15 июня 2011 г.
«Агро-Инновацисем» ХУПра «Чăваш Республикинчи ял хуçалăхне нумай çуллăха аталантаракан» пĕрлехи чăваш-нимĕç проектне пĕтĕмлетекен канашлу иртнĕ.
Проект 2007 çулхи çу уйăхĕнчен тытăнса 2011 çулхи çĕртмеччен ĕçленĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем хутшăннă. Проект ĕç-хĕлĕн координацине Гуидо Яношек йĕркеленĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов проекта хутшăннисене тав тунă, республикăри ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртнă. Германипе килĕштерсе ĕçленĕрен районсенчи сĕт пуçтаракан кооперативсем тивĕçлĕ пулăшу илнĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, ял туризмĕ, ытти те ăнăçлă аталаннă.
Проект хăйĕн тĕп тивĕçне епле пурнăçлани, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине вăйлатма пулăшни çинчен Германи Ял хуçалăх министерствин представителĕ Визнер господин каласа панă. «Проекта хутшăннисем сĕт туса илес, ĕне кĕтĕвне тытса тăрас тата тăрантарас, выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе çĕнĕ шая çитнĕшĕн питĕ кăмăллă», - тенĕ вăл çитĕнÿсене палăртнă май.
«Чăваш Енри ял хуçалăх аталанăвĕ» презентацире Гуидо Яношек проектăн тĕп çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.
Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Петров ялти туризм аталанăвĕ çинчен каласа панă. Паянхи кун район территорийĕнче хăнасене йышăнакан çуртсем пур. Тĕлĕнмелле илемлĕ вăрмансемпе, кÿлĕсемпе, архитектура палăкĕсемпе, истори вырăнĕсемпе пуян Йĕпреç çĕрĕ. Раççейри тата чикĕ леш енчи туристсене илĕртекен ял туризмĕн центрĕ пуласса Анатолий Иванович çирĕп шанать. Германи туризмĕн эксперчĕ Герхард Вандк Йĕпреç районĕнче турист объекчĕсем тăвас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
Канашлăва хутшăннисем аграри сферинче Германипе Чăваш Республики хушшинчи икĕ енлĕ туслă килĕшÿ малалла тăсăласса шаннине пĕлтернĕ.
Источник: "Хыпар"