01 февраля 2012 г.
Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленность комплексне аталантарас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. 2011 çул кăтартăвĕсем япăх мар пирĕн: ял производствин калăпăшĕ 145, 7 процентпа (Раççейри вăтам кăтартуран 24 процент ытларах) танлашнă. «Суту-илÿ чи малтанах паха апат-çимĕç кĕтет. Тĕнче тата хамăр çĕршыв рынокне тухас тесен çакăн çинчен пурин те шухăшламалла. Утакан малаллах каять», – палăртрĕ Михаил Васильевич.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çĕр ĕç культурине ÿстерес енĕпе мĕн-мĕн туни çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ çул Елчĕк (44, 3 пин тонна), Патăрьел (41, 9 пин тонна) районĕсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Çавна май аш-какай, сĕт туса илесси те ÿсет. Хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тивĕç.