06 июля 2011 г.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх производствисенче тĕп тĕллев – выльăх апачĕ хатĕрлесси. Çанталăк ăшăтнă тата хĕвел ытларах пăхма пуçланă май хуçалăхсенче хĕле валли çимелли хатĕрлес тĕллевпе ытларах ĕçлеме тытăнчĕç. Утă уйăхĕн тăваттăмĕшĕ тĕлне утă – 1737 (44, 2 процент чухлĕ), сенаж – 5750 (99, 9), силос 1450 тонна (13, 1процент) янтăланă. Утă пуçтарса кĕртессипе Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Труд”, “Исток” хуçалăхсем ла-йăх ĕçлеççĕ, сенаж хурассипе – “Батыревский” (1800 тонна), “Первомайск” (1700 тонна) хуçалăхсем.
Выльăх апатне хатĕрленĕ чухне технологине мĕнле пăхăннине районти патшалăх ветеринари станцийĕн специалисчĕсем сăнаса тăраççĕ. Патăрьелĕнчи зонăри ветлабораторинче апат пахалăхне тĕрĕслеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)