31 августа 2011 г.
Вырсарни кун Елчĕкре "Прогресс" акционерсен хупă обществин "Органика" ятлă магазинĕ уçăлчĕ. Юлашки вăхăтра магазинсем уçăлнипе вулакансене тĕлĕнтереймĕн. Суту-илỹ точкисем район территорийĕнче ытлашшипех. Анчах ял çыннисене кỹршĕллĕ регионсенчен çеç мар, ют çĕр-шывсенчен кỹрсе килнĕ, пахалăхĕпе иккĕлентерекен таварсем йăлăхтарсах çитерчĕç пулас. Хамăр патăмăрта туса кăларма май çук апат-çимĕçсем сĕнсен юрĕччĕ-ха. Çук вĕт, магазинсенче тулашри производительсен таварĕсем хамăр патăмăрта туса кăларнисене хĕссех кăларчĕç. Ял çынни вара хамăр апат-çимĕç продукчĕсене шырать. Ахальтен мар район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "Органика" магазина уçнă чухне сăмах каланă май çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен магазин тавар туянакансене хамăр патăмăрта - районта, республикăра, çĕр-шывра туса кăларнă апат-çимĕç продукчĕсене ял çыннисене тивĕçтерекен хаксемпе сĕнет. Магазина уçнă кун чиркỹ уявĕпе - Успени кунĕпе пĕр килчĕ. Çак кун вăл Патреккел ялĕн праçникĕ те. Çулсеренех Успени кунне "Прогресс" АХО ĕçченĕсем, Патреккелте пурăнакансем ырă та пысăк ĕçсем туса ирттернипе паллă тăваççĕ. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче тĕрлĕ çулсенче çут çанталăк газĕ кĕртессине вĕçленĕ, врач офисĕ, шкул уçнă, çĕнĕ сысна фермине туса пĕтернĕ, Патреккел çумĕнчи Пăла шывне тỹрленĕ тата ытти те. Кăçал та, ытти нумай çул каялли пекех хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине Успени кунĕ умĕн вĕçленине палăртрĕ "Прогресс" АХО ертỹçи П.Скворцов. Магазина уçнă хыççăн тавар туянакансене шала чĕнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн çемйи апат-çимĕç продукчĕсене яланах çак магазинра туянать. Николай Петрович уйрăмах хуçалăх пĕçерекен çăкăра кăмăллать мĕн. Хальхинче те вăл ытти таварсенчен чи малтан хуçалăх пĕçерекен çăкăр-булка изделийĕсене туянчĕ. Çак вăхăт тĕлне çĕнĕ магазина тавар туянакансем самаях йышлăн пуçтарăннăччĕ. Кунта Чăваш Республикинче туса кăларнă апат-çимĕç продук-чĕсем нумай. Çав шутра "Прогресс" АХО таварĕсем те. Хуçалăх хăйĕн магазинĕнче хăй туса кăларнă çăкăр-булка изделийĕсемсĕр пуçне сĕт, аш-какай, кăлпасси, фарш, пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла, пыл, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАО, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" ОАО, "Акконд" ОАО, "Маслосырбаза "Чувашская" ОАО, "Чувашхлебопродукт" ПУП, хамăр республикăри тата районти ытти предприятисен таварĕсене ял çыннисене сĕнет. "Органика" магазинта таварсен хакĕсене ытти суту-илỹ точкисенчи хаксенчен 10-15 процент йỹнĕрех йĕркелеме палăртаççĕ. Çакă тавар туса кăларакансемпе тỹрремĕнех çыхăнса ĕçленипе пулать.
Источник: "Елчĕк Ен"