10 августа 2011 г.
Чăваш ялĕнче халĕ те ĕç вăйĕ çитменни чăннипех çивĕч ыйту. Ăна вăхăтра татса памасан йывăрлăх-чăрмав пуласси куç кĕрет. Ялта анлă тавра курăмлă кадрсем сывлăш пекех кирлĕ, вĕсем кăна çĕнĕ йышши техникăна тухăçлă кал-кал ĕçлеттерме пултарĕç, çĕнĕ технологисене çул парса пырĕç. Аграри тытăмĕнчи вăтам сыпăксен ертÿçисем те - уй-хир бригадирĕсемпе фермăсен пуçлăхĕсем çитменни те тарăн шухăша ярать.
Хăш-пĕр пуçлăх тахçанах инженер-агрономсăр, зооветеринарсемсĕр юлнă. Ертÿçĕсене куллен пулăшу кÿме тивĕçлĕ çынсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупма çук çĕрте ÿсĕм-çитĕнÿ çинчен калаçу хускатни те вырăнсăр. Ялти социаллă лару-тăрăва çавăн пек çынсемпе кăна лайăх енне улăштарса çĕнетме май килĕ. «Ăçта-ха çав çынсем? - тет Йĕпреç районĕнчи «Искра» хуçалăх ертÿçи Николай Кузьмин. - Ильич ячĕллĕ колхозран уйрăлса тухнă хуçалăхăн «хĕлхемĕ» çулăма куçаймарĕ: вăраххăн тĕлкĕшет. Паянхи кун хамах агроном та, инженер та, зоотехник та, бригадир та, ферма заведующийĕ те. Специалистсем те, вăтам сыпăка ертсе пыракансем те çук. Пулнă вĕсем, анчах ĕç укçи ытла та пĕчĕкки çĕнĕ вырăна куçма хистенĕ вĕсене».
Çĕнĕ ĕмĕрти ялта та механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем унчченхи пекех тĕп вăй. Шел, çак ушкăнра 25-30 çулсенчи çамрăксене кураймăн. Ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи тапхăра ура ярса пуснă. Вĕсем техника паркĕсемпе утма, фермăсен çулĕсене такăрлатма пăрахнă хыççăн камсен куçĕнчен пăхăпăр? Лару-тăру кăткăсланать, çивĕчленсех пырать-çке. Наука-техника аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленни çинчен хĕремесленсех пуплетпĕр пулсассăн та ялта алă вăйĕпе пурнăçа кĕртмелли ĕç тупăнсах тăрать-çке. Хăй вăхăтĕнче çĕр çыннисене ытти çĕртен килнĕ шефсемпе студентсем витĕмлĕ пулăшу пани те манăçман-ха. Хулана шаннипе лава вырăнтан тапратаймăн. Каччăсемпе хĕрсене ферма картишĕнчи тислĕке кĕреçепе кăларма ÿкĕте кĕртеймĕн. Улăх-çаранра та, уйра та çамрăксем кирлĕ. Анчах та утă вăхăчĕ çитсен алла кам çава тытать? Тепĕр тесен çава упранса юлнă-и? Туптама пĕлекенсем пур-и? Паянхи яш-кĕрĕм, ялти пурăнаканни те çав шутрах, хиртен писнĕ. Юрать-ха, алă вăйĕпе тумалли ĕçсен пĕр пайне вăй-хал пур пенсионерсем пурнăçлаççĕ. Тавах вĕсене çавăншăн. Анчах вĕсен те, çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисен, килти хушма хуçалăха тытса пыма та ĕлкĕрмелле. Çавна май «нимелле» ĕçе вĕсем сайра хутра кăна хутшăнкалаççĕ. Ĕлĕкрех апла марччĕ: кирек мĕнле ĕçе те пăркаланмасăр тунă пирĕн атте-аннесем, темĕнле кăткăс пăтăрмахсенчен тухма та май тупнă.
Тырă ÿстерес вырăнне анра çарăкпа мăян кашласа ÿсекен уйсене курнипе ветерансен чĕрисене мĕнлерех туйăм иленнине те сăмахсăрах ăнланатпăр паян... Хирсем çийĕн тăрин илĕртÿллĕ юрри илтĕнме пăрахни те ялта ĕç вăйĕ çителĕксĕр пулнипех çыхăннă. Çут çанталăкпа пурнăç хушшинчи çыхăну çиппине тепĕр хут сыпасси паянхи яш-кĕрĕмрен килет. Авланнă хыççăн ашшĕн тĕп килĕнчен уйрăлса тухса ялта йăх тăсăмне малалла илсе пыма шухăш тытнă ывăлсем ăçта кайса кĕнĕ? Салтак тивĕçне пурнăçласан вĕсем тăван тăрăха таврăнасшăн мар е килсессĕн те унта вăрах тытăнса тăмаççĕ, урăх çĕре çул тытаççĕ. Ку ушкăнра хусах та сахал мар: вĕсен çемье çавăрас, колхоз-кооперативра ĕçлес шухăш çук, ĕçсе пултăр. Ĕçкĕ вара лару-тăрăва пушшех çивĕчлетет. Юлашки вăхăтра ялсенче династисем çукпа пĕрех. Аса илĕр-ха ашшĕ ывăлне трактор çине лартассишĕн мĕнлерех хыпăннă вăхăтсене. Вунă ача çуратса ÿстернĕ кил пуçĕ, ĕмĕрне тăван колхозĕнче «хурçă ут» çÿретнĕ сухаçă каланине ниепле те манаймастăп. «Пĕр ачи те хамăн çул-йĕрпе каймарĕ. Хамах айăплă. Суха касси çырнă чухне вĕсен малашнехи çул-йĕрĕ мĕнлерех пуласси çинчен шухăшласа пуçăма ватман. Паян - кая юлнă...»
Чапа тухнă механизатор лару-тăру çак шая анса ларнин пĕр сăлтавне хăйĕнче курни - лайăх пулăм. Пĕтĕмĕшле илсен вара анлă тавра курăмлă кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйту çĕр-шыв шайĕнчех. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче тĕпре пулнă йыхрав-чĕнÿ паян хăйĕн ун чухнехи пĕлтерĕшĕпе çивĕчлĕхне тепĕр хут çĕклет. Вăл хĕвĕшÿллĕ-тĕркешÿллĕ саманара пуш хирте çĕтнĕ çын сассине кăна ан аса илтертĕрччĕ...
Источник: "Хыпар"