Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК паллă утăмсем тăвать

28 октября 2011 г.

Раççейре кашни çулах юпа уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне паллă тăваççĕ. Чăваш Енре ăна ялан тенĕ пекех уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн чÿк уйăхĕнче палăртаççĕ. Пирĕн Тăвай районĕнче ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паян уявлаççĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уяв сăлтавĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама килĕшнĕ.
–Сергей Владимирович, ял хуçалăхĕн юлашки çулĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем мĕнлерех?
–Экономика пĕтĕм пурнăç шайне палăртса тăрать. Экономикăн ку чухнехи условийĕсенче пирĕн республикăри агропромышленноç комплексĕ те паллă утăмсем тăвать. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пирĕншĕн пуриншĕн те федерацин тĕллевлĕ программи пулса тăчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн республика çĕнĕ чикĕсем палăртнă, халĕ вĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. 2006 çулпа танлаштарсан, производство калăпăшĕн индексĕ 18, 5 процент ÿсрĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи тăватă регионта çеç 4 çул умлă-хыçлă, 2010 çулхи типĕ çула шутламасăр, производство тухăçлă аталанчĕ, çав шутран пĕри – пирĕн республика.
Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси, усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне куçарса шутласан, 2254, 6 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ку вăл федерацин Атăлçи округĕн кăтартăвĕнчен – 1, 9 хут (эпир асăннă регионта – иккĕмĕш), Раççейпе илсен вара 1, 5 хут пысăкрах. Тăвай районĕнче çак кăтарту 2009 çулта 2389 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕрхи типĕ çулта, чăн та, вăл республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.
Тăвай районĕнчи ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем паян хăйсен професси уявне паллă тунă май, вĕсене ĕçре тата пурнăçра пысăк ăнăçусем, телейпе ырлăх-сывлăх сунатăп! Эпир туртакан лав пĕртте çăмăл мар, анчах тăрантаканăн ĕçĕ яланах хисепре.
–Çитĕнÿсем епле пулнă?
–Ку тĕлĕшпе чи малтанах юлашки çулсенче усă курма пăрахнă çĕрсене çĕнĕрен пусă çаврăнăшне кĕртни сисĕмлĕ пулăшу пачĕ. 2008 çулта республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 77 проценчĕпе çеç усă курнă, 2010 çулта вара – 87, 8 проценчĕпе. Юлашки виçĕ çулта республикăра 110 пин гектар сухалакан çĕр хушăнчĕ, çак шутран Тăвай районĕнче – 4107 гектар.
2009 çулта республикипе тĕш тырă 2005 çулхинчен 46, 5 процент нумайрах пухса илнĕ, çĕр улми – 20 процента яхăн.
Кăçал çанталăк аван пулчĕ, тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç лайăх çитĕнчĕ. Малтанласа пĕтĕмлетнĕ тăрăх, тĕш тырă 603, 7 пин тонна пухса кĕртнĕ. Республикипе пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 24, 6 центнерпа танлашать.
Çĕр улми лаптăкĕ кăçал пĕчĕкленнĕ пулин те, тухăçĕ лайăх – паянхи куна 249, 7 пин тонна кăларса пухнă. Шел, вăраха пынă çумăрсем “иккĕмĕш çăкăра” вăхăтра çухатусăр кăларса пухма нумай чăрмантарчĕç. Çĕр улми тупăшлă культура, хуçалăхсен экономикине çирĕплетме май парать.
Тăвайсем кăçал ампар виçипе 21650 тонна тырă туса илнĕ е кашни гектар пуçне – 22 центнер. Çĕр улми 666 гектартан 6926 тонна кăларса пухнă, кашни гектар вăтамран 104 центнер тымар-çимĕç панă.
Ял хуçалăхĕшĕн машина-трактор паркĕсем ку чухнехи çĕнĕ техникăпа пуянланса пыни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем, фермерсем умĕнхи çулхинчен 2, 4 хут нумайрах техника туянчĕç, пĕтĕмпе 533 млн. тенкĕлĕх. Тăвай районĕпе кăçал 24, 5 млн. тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă, çакă та умĕнхи çулхинчен ытларах.
“АПК аталанăвĕ” программа выльăх-чĕрлĕх отрасльне те çĕкленме пулăшрĕ. Патшалăхран республикипе 4, 3 млрд. тенкĕлĕх çăмăллăх кредитсем илсе çĕр ытла объекта тĕпрен юсанă тата çĕнĕрен тунă. 2009 çулта аш-какай туса илесси 2005 çулхинчен 17, 4 процент ÿснĕ, сĕт – 14 процент. Ял хуçалăхĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне куçарса шутласан, аш-какай туса илесси федерацин Атăлçи округĕн вăтам кăтартăвĕнчен 2, 1 хут пысăкрах, ку вăл иккĕмĕш вырăн. Раççейпе илсен – 1, 8. Сĕтпе округра малти вырăна йышăнатпăр.
Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем, уйрăмах сĕт туса илессине Тăвай районĕ те çултан-çул ÿстерсе пырать. Çакă вăл пĕтĕмпех республика тÿпине хывăнать.
–Сергей Владимирович, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăмăр-ши?
–Республикăра, çав шутра, паллах, районсенче те, инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕни, сăвакан ăратлă ĕнесене пин пуçа яхăн тытма пултаракан ку чухнехи çĕнĕ комплекссем çĕкленни, фермăсене çĕнетсе лайăхлатни савăнтарать. Çапла Тăвай районĕнче “Акконд-агро фирма” АУОн пин пуçа яхăн сăвакан ĕне тытмалли комплексĕ тата продукцие вырăнта ĕçлесе тирпейлекен сĕт цехĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Асăннă комплекс куллен 6–7 тоннăран кая мар паха сĕт туса илет, çав шутран 5 ытла тоннине вырăнти сĕт цехĕнче ĕçлесе тирпейлеççĕ, тĕрлĕрен сĕт продукчĕсем (сĕт, ряженка, кефир, тăпăрчă, сыр) туса кăларса потребительсем патне ăсатаççĕ. Асăннă комплексра туса илекен сĕт федерацин Атăлçи округĕнче те чи пахалăхли. Ĕнесен продуктивлăхĕ те пысăк: 2010 çулта кунта кашни ĕнерен 5312 килограмм сĕт суса илнĕ. Паллах, тупăш илесси те ÿссех пырĕ. Предприятин малашлăхĕ пур.
Кăçал Муркаш районĕнчи “Путь Ильича” тулли мар яваплăхлă обществăра 168 млн. тенкĕлĕх выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тума тытăннă. Етĕрнери “Ядринмолоко” АУО хута кайсан "проект хакĕ – 1, 1 млрд. тенкĕ" талăксерен 200 тонна сĕт тирпейлеме тытăнĕ. 2020 çулччен 22 млрд. тенкĕлĕх 38 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрĕ. Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ проект – çулталăкра 60 пин тонна топинамбура ĕçлесе тирпейлеме тытăнасси. Çак техникăлла культурăна çитес çулах 2 пин гектар çинче çитĕнтерме палăртатпăр.
АПК утăмĕсем çултан-çул çирĕпленесси патшалăх пулăшăвĕнчен те нумай килет. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне федераци тата республика бюджечĕсенчен агропромышленноç комплексне 1532, 8 млн. тенкĕ (2010 çулхипе танлаштарсан – 115, 8 процент) уйăрнă. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсене субсидипе тивĕçтермен пулсан, вĕсем 500 млн. тенкĕ тăкак тÿсетчĕç. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартусем тăрăх, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен 80 проценчĕ тупăшлă аталанать.
–Пăшăрхантаракан сăлтавсем те пур-и?
–Апат-çимĕç тата продукци тирпейлекен промышленноçăн калăпăшĕн индексĕ иртнĕ çулхинчен 4, 3 процент чакрĕ. Хăш-пĕр районсенчи "тĕслĕхрен, Шупашкарти, Улатăрти, Çĕмĕрлери" сĕт тирпейлекен предприятисен кăтартăвĕ анса ларчĕ. Халăх та сĕт сахалрах туянать. Анчах та çĕнĕ предприятисене, инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртнипе çулталăк вĕçлениччен çаксем йĕркеленсе çитмелле.
1995 çулччен çулталăкра кашни ĕнерен сĕт суса илессипе кайра пыраттăмăр – 2744 килограмм сунă ун чухне республикипе. Пĕлтĕр вара вăтам продуктивлăх 4631 килограма çитрĕ (сăмах майăн каласан, тăвайсен – 4309 килограмм). Кашни ĕнерен çулталăкра 3900 килограмран ытларах сĕт сăвакан хуçалăхсене республика бюджетĕнчен улттăмĕш çул укçа уйăрса паратпăр. Тăвай районĕнчен те тивĕçнисем пур çакна.
Патшалăх пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшассине те пысăк тимлĕх хурать. 2006 çултанпа вĕсене 10 млрд. тенкĕлĕх çăмăллăх кредитсем панă.
–Сергей Владимирович, республикăри агропромышленноç комплексĕн малашлăх уçăмлăхĕ пур апла?
–Кĕскен каласан, 2020 çул тĕлне аш-какай туса илесси, 2009 çулхипе танлаштарсан, 1, 4, сĕт 1, 5 хут ÿсмелле. Производствăна модернизацилесе, инноваци майĕсемпе анлăрах усă курса пынă май, çитĕнÿсем ытти енĕпе те пулĕç. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ палăртнă тĕллев – çулсерен пĕрер миллион тонна тырă тата çĕр улми туса илесси – пурнăçа кĕмелле. Çак ĕçсене тăвайсем те çулран-çул пысăкрах тÿпе хывĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика