Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сысна ĕрчетсе, вăкăр самăртса

31 октября 2011 г.

Ялта пурăнакан çын ĕçсĕр ларма хăнăхман. Енчен те вăл чăннипех ĕçчен чунлă пулсан, хăйĕн тăрăшулăхне кăтартма май тупатех. Çапла вара, куллен килти хуçалăхпа тăрмашсах аталану çулĕ çине тăрать. Капла тума ăна патшалăх та пулăшать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр урлă патшалăх шăпах çăмăллăхлă программăсене пурнăçа кĕртет. Кулленхи официаллă ĕç вырăнĕсĕр юлнă граждансене çĕнĕ ĕç пуçламашкăн май туса парать. Çав майпа усă курса 58800 тенкĕ илнĕ граждансенчен ытларахăшĕ яллă территорисенче пурăннăран шăпах ялхуçалăх сферинчи предпринимательство ĕçне суйласа илнĕ.

Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Вячеслав Петрович Григорьевпа Марина Юрьевна Федорова та - районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр пулăшăвĕпе предприниматель пулса килти хушма хуçалăха анлăн аталантарма тытăннисен йышĕнче. Кăçал çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă В. Григорьев хăй вăхăтĕнче вырăнти ялхуçалăх предприятийĕнче механизаторта тăрăшнă. Çакă ăна паянхи предпринимательство сферинче пулăшмасть мар, паллах. Кил хуçалăхĕнчи тракторĕпе вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи сахал мар ĕçе çăмăллатать, хăвăртлатать. Харпăрлăха илнĕ çĕр пайĕсем çинчи тухăçа техникăсăр ÿстерсе те пуçтарса илме хĕн-çке.

Предприниматель ĕçне пуçарса яма Вячеслав Петрович сысна ĕрчетессинчен тытăнма кăмăл тунă бизнес-плана та çак енпе хатĕрлесе ăнăçлă хÿтĕленĕ. Пулăшуллă укçан сумми ăна тÿрех вунă пуç сысна ами, кирлĕ выльăх апачĕ туянма май панă. Сысна амисене çăвăрлаттарсан тупăш ÿсме кирлĕ. Сыснасемсĕр пуçне ялти предприниматель вăкăрсем те, ытти йышши выльăх та усрать.

Вячеслав Петрович Григорьевпа танлаштарсан Марина Федорова 30 çула та çитеймен-ха. Çамрăк арăм тата амăшĕ те(унăн икĕ ача çитĕнет) ялхуçалăхĕнчи предпринимательствăна суйласа илнĕ те вăкăрсем самăртма тытăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр урлă килнĕ укçапа виçĕ пуç вăкăр туяннă. Çитес çул та çамрăк хĕрарăм выльăх йышне ÿстерес шутлă, вăкăрсемсĕр пуçне сăвакан ĕне те туянасшăн.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика