01 марта 2012 г.
Сăвăм та, пулăшу та ÿсет
ЧР ял хуçалăх министерствин анлă ларăвĕнче республикăри агропромышленность комплексĕн пĕлтĕрхи тата кăçалхи январьти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, çур акине хатĕрленессине пăхса тухрĕç.
Иртнĕ çул республикăра ял хуçалăх продукцине 36, 7 млрд тенкĕлĕх туса илнĕ (2010 çулхин 145, 7 проценчĕ). Кăтартăва ÿстерекенĕ – ÿсен-тăран отраслĕ (малтанхи çулхинчен 2, 5 хут ытларах). Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илессипе эпир федерацин Атăлçи округĕнче – 3-мĕш, çĕр улмипе – 5-мĕш, пахча çимĕçпе 1-мĕш вырăнта. 2012 çулхи январьте республикăра ял хуçалăх продукцине 1, 3 млрд тенкĕлĕх туса илнĕ. Производство индексĕ 104, 9 процентпа танлашнă. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Наталия Виноградова палăртнă тăрăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру лайăхланса пыни сисĕнет. Январьте кăна мĕн пур категорири хуçалăхсем чĕрĕ виçепе 8, 7 пин тонна аш-какай туса илнĕ, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 5, 1 процент пысăкрах. Çак енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăнта. Малта – Мари Эл Республикипе Пенза, Чĕмпĕр облаçĕсем. Кăтартăва Вăрнар, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче палăрмаллах ÿстернĕ. Çак тапхăрта сĕт 28, 8 пин тонна сунă (иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен 1, 3 процент ытларах). Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче сăвăм уйрăмах лайăх ÿснĕ. Выльăхсен продуктивлăхĕ те аванланнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышне упраса хăварассипе тата ÿстерессипе те республика малтисен ретĕнче.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа çĕр фермăна юсаса çĕнетнĕ. «2013 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа ялта пурăнакан 210 çемье пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă.
Хальхи вăхăтра Раççей Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Ен правительстви республикăри агропромышленность комплексне пулăшма федераци бюджетĕнчен 854 млн тенкĕ уйăрасси пирки тунă килĕшĕве алă пуснă.
Вăранма вăхăт
Çур аки кунран кун çывхарать. Кăçал акнă-лартнă лаптăксем 581 пин гектар йышăнмалла (2011 çулхин 100, 6 проценчĕ). Пĕлтĕр республикăра кĕрхи культурăсене 81, 6 пин гектар акса хăварнă. Кĕрхисем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ Альбина Титова сăмахĕпе хĕле кĕриччен калчасем лайăх аталанса юлнă. Февральте лаптăксене тĕрĕслени кĕрхисен 91 проценчĕ аван упраннине палăртнă. Чăн та, çĕр 13-55 см çеç шăннă (ытти çулта 55-77 см). Юр та сахалрах, çитменнине вăл хытă пусăрăнса шăнса ларнă. Апла, çур енне акнă лаптăксене тĕрĕслесех тăмалла.
Ака ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 48, 9 пин тонна хывнă (планăн 101 проценчĕ). Февралĕн 21-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 55 проценчĕ кондициллĕ шутланнă. Красноармейски, Куславкка, Вăрмар, Элĕк районĕсенче акма юрăхлă вăрлăх сахал. Мĕн акатăн – çавă шăтать. Эпир акнă хыççăн мĕн шăтса тухĕ? Пахалăхсăр вăрлăхпа тухăçа ÿстерме пулĕ-и? Республикăра пăрçа йышши культурăсемпе те çителĕксĕр ĕçлени сисĕнет. «Викăпа горчицăна ыйтакансем нумай, хакĕ те пĕчĕк мар. Мĕншĕн çитĕнтермелле мар? – терĕ А. Титова. – Тата çакă çĕр пулăхне те лайăхлатма пулăшать».
Çуркунне кĕрхисене тата нумай çул ÿсекен курăксене вăхăтра апатлантарни те пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли минерал удобренийĕсем 20 пин тоннăран кая мар кирлĕ. Хальлĕхе 5, 8 пин тонна (29 процент) кÿрсе килнĕ. Йĕпреç, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенче ку енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.
Çур аки ирттерме техникăн 82-85 процентне хатĕрленĕ. Вăрнар, Йĕпреç, Куславк-ка тăрăхĕсенче кăтарту пĕчĕкрех. Уй-хир ĕçĕсем валли хуçалăхсене дизтопливо – 8200, бензин 1800 тонна кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра дизтопливăн 22, 4 процентне кăна янтăланă. Кăçал Чăваш Енри хуçалăхсене çунтармалли-сĕрмелли япаласене йÿнĕрех хакпа «Лукойл» нефть компанийĕпе «Сургутнефтегаз» уçă пĕрлешÿ тивĕçтерĕç. Вĕсене хуçалăхсен транспорчĕпе «Лукойл-Волганефтепродукт» пĕрлешĕвĕн Чулхула облаçĕнчи базисенчен (Сергач, Кстово хулисенчен) турттарма тивĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх мартран дизтопливо турттарма тытăнмалла ĕнтĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх топливо литрĕ 17 тенкĕ те 20 пус пулмалла. Ку рынокринчен 10 тенкĕ йÿнĕрех. Министр пухăннисене çунтармалли-сĕрмелли япаласене вăхăтра кÿрсе килме укçа-тенкĕ ыйтăвне хальтерех татса пама ыйтрĕ. Шел, çур аки валли çăмăллатнă кредит илекенсем сахалрах-ха. Çанталăк ăшăтса ярасса кĕтеççĕ-тĕр. Йÿнĕрехпе уйăрнă топливо çурхи ака-суха ирттерме çитеймĕ. Ларăва пухăннисем ăна валеçнĕ чухне хуçалăхсен акакан лаптăкĕсене тата ыттине те шута илме сĕнчĕç.
Сăмах май, кăçалхи январь тĕлне республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ акăнман çĕр 29, 8 пин гектар. Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче ун пек лаптăксем çук. Кăçал усă курмасăр выртнă мĕн пур çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Тĕллеве пурнăçа кĕртме республика тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен бюджечĕсенчен 6, 1 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.