29 июля 2011 г.
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне республикăри 55 хуçалăх тырă вырма тухнă. 1341 гектар çинчи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 1418 тонна тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектартан 26, 6 центнер. Чăннипех те лайăх кăтарту.
Ĕççи Çĕрпÿ районĕнче те сарăлать. Ĕнер «Броневик» акционер обществин комбайнĕ ирех уя тухрĕ. Камайкасси çывăхĕнчи 68 гектар кĕрхи ыраш ăнса пулнă.
- Тулли пучахсене йăтса ларма вăйĕ çитмест, - тĕлĕннипе савăнать Виктор Лукоянов, комбайн штурвалĕ умĕнче тăраканскер. - Сап-сарă тырă пуссине пăхса пурин те чун савăнать.
- Техникăна тăрăшса хатĕрлерĕмĕр, - сăмах хушать ăна пулăшакан Леонид Ксенофонтов механизатор. - Çапах вырмара технологие пăхăнмалла, мĕншĕн тесен тырă çăра. Комбайнсене пĕлтĕрхи пек хăвалаймастпăр. Акă кунта Ренат Макаров водитель çитрĕ, автомашинине комбайн çумне лартрĕ - кузова сап-сарă тырă юхма тытăнчĕ. Ренат çитес шăмат кун 25 çул тултарать. «Броневик» «юбилей» ирттерме пĕр сысна пустарать.
- Чи хастар механизаторсенчен пĕриншĕн шалккă мар, - пĕлтерчĕ общество ертÿçи Юрий Гаврилов. - Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, техникăна вăхăтра юсать. Тен, çамрăксем шăмат кун Камайкассинчи Макаровсен килĕнче çĕнĕ хыпар пĕлĕç: каччă ĕççи вĕçленсен кĕрхи мăнтăрпа авланасшăн. Хĕрĕ, «Броневикре» производство практикинче пулнăскер, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă.
- Туй кĕрлеттерме пĕр сысна мар, виççĕ уйăратăп, - терĕ АО директорĕ, район депутачĕ пулнă май çемье ыйтăвĕсене те айккине хăварса пыманскер.
Кĕçнерни кун комбайнсем Хорнуй пуссинче вырчĕç. 38 гектар çинчи кĕрхи ыраш тухăçĕ начар мар. Хуçалăх ертÿçи хăйĕн автомашинипе хаçат корреспондентне ятарласа кăтартса çÿрерĕ - лаптăкра пĕр мăян е утмăл турат курăнмасть. Уя кĕме тăрсан - кĕрейместĕн: пит çăра-çке.
- Тухăç вăйлă пулнăран савăнса пĕтерейместĕп, - кăмăлне пытармарĕ йĕтем заведующийĕ тата уй-хир бригадирĕ Надежда Егорова, кĕлете тырă йышăнас ĕçе йĕркелекенскер. - Пĕтĕмпех шăпăрпа шăлтăмăр. Тырра çÿп-çапран тасатмалли агрегатсене юсаттартăмăр, ĕçлеттерсе пăхрăмăр - кăлтăк çук. Йĕтем çинче вăй хуракансем паллă.
Вырмара «Броневике» пулăшас текенсене, 8-10 çынна, ĕçе илнĕ. АО ĕçченĕсене вырмари хавхалантару меслечĕпе паллаштарнă. Лайăх пахалăхшăн преми те параççĕ. Хушма тÿлеве пула çаврăнăçулăхпа тăрăшулăх кăтартасса шанаççĕ.
Кĕрхисене тата çурхисене 500-шер гектар çинчен пухса кĕртмелле.
- Тухăç кашни гектартан 25 центнертан кая мар тухать, - паллаштарчĕ хăйĕн тĕллевĕпе Юрий Аркадьевич. - Пÿлмене 2, 5 пин тонна тырă хывас шанăç пур. Сыснасене çитерме 200 тонна хатĕрлетпĕр, ыттине сутатпăр, ĕçлекенсене паратпăр. Элеваторсем кашни килограма 4 тенкĕлле йышăнсан пирĕн кассăна кăçал 4 миллион тенкĕлĕх тупăш пырса кĕрет. Шел те, вĕсем тырă хакне халех йÿнетрĕç. Çакă мана питĕ пăшăрхантарать.
Ял ĕçченĕсен кулянăвне журналистран пытармарĕ агропромышленноç аталанăвĕ çинчен тарăннăн шухăшласа куç хупмасăр сахал мар çĕр каçнă ертÿçĕ. Унăн шухăшĕпе, тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх продукцине хальхинчен хаклăрах йышăнсан хресчене субсиди те, ытти пулăшу та кирлĕ пулмĕ. Предприяти кассине пысăк тупăш пырса кĕрсен вăл хăйĕн вăйĕпех алă çавăрса яраять.
Ĕççие 3 комбайн тата çавăн чухлĕ автомашина хутшăнать. Вырмара тăрăшакансене кунне 2 хутчен апат çитереççĕ. Директор вĕсене тыррăн пĕр пайне сутсанах ĕç укçи парасси çинчен пĕлтернĕ. Хуçалăхра вăй хуракансен хушшинче çамрăксем те пур. Çак уйăхра Геннадий Ананьев, Денис Иванов мăшăрланнă. Пĕрремĕш çур çулта Чурачăк ял тăрăхĕнче 23 ача çуралнă. Çак кăтарту вилекенсен йышĕнчен пысăкрах пулни савăнтарать. Ял хуçалăх культурисене пухса кĕртсен пĕр çемьене пĕрлешес текен çамрăксем туй кĕрлеттерме хатĕрленеççĕ. Апла пулсан пурнăç - малаллах.
Источник: "Хыпар"