Вăрмар районĕнчи “Шигали” ял хуçалăх производство кооперативĕ çак тăрăхри хуçалăхсен йышĕнче курăмлă вырăн йышăнать. “Чи лайăх ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри”, - тет ун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин. Чăннипех тĕрĕс сăмахсем. Йывăр самана ура хурайман ăна: районти ытти хуçалăх пек саланса кайман, харпăрçă аллине те лекмен. Нумаях пулмасть “Шигали” ЯХПК председателĕпе, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе А.В.Ульяновпа /кооператива 18 çул ертсе пырать/ ÿсĕмсен кăтартăвĕ пирки калаçрăмăр.
- Анатолий Витальевич, 2011 çула мĕнле вĕçлерĕр?
- 2010 çулпа танлаштарсан - чылай лайăхрах. Кооперативăн акăнакан 2700 гектар çĕр. Ытларах пĕрчĕллĕ культурăсене - урпа, сĕлĕ, ыраш, тулă - туса илессипе тăрăшатпăр. Вăтам тухăç - 25 центнер. Нумай çул ÿсекен курăк /люцерна, качака курăкĕ, илепер/ акса ÿстеретпĕр.
Хуçалăх территорийĕнче пушă выртакан лаптăк çук. Çĕрпе тĕллевлĕ усă куратпăр эпир. Темиçе çул каялла кÿршĕ хуçалăхăн 400 гектар çĕрне тара илтĕмĕр. Кăçал çĕнĕ культура - хура тул акасшăн.
- Эсир тулă ÿстересси çине пусăм тунă. Выльăх ĕрчетни тупăш кÿмест-им?
- Хăй вăхăтĕнче сĕт заводĕнче темиçе пин тенкĕ çухалнă хыççăн çак ĕçпе, тĕрĕссипе, çыхланас та килмест. Паллах, вуçех пĕтермен эпир выльăх-чĕрлĕхе. Сăмахран, паян кооперативра мăйракаллă шултра 119 выльăх, вĕсенчен 90-шĕ - сăвакан ĕне. Çулталăкри сăвăм - 3800 литр. Хĕл каçарма выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ.
- Паркра çĕнĕрен те çĕнĕ тракторсем куратăп...
- Тухăçлă ĕçлеме лайăх техника кирлĕ. Çавăнпа та май пур таран çĕнетме тăрăшатпăр. Темиçе çул каялла техника паркĕ кустăрмаллă пилĕк тракторпа, икĕ прицеппа, удобрени сапакан, вăрлăх тиекен агрегатпа, “Дон” комбайнпа, çĕр кăпкалатмалли дискаторпа пуянланчĕ. Ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ: иртнĕ çул “Агрос-530” хăватлă комбайнлă пултăмăр. Хам та хире тухнă унпа, ĕçлеме питĕ меллĕ. Тата “КБМ 10,8” культиватор туяннăшăн савăнатăп. Çĕре аван тикĕслет: ун хыççăн акма та, кăпкалатма та, удобрени сапма та лайăх.
- Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне аталантарма тĕрлĕ программа, проект йĕркелет, çăмăллăхсем туса парать. Çав пулăшăва туятăр-и эсир?
- Паллах туятпăр. Пĕлтĕр йÿнĕрех хакпа çунтармалли-сĕрмелли материал туянтăмăр. Сăмахран, топливо литрĕ 25-26 тенкĕччĕ, эпир вара 14 тенкĕ те 30 пуспа илтĕмĕр. Çăмăллăхлă кредитпа усă курса техника, удобрени, вăрлăх туянатпăр. Çакă пирĕншĕн палăрăмлă пулăшу.
- Темĕнле лайăх техника пулсан та этем аллисĕр нимĕн те пурнăçланаяс çук. Коллективпа паллаштарсамăр.
- Кооперативра 28 ĕçчен. Ку нумай мар паллах. Сăмахран, 4 çул каялла эпир 45-ĕнччĕ. Механизаторсем, комбайнерсем çитменни ытларах пăшăрхантарать. Çамрăксем яла юласшăн мар, çĕр ĕçĕ ют вĕсемшĕн. Тата 10-15 çултан мĕн пулĕ-ши? Çуркуннехи-çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче уйрăмах йывăр. Пĕр çынах тракторпа та, комбайнпа та хире тухать. Тыр-пул пухнă вăхăтра чылай чухне хам та штурвал умне ларатăп. Сăмах май, тăрăшуллă механизаторсене асăнас килет: В.Н.Петров, Н.Г.Матвеев, Ю.Я.Ивашкин, Н.В.Долгов. Чăннипех хисепе тивĕç вĕсем. Вăтам ĕç укçи 8-10 пин тенкĕ. Çуллахи хĕрÿ вăхăтра комбайнерсен шалăвĕ 30-40 пине те çитет. Халăх тулăх пурăнтăр тесе пахча çимĕç е ытти культура çитĕнтерме çĕр уйăрса патăмăр. Техникăпа та пулăшатпăр.
- Ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ мероприятие, куравсене хутшăнатăр эсир. Хăш самант ытларах асра юлчĕ?
- Пĕлтĕр Дон çинчи Ростоври комбайн тăвакан заводра, нумаях пулмасть Мускавра “Агроферма-2012” куравра пултăмăр. Асра юлнă самант - Голландие кайса килни. 2008 çулта пирĕн кооператива çав çĕр-шывран Вессел Янсема фермер килсе икĕ эрне пурăнчĕ. Унăн йыхравĕпе 2009 çулхи кĕркунне вĕсен опычĕпе паллашма Голландие кайрăм. Куккурус, сахăр кăшманĕ, çĕр улми ÿстереççĕ вĕсем. Хирĕсем таса та тирпейлĕ, пĕр çум курăк çук. Хăватлă техникăпа усă кураççĕ. Мана унта питĕ килĕшрĕ.
- Тата мĕнпе асра юлчĕ çав тĕл пулу?
- Вессел Янсема каланă тăрăх - çĕр ĕçĕнче пĕр кăлтăк та ан пултăр. Сăмахран тыр-пул акнă вырăнта пĕчĕк лаптăк та пушă юлмалла мар. Ÿсен-тăран чирĕсене пĕтерес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлемеллине палăртать. Пирĕнтен тупăшлăрах ĕçлеççĕ. Çакă, паллах, укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулнинчен те килет-тĕр. Вĕсем - ырă тĕслĕх, пирĕн танлашма тăрăшмалла.
- Çур акине тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Кооперативра лару-тăру мĕнлерех?
- Халĕ техникăна юсатпăр, вăрлăх хатĕрлетпĕр. Пысăк чăрмавсем çук темелле.
- Пысăк тав калаçушăн. Сăмах май, çак кунсенче сирĕн, Анатолий Витальевич, çуралнă кун. Çак уявпа эпир ăшшăн саламлатпăр. Малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.