Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта çамрăксене кĕтеççĕ

17 августа 2011 г.

«Паянхи ял хуçалăхĕ - «резина атă», «тислĕк», «шăршă» тата «чĕр куççи таран пылчăк» мар. Ял хуçалăх производствине çавнашкал йĕркелесси норма пулма тивĕç. Ял хуçалăхĕнче халь ĕçлекен тирпейлекен предприятисен производствине çине тăрсах модернизацилени, çĕр улмине, пахча çимĕçе, улма-çырлана, сĕте, аш-какая тарăннăн тирпейлекен производствăн çĕнĕ хăвачĕсене туни, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре палăрмаллах мала иртни - эпир вăхăт чĕнĕвне тата хальхи агропромышленноç комплексĕн туртăмне тĕпе хурса панă хурав», - палăртнăччĕ ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнче.

Çапла, ялти пурнăçа çăмăллатас тата лайăхлатас тĕллевпе пирĕн республикăра юлашки вăхăтра курăмлă чылай ĕç пурнăçларĕç. Кашни килте тенĕ пекех çут çанталăк газĕпе усă курма пуçлани, çулсене асфальт сарни, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçни... Çак тата ытти саманта шута илсе хĕр-каччăсен хулара вĕренсе дипломлă специалист пулса тăнă хыççăн тăван тăрăхах таврăнма тăрăшмалла пек ĕнтĕ. Анчах çамрăксенчен чылайăшĕ ку утăма тума васкамасть. Нумайăшĕ хăйĕн профессийĕпе ĕç тупаймасан та хуларах юлать, теприсем вара пачах урăх региона тухса каяççĕ. Çав хушăрах ялта çамрăк специалистсене - çĕнĕлле шухăшлакансене, хальхи йышши технологисемпе усă курма пĕлекенсене - кĕтеççĕ. Вакансисем ял хуçалăхĕнче çеç мар, ытти тытăмра та пур.

Акă Куславкка тăрăхĕнче тухтăрсем çитмеççĕ. Çакăн пирки райадминистраци пуçлăхĕ Иван Майоров районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май - ку канашлăва ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ - пĕлтерчĕ. «Медицина кадрĕсем çитменни - çак йывăрлăха юлашки темиçе çулта ниепле те татса пама май килмест. Паянхи кун районти тĕп больницăра врач должноçĕн 10 вакансийĕ уçă, ку вăл штат расписанийĕн 18 проценчĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле практика виçĕ врачĕ, терапевт, офтальмолог, фтизиатр, рентгенолог, эндоскопист, гинеколог, кардиолог кирлĕ. Вакансисем пирки калакан информацие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата Куславкка район тĕп больницин сайчĕсене вырнаçтарнă. Çамрăк специалистсене явăçтарас тĕллевпе 2011 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Районти тĕп больницăн çамрăк специалистсене пурăнмашкăн икĕ пÿлĕм уйăрса пама май пур. Унсăр пуçне врачсен ĕç укçине ÿстернĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти тĕп больницăри вăтам шалу виçи 22400 тенкĕпе танлашнă. Анчах çак пуçарусене пула та кадр çивĕчлĕхне чакарма май килмерĕ. 2011 çулта Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ çамрăкпа интернатура тухасси пирки пĕр килĕшÿ çеç тунă», - терĕ вăл.

Куславкка райадминистрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Акимова шкулсенче пилĕк учитель - физкультура, ОБЖ, вырăс чĕлхи урокĕсене ертсе пыракансем - çитменнине каларĕ. Çапах çак ыйтăва ыран-паянах татса парассине пĕлтерчĕ вăл. Хăшĕ-пĕринпе калаçса татăлнă-мĕн - вĕсем харăсах икĕ çĕрте ĕçлĕç. Светлана Александровна Куславкка тăрăхĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакансенчен ытларахăшĕ Мускавра, Санкт-Петербургра пĕлĕвне малалла ÿстернине систерчĕ. Çапах та нумайăшĕ Хусаналла туртăнать иккен: патшалăх техника университечĕн, энергетика университечĕн студенчĕ пулса тăрать. Шел те, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха каялла таврăнас текен çукпа пĕрех. «Паянхи хĕрсемпе каччăсем 4-5 пин тенкĕ шалушăн ĕçлесшĕн мар. Вĕсене йăлтах, пĕтĕмпех тата халĕ кирлĕ. Çавăнпа яла килесшĕнех мар çамрăксем. Хамăн хĕре, кăçал Чăваш педагогика университечĕн технологи факультетне пĕтернĕскере, Куславккара хушма пĕлÿ паракан педагогра вăй хума пуçламашкăн ÿкĕте кĕртрĕм. Пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ те канăçсăрлантармĕ ăна кунта», - терĕ Светлана Акимова.

Куславкка тăрăхĕнче çеç мар, ытти районта та çакнашкал ÿкерчĕкех - çамрăк специалистсем çитменни - хуçаланать. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм яла килсе ĕçлетĕр, унтах тĕпленсе тымар ятăр тесен тата мĕн тумалла-ши? Эсир мĕнле шухăшлатăр, хаклă вулакансем? Сирĕн сĕнÿсене кĕтетпĕр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика