03 ноября 2011 г.
Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики çулталăк ытла пушă ларнă хыççăн каллех кайăк-кĕшĕкпе тулма тытăнни чăннипех çитĕнÿ темелле. Комплекс вара пĕчĕк мар, куçман пурлăх кăна 141 объект, çĕр лаптăкĕ 71, 8 гектар. 2009 çулччен фабрика йĕркеллех ĕçлесе пынă-ха. 2008 çулта кунта 8800 тонна аш-какай туса илнĕ. Тăват çĕр çын ĕç тупма пултарнă. Ытларах çывăхри ялсенче пурăнакансем. Производство сасартăк чăхăмлама тытăннă, ĕç кайман. Çĕнĕ хуçасене фабрика шăпи пăшăрхантарман тейĕн. Ытларах пуйса юлма хăтланнипе производствăна лачакана лартнă. Пурлăх та тĕлли-паллисĕр сапаланма тытăннă. Иртнĕ çулхи апрельте вара цехсем пушанса юлнă.
– 1979 çултанпа пĕр вырăнта ĕçленĕ хыççăн ĕçсĕр юлни чун-чĕрене çав тери ыраттарчĕ, – каласа парать цех пуçлăхĕ Валентина Алексеева. – Кăçал каллех фабрикăна ĕçе чĕнсен пĕр сăмахсăр килĕшрĕм. Унччен кунта вăй хунисемех тепĕр хут вырнаçрăмăр. Территорие, цехсене тасатса тирпейлерĕмĕр. Юсаса çĕнетнĕ цехсене «Чăваш бройлерĕ» предприятирен илнĕ чăх чĕпписемпе тултартăмăр. Çавăн пекех Пенза облаçĕнчен çăмарта илсе килсе инкубатора вырнаçтартăмăр.
Аркана пуçланă предприятие тепĕр хут чĕртсе тăратма çăмăл пулман. Вăл федерацин пурлăхĕ шутланнă май ура хунă темелле. ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каланă тăрăх пĕлтĕр Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей экономика аталанăвĕн министерствине Çĕнĕ Тутаркассинчи федерацин пурлăхне республика харпăрлăхне пама сĕннĕ. Тĕллевĕ паллă – унпа тухăçлă усă курасси, чăх-чĕп продукцине туса кăларассине йĕркелесе ярасси тата ĕç вырăнĕсем тăвасси. М. Игнатьев сĕнĕвне РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Э. Набиуллина ырласа йышăнни предприяти шăпине татса панă. Фабрикăна юсаса çĕнетме тата хута яма Чăваш Республикин апат-çимĕç фондне çирĕплетсе панă.
– Паянхи куна чăх-чĕп тытакан тăватă цех хута янă. Вĕсенче 87 пин ытла чĕпĕ. Çулталăк вĕçлениччен 16 цех ĕçлеме пуçăнмалла, 270 тонна аш-какай туса илмелле. 2012 çулта вара тăватă пин тонна продукци илмелле. Çакна валли самай укçа хывма тивет. Хальхи вăхăтра ЧР Апат-çимĕç фончĕпе «Эверест» компани фабрикăра юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, чăх пусмалли цеха хута яма хатĕрлеççĕ. Предприяти пушă ларнă тапхăрта вăл палăрмаллах юхăнма ĕлкĕрнĕ, – терĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Малашне оборудование тĕпрен çĕнетесшĕн, чăхсене клеткăсенче тытмалла тăвасшăн. Чĕр тавара та вырăнтах тирпейлеме палăртнă. Харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли хатĕрсене вырнаçтарни те тăкаксене чакарĕ. Ĕмĕт пурнăçа кĕрсе пырасси куç кĕрĕт. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутайри Туканашри чăх-чĕп фабрикин те кĕçех хуçи улшăн-малла. Вăл та вăй илес шанчăк пур. Министр палăртнă пекех фабрикăсем ура çине тăни республикăра аш-какай туса илессине ÿстерĕ. Хамăрăн продукципе çĕршыв рынокне тухмаллине те манмалла мар.