02 ноября 2011 г.
Хура кĕр кунĕсем тăраççĕ. Ыранхи кунпа пурăнакан çĕр ĕçченĕ хирти юлашки ĕçсене вĕçлессипе тăрăшать.
– Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев ял хуçалăхне килекен çĕнĕлĕхсенчен çывăрса юлмасăр ĕçлеме чĕнсе калани аслă асаттесем кая юлсан каю шăтать, тесе асăрхаттарнипе тÿр килет. Пурнăç аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытма, кун-çул уттипе тан пыма эпир кашниех çĕнĕлĕхсем вырăнли пирки, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалли çинчен калаçатпăр. Калаçатпăр та... пирĕн сăмахсем чылай чух чул çине мар, юр çине çеç юлаççĕ. Мĕн çуккине тумалла, пуррине – упрамалла. Ĕçри çак чăнлăха кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслеме тухсан яр уççăнах курма пулать, – терĕ вăл «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторпа машина паркне çитсен. Кунта комисси членĕсем хуçалăхăн тĕп инженерĕпе В. Леонтьевпа тĕл пулса калаçрĕç. Шурчасем ытти çулсенчи пекех техника управĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни пирки иккĕленÿ пулмарĕ. Хуçалăх хăйĕн хирĕсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, çĕр улми кăларса пĕтернĕ. Паян пĕр «хир карапĕ» кÿршĕллĕ хресчен (фермер) хуçалăхне вырма вĕçлеме пулăшать. Парка таврăнакан техникăна управа лартассипе кунта ĕçсем пуçланнă кăна-ха.
– Техникăна хĕллехи управа лартассипе ĕç условийĕсем паллă. Ангарсене ытлашши хатĕр-хĕтĕртен тасатнă. Техникăна çумалли вырăн хатĕр, – паллаштарчĕ Валерий Анатольевич.
«Герой» хуçалăхран тухсан тĕрĕслев комиссийĕ Анаткас Турайнелле çул тытрĕ. Унта вырнаçнă Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ – ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тачă çыхăнура пыраканскер.
Анаткассисем ятарлă юсав бригадисем йĕркелесе техникăна управа лартассипе, мехпарка хĕл кунĕсене хатĕрлессипе юлашки кунчченех тимлени хуçалăха çитсенех курăнчĕ. Уй-хир бригадин ĕçченĕсем мехпарк территорийĕнче субботник ирттеретчĕç. Арçынсен ушкăнĕ – ытларах механизаторсемпе паркри ĕçченсем – мехпарк таврашĕнчи чалăш-тĕлĕш, хăтсăр тата хăрăк-марăк йывăçсене касса тавралăха илем кĕртессипе тимлетчĕç. Кĕрхи уй-хир ĕçĕнче пулнă техникăна «Ял хуçалăхĕнче усă курмалли техника. Управ правилисем» ГОСТа пăхăнса управа лартнăччĕ ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи В.С. Андреев та, тĕп инженер Г.А. Викторов та паркра ĕçлекенсемпе пĕрлеччĕ.
– Куллен çĕнĕ техника туянма çĕр ĕçченĕн вăй çитсех каймасть. Çавăнпа та хамăрăн мĕн пуррине тĕплĕнрех упрама тăрăшатпăр. Пĕр гайка татăлса кайнипех, урапа кукăр-макăр кусма пуçланипех техникăна списокран кăларасси пирĕн ĕç мар. Ăна вăхăтра юсасан тата типтерлĕ упрасан унăн ĕмĕрне самай тăсма май килнине, çак çулпа пырсан кашниех хуçалăх экономикине тĕкĕ панине кооперативра ĕçлекенсем пурте ăнланаççĕ. Çак ăнлава тĕпе хурса малашлăх планĕсем çуралаççĕ, – терĕ тирпейлĕ мехпарк хĕрринче вырнаçнă «Акрос-530» комбайнпа сеялкăсем, çĕр хатĕрлемелли техника хатĕрĕсем патĕнчен иртнĕ май кооператив председателĕ. – Ĕçсене тĕппипех вĕçленĕ теместпĕр пулсан та çак техникăпа ĕçленĕ механизаторсем вĕсем çине алă сулманни пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме шантарать.
Çакă мар-и-ха вăл çитес çур акине хатĕрленнин пĕрремĕш утăмĕ. Кайран пĕр условисенчех пĕрисем ытларах тухăç илме пултарнинчен тĕлĕнетпĕр те теприсем пирки алăсене сарса хул пуççисем сиктеретпĕр...
Такамшăн ĕçлеместпĕр-çке. Çур акирен пуçласа çĕр пичĕ шурă юрпа витĕничченех хуçалăх экономикине аталантарассишĕн ĕçлекен техника çине епле алă сулăн-ха. Хĕл каçсан каллех çав техникăна хире кăлармалла-çке.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"