Нарăсăн 28-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин Ĕпхÿре Пĕтĕм Раççейри аграри форумне хутшăннă. Унта тухса калаçнă май Раççей агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене çĕкленĕ
Владимир Путин çапла палăртнă: «Паллах, аграри секторне пирĕн экономикăн стратеги шайĕнчи отраслĕсен шутне кĕртмелле: çак шутра апат-çимĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă хăрушсăрлăх та, çĕнĕ технологисемпе усă курмалли майсем тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурасси те. Акă мĕншĕн пирĕн ял хуçалăхĕ Раççей аталанăвĕн, пирĕн наци ÿсĕмĕн локомотивĕсенчен пĕри пулса тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
2006 çултан тытăнса агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен виçи 1,5 трлн тенкĕрен иртнĕ! Пысăк çак ресурссем курăмлă кăтарту кÿчĕç: çĕр-шывăмăрти АПК аталанăвĕ Раççей экономикин пĕтĕмĕшле аталанăвĕн çирĕплĕхĕн, миллион-миллион çын пурнăçĕ лайăхланнин объективлă никĕсĕ пулса тăчĕ.
2009 тата 2010 çулсенче шăрăх çанталăк, пушарсем тыр-пулăн 1/3 ытла пайне тĕп турĕç, çав çулсенчи çуллахи йывăр тапхăрсем хыççăн та аграрисем алă усмарĕç, патшалăх пулăшнипе аталану хăватне упраса хăварчĕç тата ÿстерчĕç.
2011 çулта 94 млн тоннăна яхăн тĕш тырă çитĕнтертĕмĕр, çакă пире хамăрăн резервсене пысăклатма тата хамăра кирлĕ виçене саппаспах тивĕçтерме май пачĕ.
Эпир, паллах, çак отрасле, çĕр çинче ĕçлекенсене пурне те малашне те пулăшăпăр - кун пирки нимĕнле иккĕленÿ те пулма пултараймасть.
2012 çулта АПКна пулăшма федераци бюджетне 170 млрд тенкĕ хывса хăварнă. Унсăр пуçне Россельхозбанк, Перекет банкĕ тата 150 млрд тенкĕрен кая мар кредит уйăрассине тивĕçтерĕç. Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене унчченхи çулсенчи пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йÿнĕрехпе тивĕçтерĕпĕр. Вăл иртнĕ çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне уйрăм кашни регионта йĕркеленнĕ хакăн 30% танлашĕ. Хакпа çыхăннă çăмăллăха вак хакран мар, курттăм виçерен шутлама палăртнă - ку тата пĕчĕкрех пулать. Çăмăллăхпа тивĕçтерекен топливо виçине 2011 çулхинчен 10% ÿстерме пăхнă. Çакă ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче 11 млрд тенкĕ перекетлеме май парать.
Кăçал кивелнĕ ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме пĕтĕмпе 8,5 млрд тенкĕ уйăратпăр. Çавăн пекех федераци бюджечĕн шучĕпе кăçалтан ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакан хуçалăхсен пĕрлехи мелиораци тытăмĕсене йĕркелеме тата çĕнетме каякан тăкакĕсен 50% саплаштарасшăн.
Эпир ялти хуçалăх ĕçĕн мĕн пур формине пулăшнă, пулăшăпăр. Çитес уйăхсенче ялти пуçламăш утăмсем тăвакан фермерсене тата уйрăм предпринимательсене пулăшмалли программа хута каять. Вăл аграрисене ураланма, çурт-йĕре, хуçалăха йĕркелеме май парĕ. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 2 млрд тенкĕ уйăратпăр. Унсăр пуçне çемьесен сĕт фермисене аталантармалли программăна анлăлататпăр.
Хресчен хуçалăхĕсене çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн пулăшма кăçал 1,4 млрд тенкĕ уйăрмашкăн палăртнă. 2011 çулта 120 млн тенкĕ уйăрнă.
Агропромышленноç секторĕн интересĕсене хÿтĕлесе энергипе тивĕçтерес енĕпе йышăнусем тунă: халĕ энергокомпанисен энерги илсе çитерейменшĕн е ытлашши илнĕшĕн потребительсене штрафлама юрамасть.
Пирĕн аграри бизнесне монополистсен киревсĕрлĕхĕнчен хÿтĕлемелле. Эпир пысăк компанисем тĕлĕшпе тĕрĕслевпе çыхăннă, коррупцие хирĕçле çирĕп мерăсем йышăнатпăр. Регионсенчи электроэнергипе, газпа, ытти ресурспа тивĕçтерекенсем тĕлĕшпе те çаплах тумалла. Уçăмсăр ПУПсене, МУПсене, йышлă ытти тытăма «сулхăнран» кăлармалла.
Пирĕн тĕллев - хуçалăхсене хăйсен продукцине меллĕ тата тупăшлă, ытлашши посредниксăр тата йÿнĕпе илсе хаклăпа ярăнтаракансемсĕр сутма май парасси. Ял хуçалăх продукцине сутмалли çĕнĕ тата аталаннă инфратытăм - пасарсем, ярмăрккасем, потребкооперацин ятарлă лавккисем - йĕркелемелле.
Фермерсемшĕн, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсемшĕн кану кунĕсенчи ярмăрккасене кĕресси ирĕклĕ, тăкаксăр пулмалла. Унашкаллишĕн укçа илесси пачах та пулмалла мар.
Çĕр-шывăмăр агропромĕн малашлăхĕ пирки калаçнă май Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнипе çыхăннă темăран пăрăнса иртме юрамасть. ВТО йышĕнчи нумай çĕр-шыв опычĕ кăтартнă тăрăх çак организацие кĕни хушма пысăк майсем парать, вĕсенчен чи пысăкки - тулашри рыноксене тухни.
Çак майсемпе туллин усă курас тесен пирĕн аграрисене пулăшмалли мĕн пур формăпа усă курмалла.
Пĕрремĕшĕнчен, ВТОн нумай норми пирĕнпе сирĕн кулленхи практикăна кĕнĕ те ĕнтĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, «черченкĕ» чылай отрасль тĕлĕшпе адаптацин ятарлă мерисене палăртнă. Чи малтанах - автопром, ял хуçалăх машиностроенийĕ, АПКра - кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетес тĕлĕшпе. Кăçал сысна ĕрчетессине вăй памашкăн ятарласа 6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Виçĕ çуллăх программа турăмăр, çуллен 6-шар млрд тенкĕ уйăратпăр. Пĕтĕмпе - 18 млрд тенкĕ.
Тата, юлашкинчен, виççĕмĕшĕ. ВТО правилисем чи малтанах ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене тÿрремĕнех пулăшассине пырса тивеççĕ. Анчах вĕсем ялсен территорийĕсен комплекслă аталанăвĕпе çыхăнман - çакна уйрăммăн палăртас тетĕп. Анчах «тÿрĕ мар» пулăшу форми пур. Мĕн-ха вăл? Вăл - инфратытăма аталантарни, чи малтанах - ялсенчи çулсем, çавăн пекех Раççейри мĕн пур яла тирпейлени, хуласенчи тата поселоксенчи çулсене юсани. Çитес икĕ çул хушшинче çак проект валли пĕтĕмпе 130 млрд тенкĕрен кая мар яма пултаратпăр. Халĕччен ялсенчи çулсем валли, ялсене тирпейлесе хăтлăлатма нихăçан та çавăн чухлĕ укçа уйăрман.
Çавăн пекех кадрсене хатĕрлемелли тытăма анлăлатăпăр. Кăçал яла каякан çамрăк специалистсене пулăшма уйăракан укçа виçине 2,5 млрд тенкĕ таран ÿстернĕ. Социаллă инфратытăма аталантарăпăр. Федерацин «Ялăн социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн эпир 15 млн тăваткал метр ытла çурт-йĕр тунă ĕнтĕ, ялсенчи çуртсен çурринчен ытларах пайне газпа тата шывпа тивĕçтернĕ, унсăр пуçне хамăрăн ялсене электричествăпа, телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерессине палăрмаллах лайăхлатнă. Федерацин тĕллевлĕ программине 2013 çулччен тăсма йышăннă.
Пирĕн ял хуçалăхне, çав шутра ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăйлă, вăрахлăх аталану хăвачĕ памалла, хамăр çĕр-шыври производство конкурентлăхне çĕклемелли условисем йĕркелемелле.
Иккĕленместĕп: пирĕн паян шутпа çыхăннă кăтартусем тĕлĕшпе кăна мар, пахалăх енĕпе те çине тăмашкăн пĕтĕм майсем пур. Шăпах хамăр çĕр-шывра туса кăларакан продукци пахалăхĕ, унпа усă курмалли майсем йĕркелесси наци аграри политикин тĕп тĕллевĕсем пулса тăмалла. Тата, паллах, çынсен, пирĕн миллион-миллион гражданинăн ырлăхĕ, çĕнĕ майĕсем нумай енĕпе ял мĕнле аталаннинчен килеççĕ».
Çĕр-шыври аграрисен умĕнче çавăн пекех Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник тухса калаçнă. Вăл АПКн юлашки ултă çул хушшинчи ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен 2006-2011 çулсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 28,8% ÿснĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе - 22,5%, ÿсен-тăран çитĕнтерес енĕпе ÿсĕме 31,9% шайĕнче тивĕçтернĕ.
Раççей Ял хуçалăх министерстви 2011/2012 ял хуçалăх çулĕнчи тĕш тырă экспорчĕн прогнозне 25 млн тоннăран 27-28 млн тонна таран пысăклатнă. Сахăр тата тип çу экспорт позицийĕсем пулса тăнă. Раççейĕн çавăн пекех чикĕ леш енне кайăк-кĕшĕк тата сысна ашĕ ăсатассине ÿстерессипе çыхăннă плансем пуррине палăртнă.
«Тĕп капитала хывакан инвестицисем 2,3 хут пысăкланаççĕ, ял хуçалăх производствин тухăçлăхĕ - 25% таран, вăтам ĕç укçи 4,3 хут ÿсĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене ялсенчи 203 пин çемье лайăхлатĕ, çав шутра - çамрăксен тата çамрăк специалистсен 114 пин çемйи», - тенĕ Елена Скрынник. Çакă Раççейре пурăнакансене паха тата туянма май пур апат-çимĕçпе тивĕçтерме пулăшĕ, çĕр-шывăн тĕнчери ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерĕ.