕсен, комбайнерсен командисем пĕр-пĕринпе тупăшнă. Хальччен хĕрÿ тупăшура çичĕ çул специалистсем çĕнтернĕ пулсан, кăçал механизаторсен çамрăк ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. «Спорт пире туслаштарать, – тет ертÿçĕ. – Астăватăп, аттесем те хоккейла, футболла выляса урамсемпе ăмăртатчĕç, пĕр-пĕринпе туслă пурăнатчĕç ун чухне. Шăпах çак тĕллевпе йĕркеленĕ эпир футбол ăмăртăвне. Курасчĕ сирĕн, еплерех савăнаççĕ, пăшăрханаççĕ ĕçченсем вăйă вăхăтĕнче. Ман шутпа, çакă коллектива çирĕплетмелли чи лайăх меслет. Çавна май чун ĕç патне туртать. Ара, кунта сана ăнланакан, йывăр вăхăтра алă паракан çынсем-çке. Çитменнине пĕр интереспе пурăнакансем».

Çакна палăртма та кăмăллă: хуçалăхра çулланнă çынсем çеç мар, çамрăксем те чылай. «Хĕллехи вăхăтра та ĕç пулнăран пирĕн механизаторсем юта çÿремеççĕ. Сăмахран, техникăна эпир ноябрь уйăхĕнчех юсама пуçланă. Хĕлĕпех ĕçлерĕмĕр. Механизаторсем отпуска кайса килчĕç те каллех ĕçе тытăнчĕç. Техника паянах акана тухма хатĕр. Кадрсем те çителĕклĕ. Хĕлĕн-çăвĕн ĕç пуртан вĕсем вырăнтах юлаççĕ, вăрăм укçа шырама каймаççĕ», – тет Федор Тарасов тĕп инженер. Чăн та, çакăн чухлĕ техника эпĕ хальччен нихăш хуçалăхра та курман. Вĕр çĕнĕ тракторсем ретĕн-ретĕн лараççĕ. Комбайнсемпе кăсăклантăм. «Вĕсем пирĕн 5, – пулчĕ хурав. – Ятарлă складра хĕл каçаççĕ». Хуçалăх кашни çулах 2-3 единица çĕнĕ техника туянни хăех ытлă-çитлĕ пурăннине пĕлтерет. «Хуçи мĕнле – хуçалăхĕ çапла» тени тĕрĕсех çав.

Çĕр пулăхлăхлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Ара, çĕр-аннемĕр хăйне япăх пăхнине юратмасть-çке. Çавна май çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ: дисклани, улăма вĕтетни тата ытти те. Çĕре юратмасан, пăхмасан вăл тухăç пама пăрахать. Петр Валерьевич каланă тăрăх юлашки вăхăтра уй-хирсем тирпейленсе пыраççĕ. Çавна май биохутăшсемпе хими хатĕр-хĕтĕрĕсем туянассине икĕ хут чакарнă. Кăçал вĕсене 2 млн тенкĕлĕх илнĕ.

Пĕр çемьери пек

Петр Ялуков асăннă хуçалăхра вун икĕ çул вăй хурать. Маларах вăл кунта инженер, директор çумĕ пулса тăрăшнă. Халĕ вара сакăр çул хуçалăх тилхепине алран ямасть. «Паян мана мĕн савăнтарать-ха? – хăйĕнчен хăй ыйтать вăл. – Коллектив пĕр шухăшлă пулни, пĕр-пĕрне ăнланни. Çынна йывăр вăхăтра пулăшмалла, çакна вăл ĕмĕрĕпех асăнса пурăнĕ. Хăй те ырăпа тавăрĕ. Ертÿçĕн психолог та пулмалла. Ĕçчен нуши-тертне курма пĕлмелле. Сăмахран, тепри пĕтĕм йывăрлăха ăшĕнче тытать. Çавăнпа та унăн чунне уçмашкăн ятарлă «уçă» тупмалла, калаçтармалла. Пăсăк кăмăл çынна ырă тумасть, ĕç тухăçĕ те пулмасть».

Хуçалăхăн паянхи ÿсĕмĕ ĕнерхи кăтартуран килнине калать Петр Валерьевич. Маларах ăна Юрий Моисеев ăнăçлă ертсе пынă. Тилхепене шанчăклă алла панă вăл. 37 çулти хальхи ертÿçĕ те ăна çирĕп тытни палăрать. Юнашар шанчăклă, пултаруллă çынсем пулни вара ĕçлеме хавхалантарать ăна. Çакнашкаллисенчен пĕри – унăн çумĕ Валерий Мальцев.

«Çак коллектива ертсе пыма тÿр килнишĕн чăннипех хĕпĕртетĕп, – тет Петр Ялуков. – Чунтан юратса пурнăçланă ĕç кăна ÿсĕм кÿрет. Пурнăçра мĕн пуррипе савăнма пĕлмелле».

Хуçалăх çинчен те, пурнăç пирки те чылай сăмахларăмăр çамрăк ертÿçĕпе. Хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлани куç кĕретех. Саманапа тан утнă май вĕренме тăрăшать вăл, пухăннă пĕлĕвне вара ытти ĕçченпе пайлать. «Кашни хăйĕн ĕç йĕркине пĕлет пулсан ертÿçе çăмăл, паллах. Ун пек чухне вăл çĕнĕлĕхсем, энергие перекетлемелли мелсем, туса илнĕ тухăçа вырнаçтармалли майсем шырать», – пĕтĕмлетрĕ калаçăвне пуçлăх. Шăпах çак йăла-йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ те Патăрьелсем. Çавăнпа та туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. Пĕр çемьери пек. Ӳркенменрен, ĕçчен пулнăран вара ытлă-çитлĕ кун кунлаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика