23 ноября 2011 г.
Николай Григорьевич Курчаткин 1963 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Кивĕ Тутайкассинче çуралнă. Ĕç биографине «Спутник» совхозри водительтен пуçланă. Çартан таврăнсан районти «Сельхозхимие» вырнаçнă, совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çамрăка часах юсав мастерскойĕн заведующине лартаççĕ, унтан вăл пĕр хушă автопарка ертсе пырать, тĕп инженера çитет. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе ял хуçалăх академине пĕтерет. Ăста специалист предприяти директорне, каярахпа районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхне çити ÿснинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ĕçе йĕркелес, çынсене ертсе пырас пултарулăхĕ часах палăрнă. 2007 çулта ăна «Авангард» юлташлăхăн (Тутар Республики) Çĕрпÿри филиалне шанса параççĕ, 2011 çултанпа – юлташлăхăн тĕп директорĕ. Районти депутатсен пухăвĕн ертÿçин çумĕ. Курчаткин Патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн дипломне илнĕ.
Тавăшкассисен тавçăрулăхĕ
– Яла пысăк укçа хывмасăр ÿсĕмлĕ утăм тума май çук, – тет Николай Григорьевич. – Пирĕн телее пуян инвесторсем – «Татспиртпром», «Ак-Барс» холдинг – тупăннипе нумай шухăша пурнăçа кĕртрĕмĕр. Асăннă предприяти ертÿçисем агропромышленность комплексне аталантарассине тĕп тивĕç вырăнне хураççĕ. Шутлăр-ха, çак çулсенче çеç витесене çĕнетсе паха оборудовани туянма пĕр миллиард тенке яхăн тăкакларăмăр. Пирĕншĕн çав тери пысăк укçа вăл. Эппин, инвесторсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн пирĕн çанă тавăрсах ĕçлемелле. 2009 çулта чĕрĕ виçепе 5560 тонна сысна какайĕ çитĕнтерсе панă, иртнĕ çул ку кăтарту 8870 тоннăпа танлашрĕ. Кăçал аш-пăш виçи тăхăр пинрен иртмелле. Эрнере 2000 пуç сысна сутатпăр. Çулла икĕ хут нумайрах сутма пултаратпăр. Туянакансен шутĕнче – Мари, Тутар республикисенчи, Пенза, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчи хуçалăхсемпе аш-какай комбиначĕсем. Продукцин тĕп пайĕ хамăр патра сутăнать. Пасарсенче халăх паха апат-çимĕçе черет тăрсах туянни вăй-хал хушать темелле-ши... Самантпа усă курса эпĕ чăваш правительстви ял ыйтăвĕпе тимлĕ ĕçленине те палăртса хăварасшăн. Калăпăр, пире 5 çуллăха пурлăх налукĕнчен хăтарни миллионшар тенкĕ перекетлеме, ăна производствăна явăçтарма май парĕ. Тĕллевсем чăнах та пысăк. 2013 çул тĕлне сысна йышне 55-60 пин пуç таранччен ÿстересшĕн.
Директор «икĕ килпе» пурăнать. Капла каланине тĕрĕс ăнлансамăр. «Авангард» юлташлăхăн икĕ комплекс: пĕри Тутарти Пăва районĕнче, тепри – Çĕрпÿри Тавăшкассинче. Çавăнпа ертÿçĕн тутарсен производствине те йĕркелесе пымалла, кунти ĕç-пуçа та юхăнтарса ямалла мар.
Хăйĕнчен тата ыттисенчен çирĕп ыйтакан пуçлăхпа епле япăх ĕçлĕн-ха? Танлаштарма хăш-пĕр цифра илсе кăтартар. Çĕнĕ комплекс хута кайсанах чăвашсем сысна ĕрчетес ĕçре нимĕçсем пухнă опытпа анлă усă курнă: унти специалистсене чĕнсе илнĕ, кирлĕ оборудовани туяннă. Ак хайхи, тавçăруллă чăвашсем хăйсен вĕрентекенĕсене те кая хăварчĕç. Сăмахран, Германире пĕр амаран вăтамран 22 çура илеççĕ пулсан, Çĕрпÿсем – 27-28. Ӳт хушаслăхĕ енĕпе те мала ÿкрĕç. Амăшĕпе пĕрле тытакан çурасем талăкра 260-280 грамм ÿт хушаççĕ, 75 кунра – 450 грамм. 170 кунра выльăх виçи 110 килограма çитет.
Кăçалхи 9 уйăхра çĕнĕ техника туянма 25 миллион тенкĕ уйăрнă, территорие тирпей-илем кÿме – 7 миллион. Çитес çул тĕп фондсене çĕнетме çур миллиард тенкĕ хывма палăртнă.
Чапшăн çунмастпăр
Тĕрĕссипе, Николай Григорьевич чапшăн çунакан çын мар. Пуçлăх ĕçне-хĕлне халăх лайăх курса тăрать. Вĕсем 4-5 çулта мĕн-мĕн туса ирттерни çинчен каласа панине малтанласа ĕненес те килмерĕ. Кивелсе юхăннă, шăтăк-çурăк стенасемлĕ сысна витисем вырăнĕнче вĕр çĕнĕ комплекс çĕкленесси кунти çынсене те иккĕлентернĕ пулĕ. Хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă Курчаткин вара нимĕнле йывăрлăхра та пуçне усман. Витесенче вырнаçтарнă ку чухнехи оборудовани, пĕтĕм технологи ĕç-хĕлне компьютер çине куçарасси çинчен хресчен ĕмĕтленме те пултарайман-çке. Çине тăрсан Европа шайĕнчи производствăна йĕркелесе яма ăс-тăн та, вăй-хал та çителĕклĕ иккен пирĕн. Çакна «Çĕрпÿ беконĕн» тĕслĕхĕ аван çирĕплетет.
Республикăри чи пысăк сысна комплексĕн пирвайхи утăмĕсемех курăмлă. «Агро-100» клубăн тулли праваллă членĕ 2009 çулта ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен чи лайăх хуçалăхсен шутне кĕнĕ (4-мĕш вырăн), 2010 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе пурне те хыçа хăварнă. Ĕçлекен çын пуçне 8351 пин тенкĕлĕх продукци туса илекен кунашкал предприяти Атăлçи тăрăхĕнче çукпа пĕрех терĕç. Комплексри ĕç тухăçлăхĕ республикăри вăтам кăтартуран 15 (!) хут пысăкрах.
Йăлтах тасалăхран пуçланать
Выльăхсен рационне наука хушнă пек йĕркелени, санитари нормисене çирĕп пăхăнни – пысăк культурăллă предприяти аталанăвĕн уйрăлми пайĕ. Килен-каяншăн кунта курса тĕлĕнмелли кашни утăмрах. Киле кĕнĕ чух эпир атă-пушмака хывма хăнăхнă, комплекс витисенче те тасалăхпа тирпейлĕхшĕн хытă тăрăшни тÿрех сисĕнет. Шалта тислĕкпе пылчăк çăрăлнине кураймăр кунта.
Ĕçе килекенсем чи малтан ятарлă санитари пÿлĕмĕ витĕр тухаççĕ, урамран инфекци илсе кĕресрен кашниех вĕри душ айне тăрать, таса ĕç тумĕ тăхăнать. Витери сывлăш температурине компьютер йĕркелет. Паллах, çĕнĕ аппаратурăна ĕçлеттерме ăста специалистсем кирлĕ. Производствăри çынсем «коллективра 90 çын» çурри ытла аслă е ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Ытларахăшĕ çывăхри ялсенче пурăнакансем. Ĕç укçине вăхăтра параççĕ, пĕлтĕр вăл 14 пинрен иртнĕ. Директор шучĕпе, тупăшлă ĕçлесе пырсан çитес çул вăл 18-20 пинрен кая пулмĕ.
«Алран кайтăр тесе ĕçлесен мĕнех улшăнĕ ĕнтĕ, ак часах пирĕн пата француз специалисчĕсем хăнана килĕç. Пире вĕсен технологийĕ кăсăклантарать, пысăк килĕшÿсем тума калаçса татăлнă. Хамăра япăх енчен кăтартас марччĕ», – çапла каларĕ те Курчаткин телефонпа темиçе çĕре шăнкăравларĕ. Каярахпа ыйтса пĕлтĕм. 3 пин гектар çĕре «хăйсен халь 200 гектара яхăн» арендăна илес шухăш пур. Пĕтĕм хута хатĕрленĕ, анчах тивĕçлĕ ведомствăсем çаврăнăçусăртарах пулни ура хурать-мĕн. «Вĕсене ан асăнăр, кÿренĕç тата», – асăрхаттарчĕ ертÿçĕ.
Ун шучĕпе, выльăха чĕрĕ виçепе пани чĕрĕ нефтьпе сутă тунипе пĕрех. Пахалăхне кура аш-пăш хакĕ те тĕрлĕрен пулмалла. Рынока тĕрлĕ йышши паха продукципе пуянлатсан çеç пайтине куратăн.
Паян çакна çирĕплетсех калама сăлтав пур: ял хуçалăхне пуçаруллă ертсе пыма пултаракан, тарăн пĕлÿ илнĕ, çĕннине аван чухласа ăна ĕçе кĕртме тăрăшакан çĕнĕ ăру килчĕ. Вĕсенчен пĕри – Николай Курчаткин.