Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Механизаторсем - хуçалăх тĕрекĕ

02 ноября 2011 г.

Çут çанталăк çĕр ĕçченне тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăларать. Пĕлтĕр шăрăхпа аптăратрĕ тĕк, кăçал йĕпе-сапапа кансĕрлет. Авăн уйăхĕнче виçĕ уйăх нормилĕх çумăр çунăран ял хуçалăх кооперативĕсенче «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртесси тăсăлса кайрĕ.

Комсомольски районĕнчи «Заря» хуçалăхра та эпир пынă чухне халăх çĕр улми пуссинче вăй хуратчĕ. Çак кун çумăр çуманнине кура: «Паян-ыран пĕтеретпĕрех», - терĕç вĕсем. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Мăратсемпе Вутлансем /«Заря» ЯХПКна çак ялсем кĕреççĕ/ çĕртме тăвассине те манмаççĕ.

Асăннă хуçалăха кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчен Леонид Киргизов ертсе пырать. Сăмах май, Каçал тăрăхĕнчи председательсенчен вăл - чи çамрăкки. Леонид Алексеевич Вутлан ялĕнче çуралнă. Маларах вăл 17 çул вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Киргизов лава «кÿлĕннĕ» чухне кооператив йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Фермăсенче выльăхсем валли апат çителĕксĕр пулнипе нушаланнă. Çакна шута илсе вĕсем кăçал сенаж, силос, утă самаях хатĕрленĕ. Апла пулин те йывăрлăх чылай-ха.

«Тыр-пул гектартан вăтамран 20 центнер кăна тухрĕ. Çĕр улмине 25 гектар лартнăччĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» лартнă чухне те çумăр лÿшкерĕ, пухса кĕртнĕ чухне те йĕпе-сапаллă тăчĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах асăннă пахча çимĕçе туянас текен те сахал кăçал. Ытти çулта - черет тăратчĕç, ана çине килсех илетчĕç», - пăшăрханăвне пытармасть Леонид Алексеевич.

Маларах кредит нумай илни те ура хурать хуçалăха. «Ял хуçалăх техники кивелсе çитнĕ. Çавна май ĕçе кал-кал йĕркелеме çук. Вĕсене юсаттарас - хаксем «çыртаççĕ». Кооперативра, çĕр çинче ĕçлекен сахалланса юлни те чуна ыраттарать. Вăй питтисене Мускав туртать. Çамрăксем харпăр хăйшĕн ĕçлеççĕ. Яшсем кивĕ техника çине ларасшăн мар, тÿрех пысăк укçа ыйтаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсем çинче тытăнса тăрать халĕ кооператив тесен йăнăшмăп», - пĕлтерет Леонид Алексеевич.

Хуçалăхра 70 çын штатра шутланать. Анчах вĕсем пурте куллен ĕçе тухмаççĕ-мĕн. Хирте копалка хыççăн çĕр улми пухакан та сахалланчĕ. Сăмах май, кунта кăна мар, ытти çĕрте те халĕ çакнашкал ÿкерчĕк. 20-30 çул каялла вара ана çинче халăх кăткă пек хĕвĕшнĕ. Халĕ вара техникăна, комбайна шанаççĕ.

Паянхи кун «Заря» Геннадий Артемьев, Иван Сергеев, Алексей Чекушкин трактористсемпе Владимир Киргизовпа Николай Борисов водительсем çинче тытăнса тăрать. Вĕсем çур аки тăваççĕ, тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртеççĕ, вĕсемех кĕрхи çĕртмере вăй хураççĕ. Механизаторсенчен ытларахăшĕн пенсие кайма вăхăт çывхарать. Ун чухне хирте кам вăй хурĕ-ши? Яшсемпе хĕрсене, шел те, паян ферма та илĕртмест.

Апла пулин те Леонид Алексеевич çамрăксем, хуларисем яла каялла таврăнасса, хуçалăх ĕçне хутшăнасса шанать.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика