Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ – икĕ çуллăх

06 июля 2011 г.

Вăраха кайнă çумăр хыççăн çанталăк уяртса ярсан ял ĕçченĕсем хаштах сывласа ячĕç. Ара куллен витререн тенĕ пек чашлаттарса çуни самай пăшăрхантарнăччĕ. «Нивушлĕ каллех выльăх апачĕсĕр юлăпăр;» – хура пĕлĕтсем хыçĕнчен хĕвел тухасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç вĕсем. Симĕс курăк тахçанах пилĕкрен иртсе кайнă. Çулма та вăхăт темелле. Анчах çут çанталăкран иртеймĕн, унăн хăйĕн саккунĕ. Вĕсен кăмăлне сиснĕн тата иртнĕ çулхи йăнăша тÿрлетнĕн акă эрнене яхăн ĕнтĕ хĕвел хĕртсе пăхать. Çавна май республикăра утçи хĕрсех пырать. Кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ ĕçченсем. Ăнса çитĕннĕ ешĕл курăка мĕнле сая ярăн; Пĕлтĕрхи йывăр çул саппасрине тахçанах пушатса хăварнă. Апла кăçал икĕ çуллăх та янтăламалла. «Çанталăк кăна ура ан хутăрччĕ», – теççĕ хуçалăхсенче.

Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» пĕрлешĕве вара выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме çумăр та чăрмантармĕ. Иртен пуçласа сĕм каçченех уй-хирте ĕç шавĕ татăлмасть. Хуçалăх Германи фирмин выльăх апачĕ хатĕрлемелли «Клаас» комплексне туяннă хыççăн ĕç палăрмаллах хăвăртланнă.

– «Ягуар – 850» комбайн сенажа е силос хывма кунне 800 тонна симĕс массăна вĕтетсе тата консервантпа хутăштарса хатĕрлет, – каласа парать Евгений Шалеев ертÿçĕ.

Чăн та, пысăк хăвăртлăхпа пыракан комбайн валли ытти агрегатсене нумай çул ÿсекен курăка çулса тата вал туса ĕлкĕрсе пыма çăмăл мар. Кунта та йывăрлăхран çак фирмăн техникиех хăтарать. Çулса пăрахнă утта 15 метр сарлакăш пуçтарса купаласа пырать. Кун пек хăватлă техника Вăрмар районĕнче те пур. Шел, сĕтеклĕ апата çĕнĕ технологипе хатĕрлекен хуçалăхсем республикăра шутлă çеç-ха. «Чурачикское» пĕрлешÿ çак комплекса – унта косилка, пресс-подборщик, комбайн, вал тăвакан агрегат кĕреççĕ – çăмăллăх кредичĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе туяннă. 15 млн тенке кайса ларнă вăл. Пĕр енчен хаклă темелле, анчах хальхи вăхăтра унсăрăн та май çук. Хуçалăхра мăйракаллă выльăх шучĕ пĕр пине яхăн, çав шутра 450 – сăваканни. Вĕсем валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлес тесен ирĕксĕрех ĕç-хĕле тĕпрен улăштармалла. Ертÿçĕ каланă тăрăх çĕнĕ технологи предприятие çав тери пулăшать, ăна кура выльăхран продукци илесси ÿсет, апла, тупăш та. Ахальтен-им ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Хуçалăх кĕске хушăрах сенаж – 3 пин, утă 200 тонна хатĕрленĕ.

– Пурĕ мĕн чухлĕ палăртнă; – кăсăкланчĕ ĕçлĕ çул çÿреве тухнă Сергей Павлов, ЧР ял хуçалăх министрĕ.

– Май пулсан сенаж-силос икĕ çуллăх хывса хăварасшăн. Утă та чылай пулĕ. Кăçал симĕс масса çителĕклех, пуçтарса ĕлкĕр кăна, – терĕ Е. Шалеев.

«Приволжский» хуçалăхра та утçи вăй илсех пырать. Мĕн пур техника уй-хирте.

– Иртнĕ çулхи çанталăк предприятин экономикине палăрмаллах хавшатса хăварчĕ, – пĕлтерчĕ Георгий Егоров. – Выльăх апачĕ туянма 20 млн тенкĕ тухса кайрĕ. Кĕтĕве, продукци илессине упраса хăвартăмăр-ха, çапах тĕллеве пурнăçлама самай тăкаклантăмăр. Халĕ те парăмсенчен тухса пĕтейместпĕр. Çавăнпа кăçал çут çанталăк панипе усă курса тата пĕлтĕрхи йывăрлăха шута илсе выльăх апачĕ ытларах та хатĕрлесшĕн. Пирĕн техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем, çынсем çителĕклех, ĕçе пĕлсе йĕркелемелле çеç. Пĕр типĕ кун та сая ан кайтăр.

Кунта тăрăшуллă ĕçченсем сахал мар. Çемйипех хуçалăхра вăй хуракансем те пайтах. Акă Филипповсемпе Калишовсем Кăшавăш тăрăхĕнче хисепре. Михаил Калишов механизатор пĕччен темиçе çынна тăрать темелле. Эпир çитнĕ тĕле вăл траншейăри сенажа хĕрсех тракторĕпе пусарса тикĕслерĕ. «Лайăх ĕçлесен ялта та пурăнма пулать. Пирĕн хуçлăхра шалу енчен кÿрентермеççĕ», – пĕлтерчĕ арçын. Тĕрĕсех. Дисциплинăна пăсман тăрăшуллă çынсене хуçалăхра ĕçлесе илнĕ пĕр тенкĕ пуçне çавăн чухлех хушса тÿлеççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле сумлă преми парасси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул Калишов шалусăр пуçне 70 пин тенкĕ хушма укçа-преми илнĕ. Çакăн пек хавхалантарнă хыççăн мĕнле чун-чĕререн вăй хумăн;

Кăшавăш тăрăхĕнче ĕç ир-ирех пуçланать. Кăçал хытă тата сĕтеклĕ выльăх апачĕ 6 пин тонна хатĕрлесе хăварма палăртнă. «Çанталăк йĕркеллĕ тăрсан сакăр пин тоннах тăвасшăн-ха», – пĕлтерчĕ шухăшне Г. Егоров. Хальхи вăхăтра сенаж 80 процент хывнă-мĕн. Симĕс массăна вара çуррине кăна çулса пуçтарнă-ха. Хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене кăна çулаççĕ. Черетре – пĕр çул ÿсекеннисем. «Ниçта чикеймесен сутатпăр», – теççĕ хуçалăхра.

– Районĕпе утă – 6900, сенаж 50 пин тонна кирлĕ пулать, – каласа парать Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Михайлов. – Паян утă 30, сенаж 80 проценчĕ пур. Ку ĕç малалла пырать, кăтарту кашни кунах ÿсет. Кăçал апатсăр юлмăпăрах.

Пĕтĕм республикипе лару-тăру мĕнлерех; С. Павлов пĕлтернĕ тăрăх пур çĕрте те ĕçе кирлĕ пек йĕркелени сисĕнмест-ха. Хăш-пĕр çĕрте техникăпа туллин усă курмаççĕ, ĕçе икĕ сменăпа йĕркелемен. Улатăр, Йĕпреç, Пăрачкав районĕсенче çак ĕç уйрăмах чăхăмлать. Вăрмар, Канаш тăрăхĕсенче те лару-тăру йывăр. Вĕсенче июлĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕне выльăх пуçне 3, 3 апат единици кăна хатĕр-ленĕ, ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕкрех. Çав хушăрах Патăрьел, Шупашкар районĕсенче сенажа палăртнин 80 процентĕнчен те ытларах хывса хăварнă. Чăваш Ен Президенчĕ кĕтмен инкекрен сыхланма кăçал выльăх апачĕ 1, 5 – 2 çуллăх та хатĕрлеме тĕллев лартнă. Республикипе утă – 77, сенаж – 150, силос 240 пиншер тонна янтăламалла.

Кăçал Турри кÿрентермест темелле. Çумăрлă, ăшă çанталăк тăнипе курăк аван çитĕннĕ, пĕр гектартан 200-250 центнер тухать. Çанталăк та уяртса ячĕ ĕнтĕ. Апла палăртнине пурнăçласси йăлтах хамăртан, шалти яваплăхран килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика