06 июля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Правительстви ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хуçалăхсене выльăх апачĕ туянса тăкакланнăшăн пулăшас тĕллевпе иккĕмĕш траншпа укçа уйăрнă.
- Пирĕн республикăна 156 млн тенкĕ панă, - пĕлтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
РФ Ял хуçалăх министерствин йышăнăвĕпе кашни тенкĕпе тĕллевлĕн усă курмалла. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕччен хуçалăхсен, уйрăм çынсен выльăх апачĕ туяннине çирĕплетекен документсем хатĕрлемелле. Кашни ĕне пуçне 1700 тенке яхăн тивĕçмелле. Пĕрремĕш траншпа 1100 тенкĕ илнине шутласан - патшалăх пулăшăвĕ ĕне пуçне 2800 тенкĕпе танлашĕ.
Источник: "Хыпар"