Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн çимĕç хĕлле те сутăнтăр

24 ноября 2011 г.

«Ольдеевская» агрофирмăра çак кунсенче лăпкă: кăçалхи сезонпа сыв пуллашса çĕннине хатĕрленес тапхăр. Теплицăсенче хăярпа помидора пуçтарса илнĕ, анчах виçĕм кун ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев пулса курнинче томат аврине тирпейлеме ĕлкĕрейменччĕ-ха. Унта та кунта симĕс помидор курăнать, хăшĕ-пĕри хĕрелме ĕлкĕрнĕ.

Михаил Васильевич йышлă çемьере çитĕннĕ, мĕн пĕчĕкрен çирĕп йĕркене, тирпейлĕхе хăнăхнă. Уншăн ниçта та вак-тĕвек ĕç çук. Çавăнпа çимĕçе хăварнипе кăмăлсăрланнине палăртрĕ. Ана çинче вĕтĕ çĕр улми е ытти пахча çимĕç те юлатех. Кунта та çавах иккен. Рабочисем хĕлĕн-çĕвĕн помидор татса йăлăхса çитнĕ пулас, пурин патне те алă çитмен ахăртнех. Тĕрĕссипе, вăл нумаях та мар, теплиципе те пĕр-икĕ карçинкка пуçтарăнас çук пулĕ. Апла пулин те ĕçре типтерлĕ, тĕплĕ пулнине мĕн çиттĕр? Президент çакăн çинчен асăрхаттармасăр чăтаймарĕ.

Предприятире 2012 çулхи кăрлачра хута яма хатĕрлекен çĕнĕ котельнăйпа паллаштарчĕç. «Ку - виççĕмĕш, - пĕлтерчĕ обществăн генеральнăй директорĕ Евгения Беликова. - Электроэнерги, газ çулсерен хакланнăран вырăнти çине куçатпăр. Çакă ресурссене перекетлеме пулăшать».

Иртнĕ ĕмĕрте ăшăпа хулари ТЭЦ тивĕçтернĕ. Вăл агрофирмăран укçа нумай сăптăрнă. Теплица хуçалăхĕ çине тăрсах тĕп котельнăй тунă. Чылай çул иртнĕрен вăл кивелнĕ, çул çинче ăшă самаях çухатать. Çавăнпа ку чухнехи автономи котельнăйĕ çине куçас шухăш çуралнă та. Çитменнине, вăл автоматсене пула çынсăрах ĕçлет. Кăмрăк йÿçек газĕ атмосферăна вараламасть. Пахча çимĕç çĕнĕ белок пĕрлешĕвĕ туса тухăçа 25-30% ÿстерет.

Агрофирма 2004-2005 çулсенче çĕнĕ технологипе аталанма пуçланă, 2005 çултан томата тĕрлĕ минерала виçеллĕ ирĕлтернĕ шывпа тумлам меслечĕпе шăварса çитĕнтереççĕ.

Юлашки çулсенче тĕнче шайĕнчи теплицăсем тунă. Пĕри çĕнĕ çулта хута каймалла. Калчана кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче тăпрана улăштаракан ятарлă материала лартаççĕ. Микроклимата, шăварассине компьютер йĕркелет. Теплица унчченхи пек 2 метр мар, 5 метр çÿллĕш.

- Сывлăш калăпăшĕ пысăк. Çавăнпа час сивĕнмест, хĕвелпе те хăвăрт хĕрмест. Куçакан карăпа хупланăран пĕлтĕр çулла температура 30 градусран хăпармарĕ, çав вăхăтра урамра 40 градус шăрăхчĕ, - терĕ Евгения Алексеевна. - Киввинче кашни тăваткал метр лаптăкра 30 килограмм ытларах помидор туса илеттĕмĕр, çĕннинче - 60 яхăн. Кăçал пĕринче тухăç 60, 07 килограма çитрĕ, Голланди фермерĕсен кăтартăвĕпе танлашрăмăр.

Рабочисем пулас теплицăра /2, 3 га/ тимĕр конструкци вырнаçтараççĕ. Ун валли кăçал «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕнчен /директорĕ - Ирина Письменская/ 132 млн кредит илнĕ, 2007 çултанпа - 546 млн. Ирина Николаевна обществăна малашне те пулăшма шантарать.

- Кредита вăй çитернĕ чухлĕ çеç илетпĕр. Малтан тĕплĕ шухăшлатпăр - хăçан тавăрса парасса палăртатпăр. Анчах çакă пирĕнтен çеç килмест. Çĕр-шыв экономикин çирĕплĕхĕпе тачă çыхăннă, - терĕ Е.Беликова. - Теплица хăйĕн хакне 5 çултан кăларать.

АХО аталанăвĕ çĕр-шыв рынокĕнче тавар епле сутăннинчен те килет. Продукци Сургутпа Ухтана, Тюмене çитиех каять. Мускава та нумай ăсанать.

Иккĕмĕш уйрăмĕн агрономĕ Вячеслав Никифоров экологи енчен таса пахча çимĕç çитĕнтернине çирĕплетрĕ. Шăваракан ирĕлчĕкре минералсем виçерен иртменнине лабораторире анализсем илсе пĕлеççĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем кунти лаборантсен ĕçĕпе кăмăллă. «Ольдеевская» агрофирмăн хăярĕпе помидорне хăюллăнах туянма юрать.

Кун çути çителĕксĕр пирки чÿк-раштав уйăхĕсенче производство вăхăтлăха чарăнать. Президент электричество çутипе туллинрех усă курма сĕнчĕ.

- Хамăрăн çимĕç пасарта хĕлле те сутăнтăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Чикĕ леш енчен килекен пахча çимĕçе республикăра çитĕнтерекен экологи енчен таса продукта хĕсме парас марччĕ.

Электроэнерги тăкакĕ пулатех, анчах çулталăкра кашни тăваткал метр лаптăкран çĕр килограмм помидор туса илсен - вăл саплашăнатех.

- Агропромышленноç комплексĕ халĕ 90-мĕш çулсенчи пек «хура шăтăк» мар, усламлă бизнес, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - Раççей тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрсен Чăваш Енри аграрисен малашлăхра шанăçсем ытларах çуралаççĕ.

Предприятире вăй хуракансен пысăк пайĕ Çĕнĕ Шупашкартан пулнăран Президента спутник хулапа çыхăннă ыйтусем пачĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика