01 февраля 2012 г.
Сĕт мĕн хак?
Чăваш Ен пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕ, муниципалитетăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, вырăнти влаçпа умри ĕç-хĕле палăртрĕ.
Районта юлашки тапхăрта лару-тăру улшăнма тытăнни савăнтарать. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче тинех социаллă çĕнĕ объект-сем çĕкленеççĕ, пĕчĕк бизнес та вăй илет. Акă аслă çул хĕрринчех автосервис пункчĕ вырнаçнă. Ăна темиçе çул каялла Крыцовсем уçнă. Çемье бизнесĕнче тăватă çын ĕç тупса вырнаçнă. Кунта шиномонтаж, диагностика, юсав тата ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Машинăна юсаса çĕнетме мĕн кирли йăлтах пур темелле. Юнашарах техника валли кирлĕ таварсен лавкки. Çурта газ кĕртнипе юсав мастерскойĕнче те ăшă, хăтлă. Бизнеса кÿлĕнме вара патшалăх пулăшăвĕ хĕтĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче Дина Крыцова пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшма ирттерекен конкурса хутшăнса 132 пин тенкĕ грант выляса илнĕ. Укçапа ĕçе пуçарса яма оборудовани туяннă. Хальлĕхе çемье бизнесĕ вăй илет кăна-ха. Крыцовсен ĕмĕчĕ пысăк. Вĕсем ĕçне-хĕлне татах сарса çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвасшăн. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче клиентсем валли кану пÿлĕмĕсем пулмалла. Сăмах май, автосервиспа усă куракансен йышĕ те хушăнсах пырать. «Хаклă мар, ĕçне тĕплĕ тăваççĕ», – теççĕ çынсем.
– Бизнеса вырăнти шайра кăна аталантармалла мар. Ăнăçлă вырăнта вырнаçнипе усă курмалла, кредит укçине явăçтармалла, обществăлла апатлану пункчĕсем уçмалла, – терĕ республика пуçлăхĕ.
Хальлĕхе районта вăйлă аталаннă ял хуçалăх предприятийĕсем шутлă çеç. Çавна май ялсенче пурăнакансем ытларах хушма хуçалăхра ĕçлеççĕ. Аш-какай, сĕт, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çемьене куллен тупăш кÿрекенĕ, паллах, сĕт. Хĕрлĕ Чутайсем ăна вырăнти райпона сутаççĕ. Ятарлă машинăсем ялсерен пуçтараççĕ. Райпо сĕт сивĕтекен цеха хута янă. Куллен 4-5 тонна чĕр тавар йышăнаççĕ. Çу кунĕсенче икĕ хут ытларах. Хальхи вăхăтра 2600 хушма хуçалăх райпопа çыхăнса ĕçлет. Шанчăклă, укçине те вăхăтра тÿлеççĕ. Кÿренмелле мар темелле. Анчах çынсене яланхи пекех сĕт хакĕ канăç памасть. Килограмне 11, 5 тенкĕпе туянни вĕсене тивĕçтермест. Çав хушăрах хăш-пĕр предприятин, сăмахран, «Коминтерн» хуçалăхăн, вăл 16 тенкĕпе каять. Мĕншĕн пысăк уйрăмлăх?
– Çынсем сĕт хакĕ чакнишĕн пăшăрханаççĕ. Тĕрĕссипе вара вăл чакман. Хак чи малтан пахалăхран килет. Паха сĕт паян 15-16 тенкĕрен кая тăмасть. Пирĕн халăха лайăх чĕр тавар сутма хăнăхтармалла. Пысăк тупăш илсе çемье бюджетне пуянлатчăр, – палăртрĕ Михаил Игнатьев. Сăвăма хăпартма хушма хуçалăхсене те хушма апатпа усă курма сĕнчĕ.
Хаксем туянаканран та килеççĕ-мĕн. Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Николай Малов «Ядринмолоко» предприяти паха сĕте килограмне 17 тенкĕпе те илнине каларĕ. Ку райпо тÿленинчен те хаклăрах.
Васкакан намăс курмĕ-и?
Хĕрлĕ Чутай салинчи вăтăр çул каялла тунă шкулта тăвăр. Ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Вĕсене пилĕк ялтан виçĕ автобус турттарать. Иртнĕ çул «2013 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа тепĕр вĕренÿ çурчĕ тума тытăннă. Ăна валли республикăран – 78, 6, федерацирен субсиди 20 млн тенкĕ уйăрнă. Чÿрече-алăка вырнаçтарнă, сĕтел-пукан кÿрсе килнĕ ĕнтĕ. Объекта февральте хута ярасшăн, ĕçе васкавлă тума тивет. Васкакан вакка сикнĕ тенĕн кун пек чухне пахалăх çинчен шутлаççĕ-им? Акă акт залĕнче урайне типсе çитеймен хăмапах сарнă. Апла кĕçех шăтăк-путăкланса пĕтмĕ-и вăл? Куçа тăрăнакан ытти кăлтăк та самай. Хăвăртрах хĕрлĕ лента касса татассишĕн ĕçе çиелтен тума юраманнине асăрхаттарчĕ республика пуçлăхĕ. «Ачасен хăтлă условисенче вĕренмелле», – терĕ вăл.
Физкультурăпа спорт комплексне те кăçалхи июньте хута ярасшăн. Яваплă ĕçе «ПМК «Водоснабжение» предприятие шанса панă. Вăл республикăра темиçе спорт керменĕ те çĕкленĕ ĕнтĕ. Апла опыт пур. Çурта хута янипех ĕç вĕçленмĕ, малашне инфраструктурăна та аталантарасшăн. Юнашарах стадион, йĕлтĕр çулĕ иртет. Хоккейла вылямалли вырăн та тăвасшăн.
Ялта пурăнакансемпе пулас ăру валли патшалăх укçа-тенкĕ самай тăкаклать. Анчах чаплă çурт-йĕр туни, чаплă оборудовани вырнаçтарни хăй хакне кăларĕ-ши? Керменсем пушă лармĕç-и? Районта демографи лару-тăрăвĕ япăхланса пыни ирĕксĕрех çапла шухăшлаттарать.
Ĕçсĕрлĕх, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси, кадрсене яла явăçтарасси, çамрăк çемьесем валли çурт-йĕр тăвасси – ыйтусем мăй таран. Хĕрлĕ Чутай – ял хуçалăх ĕçĕпе пурăнакан район. Хальхи вăхăтра унăн урапине «Коминтерн» хуçалăх çеç туртса пырать темелле. «Нивăпа» «Свобода» вăй илсе кăна пыраççĕ-ха. Ура çинче çирĕп тăракан е ĕçе çĕнĕрен пуçăнакан фермерсем те çукпа пĕрех. Çакă вырăнти влаçăн çине тăрса ĕçлемеллине кăтартать.
– Хĕрлĕ Чутайсен малалла аталанма вăй-хăват пур. Чи кирли – çĕр ĕçченне хăй пурăнакан