Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăсенчи лару-тăрăва хакласа

17 декабря 2011 г.

Çамрăк хĕрарăмăн ыран е виçмине ача çуратма вăхăт. Тепри пулсан, ку тапхăрта килтен тухма шикленет темелле. Алена Чумакова вара районти выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем тăрăх тĕрĕслеве тухнă комисси ушкăнĕ çитнĕ чух та «Восток» СХПКн Сĕнтĕрпуç ферминче тăрмашатчĕ.

«Паян юлашки кун пулăп ĕнтĕ кунта. Ыран пульницăна каймалла», – пирĕн ыйтăва кĕтнине туйса пĕлтерме васкарĕ вăл ĕçлĕ калаçу иртекен пÿлĕме хушăран кĕркелесе тухнă май. Калаçăва хутшăнма ун вăхăчĕ те çукчĕ, е выльăх апачĕ панă çĕре васкамалла унăн, е витере ваннă транспортера юсаттарма тупнă специалиста кĕтсе илмелле, е тата урăх ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Пĕрре пăхсан, пĕр-ик кунтан ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăм та тееймĕн. Тен, шăпах çакăн пек вăр-вар пулни пулăшĕ кăна ăна çăмăлланма. Апла-и е капла, анчах, шел те, Алена Чумакова пек яваплă ĕçченсене Сĕнтĕрпуç тăрăхĕнче шыраса тупма çав тери хĕн. Тĕрĕсрех каласан, яваплăхпа палăрса тăраканнисем çук мар пулĕ, анчах вĕсене фермăра ĕçлеттереймĕн. Уйрăмах – Сĕнтĕрпуçĕнчи пек кивĕ йышши витесенче. «Халĕ пурте интеллигент пуласшăн çав», – палăртрĕ «Восток» СХПКн тĕп зоотехникĕ Тамара Арсентьевна Андреева.

Районти ветеринари службин ертÿçинчен В. Уланковăран тата Т. Мартьянова ветврачран, районăн тĕп зоотехникĕнчен Е. Филипповăран йĕркеленнĕ комиссин иртнĕ юнкун чи малтанах «Восток» хуçалăха çитме сăлтав пулман мар. Çÿлерех асăннă Алена Чумакова, пĕр хушăрах ферма заведующийĕ те, доярка та, осеменатор та пулнăскер, декретлă отпуска кайни тата ытти сăлтавсем хистенĕ те вырăнти ертÿçĕсемпе тĕплĕ ларса канашлама. Фермăра ĕçлеме пултаракан çынсем кирлĕ. Часах ĕнесем пăрулама хатĕрленеççĕ, апла пулсан çамрăк выльăха сиплекен специалист кирли куçкĕрет. Пĕлтĕр хуçалăх пăрусем илессипе аван ĕçленĕ, çамрăк выльăх вилни те сахал пулнă. Кăçал вара кăтарту япăхланнă. «Восток» СХПК районта чи йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ хуçалăх шутланать. Районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ вара унти лару-тăрупа тÿрремĕн çыхăннă тесен те йăнăш пулмĕ.

Фермăри лару-тăрăва аванлатассипе хуçалăха ертсе пыракансем майсем шырамаççĕ мар. Сĕнтĕрпуç фермин территорийĕнче, акă, механизаторсене тăтăшах курма пулать. Ахальтен мар кун кунлаççĕ вĕсем кунта, черетпе выльăх пăхаççĕ хĕллехи тапхăрта. Выльăх пăхакансем тупасси – ялта проблемăллă.

Яваплăха туйса ĕçлекен дояркăсемпе шухăш çук тени те тĕрĕс мар пулĕ. Пĕр хушă ĕнесем витерен картишне уçăлма тухаймаççĕ. Пĕр доярка мĕнпур выльăх йышĕпе ку енĕпе ĕçлесе ĕлкĕреймест. Тепĕр доярки ĕç укçи (хуçалăх ертÿçи асăннă тăрăх, ăна кăçалхи раштав уйăхĕччен тÿлесе татнă) илнĕ хыççăн вăхăтлăха «ирĕклĕ канăва» кайнă-мĕн. Юрать, çак тапхăрта ĕнесем пăрулама хатĕрленнине кура сĕт нумаях сăвăнмасть. Пĕр енчен, производство çинчен манакан çынна ĕçре тытнин усси çук пек, анчах та ăна та кăларса ярсан кампа ĕçлемелле фермăра.

Çамрăксем ялта, ялхуçалăхра тĕпленччĕр тесе патшалăх тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Ялăн социаллă пурнăçне аталантарма ялта ĕçлесе пурăнакансем тавăрса памалла мар субсидисем (социаллă тÿлевсем) илеççĕ. Вĕсене илекенсенчен ытларах пайĕ тăван хуçалăхшăн чуна парса вăй хурать теме йывăртарах. Укçине илеççĕ те ялхуçалăх предприятийĕпе сывпуллашма тăрăшаççĕ тенине сайра мар илтме пулать. Патшалăх программисем пур, вĕсем ĕçлеççĕ, çав хушăрах хуçалăх фермăра тăрăшакан çын тупаймасть. Чылай ертÿçĕ тарăхать çакна пула. Тен, çав социаллă тÿлевсене илекенсене ятарлă сроклăх хуçалăхра ĕçлеттермелли услови кирлĕ. Ун чухне усси ытларах пулĕ. Çак ыйтусем тата вырăнти çивĕч проблемăсем тавра районти зооветслужба специалисчĕсем «Восток» СХПК ертÿçипе О. Титовпа, хуçалăхăн тĕп зоотехникĕпе Т. Андреевăпа чылайччен калаçрĕç, лару-тăрăва çăмăллатма май паракан тĕрлĕ вариантсене сÿтсе яврĕç.

«Бичуринский» СХПКн Шĕнерпуç ферми пуян выльăх йышĕпе халлĕхе мухтанмах пултараймасть, анчах та пĕчĕк йыша упраса аталантарассишĕн кунта тăрăшаççĕ. Выльăх пăхаканĕ те, доярки те, ветеринарсем те вырăнта пур. Выльăх сĕтеклĕ апат çинче тăрать, кунсерен уçă сывлăша тухать тата ытти те.

М. Тагеев фермер хуçалăхĕн выльăх самăртасси, сĕт производствипе ĕçлеме пуçласси вара – малашлăхра, уçăмлăрах каласан, çитес çулăн планĕнче. Хальхи тапхăрта вăл хушма отрасле кĕтсе илме хатĕрленет. Çăмăллăхлă инвестици проектне кĕнĕ май, хуçалăх фермăна тĕпрен юсать. Комисси ушкăнĕ, акă, çĕнетнĕ витере сĕт ямалли системăна (молокопровод) епле вырнаçтарассипе кăсăкланчĕ. Ку ĕçе ятарлă строительство организацийĕ пуçăннă. Витери ĕнесем тăмалли уйрăмра ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех, ытти ĕç пÿлĕмĕсене те çĕнĕ сăн кĕрсе пырать. Çĕнĕ комплексра дояркăсемпе выльăх пăхакансем валли çăвăнмалли тата ытти пÿлĕмсем те пулмалла.

А. Белов фермер хуçалăхĕ те Нарат Чакки фермине тĕпрен реконструкцилесе çĕнетнĕ. Иртнĕ юнкун комисси членĕсем вите ăшчиккинех лекеймерĕç пулин те ферма территорийĕпе кăсăклансах паллашрĕç. Халлĕхе витене выльăх килеймен-ха, анчах ку самант инçе мар. Çăмăллăхлă инвестици проекчĕпе укçине илсен вите ăратлă выльăхпа тулмалла.

«Звезда» СХПКн Каранъ-ялĕнчи фермине комисси ушкăнĕ каç енне пырса лекрĕ. Выльăхсем вите картишĕнче дояркăсене кĕтсе сас паратчĕç. Фермăра кирлĕ йĕркене тытса пыни куçкĕрет. Выльăхсен умĕнче апачĕ те, шывĕ те пур. Çамрăк пăрусем усрамалли витери лару-тăру та кăсăклантарчĕ зооветспециалистсене. Кунта та вĕсем пысăк çитменлĕхсемех тупмарĕç.

Шел те, асăннă кунхине «Нам ЭКО» ОООн Шуршăл фермине çитме май килмерĕ. Маларах кунта ветеринарсем пулнăран çак ферма паян проблемăсемсĕр ĕçлени паллă пулчĕ. «Пурте пит тăрăшса вăй хураççĕ. Тасалăхпа типтерлĕх хуçаланнăран мероприятисем ирттерме те кăмăллă», – палăртрĕç ветеринарсем. Аса илсен, çулталăк каялла шуршăлсем те фермăра ĕç алли çитменрен пайтах нушаланнă. Тĕрĕссипе халĕ те кунта вырăнти ялсенчен ĕçлекенсем сахал. Ытларах ют район е тата регион çыннисем тăрăшаççĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика