26 ноября 2011 г.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕ - республикăри ÿсĕмлĕ аталанакан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Выльăх йышне ÿстерес тĕллевпе çулленех çĕнĕ объект хута ярать. Пĕлтĕр кĕркунне çеç сысна çитĕнтерекен фермăна ĕçе кĕртрĕ. Кăçал утă уйăхĕнче 1000 ĕне вырнаçмалăх комплекс тума тытăнчĕ. Сĕт сумалли залпа 2 вите пулмалла. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун пĕрне хута янă çĕре хутшăнчĕ.
- Технологи пур çĕрте те пĕрешкел: Канадăра та, Голландипе Германире те. Пирĕншĕн çеç çĕнĕ. 500 ĕне пăхма 4 çын ĕлкĕрет. Ĕлĕк пулсан 20-30-тан кая мар кирлĕ, - терĕ агрохолдинг гендиректорĕ Юрий Попов. - Ку объекта туса пĕтерме 58 млн тенкĕ тăкакланчĕ. Пĕтĕмĕшле 170 млн тенкĕ кирлĕ, комплекс çитес çул çак вăхăтра йăлтах хатĕр пулĕ.
Республика ертÿçи “Чăвашкабельмет” АХОна çитрĕ. Обществăна 2007 çулта йĕркеленĕ, анчах кризиса пула производство чарăнса ларнă. Кăçал вăл çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă. Кунта усă курма юрăхсăр пăхăртан, тимĕр-тăмăртан ятарлă технологипе шăратса пралук хатĕрлеççĕ. Проекта пурнăçлама 35 млн тенкĕ хывнă. Хальлĕхе 40 çын вăй хурать, малашне коллектив татах хушăнмалла.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн пысăк залĕнче канашлу иртрĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов “Вăрнар районĕн 2011 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, 2020 çулчченхи стратегие пурнăçлани, вăтам тата нумай çуллăха пыракан тапхăрти задачăсем çинчен” темăпа доклад турĕ.
Аш-какай комбиначĕ, “Август” фирма” АХОн “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” филиалĕ, “Санар” агрофирма уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Агрохолдинг хăй çеç районти мĕн пур сыснан 87, 1 процентне /12023 пуç/ ĕрчетет, 1403 пуç ĕне выльăх тытать. “Августпа” пĕрле пĕлтĕр ЧР бюджетне 200 млн тенкĕлĕх налук куçарнă.
Сергей Владимирович çитĕнÿсемпе пĕрле çитменлĕхсене те палăртрĕ. Энергие перекетлес тĕллевпе пурăнмалли çуртсенче чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕччен шута илекен приборсене лартса пĕтермеллеччĕ, плана 73% çеç тултарнă. Район çут çанталăк газĕпе, электроэнергипе усă курнăшăн парăма кĕнĕ, “айăплисем” тÿлевпе татăлас графика пăхăнмаççĕ.
Министр пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ программăсемпе паллаштарчĕ. 2012 çултан пуçласа “Ĕçе тытăнакан фермер” программăна хутшăнакансене хавхалантарма, хуçалăха йĕркелесе яма патшалăх 1 млн тенкĕ таран субсиди уйăрать. “Çемье ферми” программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ вите тунăшăн тата тĕпрен юсанăшăн тăкаксене саплаштарма федераципе республика бюджечĕсем 30-шар % компенсаци параççĕ. Çĕнĕ объектсем тума, паллах, кредитсăр та май килмест.
- Вăрнарсем ку енĕпе хастар, кредит нумай илеççĕ, вăхăтра татăлаççĕ. Çĕнĕ программăсене пурнăçлассипе те пуçарулăх кăтартасса шанатăп, - доклада сÿтсе явма хутшăнчĕ “Россельхозбанк” АУОн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская.
Çавăн пекех Вăрнар администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Петров, аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
Михаил Игнатьев тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Вăрнарсене хальхи çитĕнÿсемпе лăпланмасăр аталану çулĕпе малалла талпăнма сĕнчĕ, нумай ыйтăва хуравларĕ.
Ял тăрăхĕсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă май, халăха информаципе вăхăтра тивĕçтерсе тăманшăн хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Президент ура çине тăратсах намăслантарчĕ. Малашне те çирĕп тĕрĕслессе систерчĕ.
Источник: "Хыпар"