31 октября 2011 г.
Районти ялхуçалăх предприятийĕсенчен кăçал пахчаçимĕç çитĕнтерессипе "Нам ЭКО" ООО тĕслĕхлĕ ĕçленĕ, çакна кура кĕрхи тапхăр ку хуçалăхшăн уйрăмах яваплă. Çанталăк çумăрлă тăнăран лартса ÿстернĕ çĕрулмие пуçтарса кĕртес ĕç вăраха тăсăлчĕ, çак кишĕр кăларассине те витĕм кÿчĕ.
Аса илтерер, Шуршăл хуçалăхĕнче çак пахчаçимĕç 10 гектар ытла йышăнать. Ăнса çитĕннĕрен унăн тухăçĕ те пысăк, гектар пуçне 200 центнер ытла тухать. "Иккĕмĕш çăкăра" пуçтарнă пекех, кишĕр анисем çинче те ĕлĕкхи чăвашсен ниме йăлипе мĕнпур халăх тăрăшать. Район администрацийĕн ĕçченĕсем, культура, вĕрентÿ сферисенче тата ытти отрасльсенче тăрăшакансем ылмашăнса кунсерен тенĕн "Нам ЭКО" ОООна пулăшма çÿреççĕ. Районти ветеринари ĕçченĕсем те (пулăшу ĕçĕнче вĕсем кăçал уйрăмах пултаруллă пулчĕç), 28-мĕш професси училищин коллективĕ тата ытти нумай халăх уй-хире тухса хресченсене пулăшрĕç. Тĕслĕхрен, ветеринарсем Октябрьскинчи М. Тагеев фермера та çĕрулми пуçтарса пулăшма ĕлкĕрчĕç. Ун хыççăн Шуршăлти "иккĕмĕш çăкăр" анисем çинче вăй хучĕç. Халĕ çак хуçалăхри кишĕр йăранĕсем çинче вăй хураççĕ.
Октябрьскинчи, Хуракассинчи, Урхас Кушкăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем те тăван ялхуçалăх предприятийĕсене хаваспах тухса пулăшрĕç. Хуçалăх ертÿçисемпе шкул администрацийĕсем пĕр чĕлхе тупни районшăн усăллă пулчĕ. Çак тĕслĕхе, тен, Шуршăл шкулĕнче вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те ăнланса шута илĕç малашне.
Кунти хуçалăх администрацийĕ малтанах пухса илнĕ кишĕр виçин 30 процентне ĕçлеме тухнă çынсене тÿлевсĕрех паратчĕ., çе халăха ытларах явăçтарас тĕллевпе юлашки тапхăрта вăл условисене çĕнетрĕ. Халĕ кашни кунах ĕç пĕтернĕ хыççăн укçан хавхалантарать.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)