01 февраля 2012 г.
Çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕсем... Пĕлтĕр вĕсем мĕнле улшăнса пынă, кăçал еплерех пулĕç? Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков каласа парать:
– Росстат пĕтĕмлетĕвĕ кăтартнă тăрăх автомобиль бензинĕ республикăри иртнĕ çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче виçĕм çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчинчен 16, 6% (3, 75 тенкĕ) хакланнă. Федерацин Атăлçи округĕнче 17, 5% (3, 92 тенкĕ) – хăпарнă.
Дизель топливишĕн Чăваш Енре тÿлев 16, 3% (3, 97 тенкĕ) – федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартуран (19, 4% тата 4, 57 тенкĕ) сахалрах – хушăннă.
Хаксен улшăнăвне кашни эрнерех пĕтĕмлететпĕр. Республика правительствине, Раççей Президенчĕн Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ патне информаци çитеретпĕр. Региона бензин-топливо кÿрсе килме кансĕрлекен чăрмавсене асăрхама тăрăшатпăр. Республика ертÿçисем лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.
Раççей Федерацийĕн энергетика министерстви иртнĕ çул нефть компанийĕсем ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене ĕççи ирттерме сутакан бензин тата топливо хакĕсене çирĕплетнĕ. Пирĕн хресченсене «Лукойл» урлă дизель топливин кашни тоннине – 17190, бензинăнне 20205 тенкĕлле сутма сĕннĕ. Ялсене «Роснефть» урлă 16200 тенкĕлле турттарнă. Топливо пасар хакĕнчен 30-33% йÿнĕрех ларнă. Ял ĕçченĕсем çăмăллăхлă йĕркепе усă курса 126 млн тенкĕ перекетлерĕç.
Апрель – ноябрь уйăхĕсенче топливо планпа пăхнинчен 88% турттарнă. Кунсăр пуçне «Лукойл-Волганефтепродуктран» топливо – 97, бензин 83% кÿрсе килнĕ.
Çур аки умĕн вĕсен хакĕ çулленех кăштах хăпарать. Хаксем çĕршывра мĕнлереххине кура йĕркеленĕç. Тишкерÿçĕсем бензин Раççейре инфляцие тата акцизсен хакĕ ÿснине шута илсен 8-10% хакланĕ теççĕ. Акцизсен тÿлевĕ пысăкланнăран бензин-топливо хакĕ 1-1, 6 тенкĕ ÿсет.
Раççей Федерацийĕн Правительстви ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене çăмăллăхлă йĕркепе çунтармалли-сĕрмелли япаласем сутма май туса парасси çинчен кăçал та йышăну кăларнă. Бензин-дизтопливăна йÿнетес е пĕр шайра тытса тăрас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Правительствин 2010 çулхи мартăн 5-мĕшĕнчи «Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх тата хуçаланакан субъектсен органĕсен хушшинче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене сутакан çунтармалли-сĕрмелли япаласен хăш-пĕр тĕсне йÿнетес е пĕр шайра тытса тăрас тĕллевпе çирĕплетекен килĕшÿсем çинчен» 129-мĕш йышăнă-вĕнче палăртнă пек республикăра та тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама тĕллев лартнă.