Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ене фуражлăх тырă килет

31 мая 2011 г.

Пуш уйăхĕнче Раççей Правительствин Председателĕ В. В. Путин биржа суту-илĕвĕ ирттермесĕрех Раççей Федерацийĕн фондран фураж валеçсе парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснă. Çавна май çĕр-шывăн премьер-министрăн хушăвне пурнăçласа РФ Ял хуçалăх министерстви регионсем хушшинче тырă валеçес йĕрке туса хатĕрленĕ. Ун тăрăх аграрисене 2380 пин тонна тырă (59 проценчĕ пиллĕкмĕш класлă тулă, 41 проценчĕ выльăх валли урпа) тивмелле.

Чăваш Ен Правительстви кăна валли вăхăтра документсем хатĕрлесе çитернĕ. Çапла вара Чăваш Ене 20 пин тонна фураж уйăрса панă. Ăна халĕ Саратов, Ульяновск, Рязань, Тамбов, Волгоград облаçĕсенчен тата Ставрополь крайĕнчен турттарас ĕç пырать. Паянхи куна республикăна 1124 тонна фураж çитнĕ. Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПКпа пирĕн районти “Красное Сормово” ООО хăйне тивĕçекен тырра турттарса килнĕ. Çакна палăртмалла, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем асăннă тырра выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă çĕре кăна яма пултараççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика