20 апреля 2011 г.
Çуркунне кунсерен вăй илсе пырать. Ытти çулхипе танлаштарсан кăçал юр самаях çурĕ, çавăнпа та специалистсем ака ĕçĕсем кăштах каярах пуçланассине палăртаççĕ. Ку ял ĕçченне çак тапхăрта яваплăха ÿстерме хистет. Çанталăкăн япăх условийĕсене пула кĕрхи культурăсене çĕр-шывра 20 процент сахалрах акса хăварнă.
Республикăра ку кăтарту иртнĕ çулхи шайрах. Кĕркунне çаврăнăçуллăрах ĕçленисем маларах палăртнă лаптăксем çине акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем мĕнле хĕл каçнине юр ирĕлни кăтартса парĕ. Специалистсем кĕр калчисене вăхăтра апатлантарма сĕнеççĕ. Кĕрхи çĕртме сахалрах туни те ĕç калăпăшне пысăклатĕ. Республикăра кăçал усă курман çĕрсене 42 пин гектар çинче çаврăнăша кĕртмелле.
Маларах палăртнă тăрăх кăçал республикăра 600 пине яхăн гектар çинче ака ĕçĕсене пурнăçламалла. Пахча çимĕç лаптăкĕсене 13 процент ÿстерме, куккурус калăпăшне 1, 7 хут пысăклатма йышăннă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ĕçе пĕлсе йĕркелемелле. Çĕр ĕçченĕ: «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - тенине асрах тытать. Кашни кунпа туллин усă курма тăрăшать. Вăл хĕрÿ тапхăрта тумалли ĕç-пуçа тепĕр хут тишкерет, ку таранччен туса ĕлкĕрейменнисене, кăткăс ыйтусене хальтерех татса пама тăрăшать. Тĕрĕссипе, ăнăçлă аталанакан ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çак ыйтăва хĕл кунĕсенчех татса панă. Вĕсем техникăна юсавлисен ретне лартнă, тĕрлĕ им-çам, сĕрмелли-çунтармалли материалсем янтăланă, лайăх вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çакна Элĕк районĕнчи «Алмаз» ял хуçалăх предприятийĕнче ирттернĕ семинар-канашлура пулнă май тепĕр хут курса ĕнентĕм. Палăртма кăмăллă: Геннадий Васильевич ертсе пыракан хуçалăх юлашки çулсенче машинăпа трактор паркне çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Çур аки ирттерме вăрлăх хатĕрленĕ. Ку енĕпе республикăра опыт пухнă хуçалăх сахал мар. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк пысăк пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курман хуçалăхсене уйрăмах пысăк тăкак кÿчĕ. Çакна ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем те палăртаççĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе ĕçлекенсем çанталăк условийĕсене кура япăх мар тухăç пухса кĕртрĕç. Сăмахран: Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăх кашни гектартан вăтамран 15 центнер тырă илме пултарнă. Етĕрне районĕнчи «Пучах», «Выльский», «Герой», «Ленинская искра», Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» хуçалăхсем те ку енĕпе аван ĕçлеççĕ.
Республикăра ака уйăхĕ тĕлне мĕн пур вăрлăхăн 77 проценчĕ кондициллĕ пулнине палăртнă. Ку енĕпе районсенче лару-тăру расна.
Çапах та Раççей Правительстви вăрлăх туянма 5, 5 миллиард тенкĕ уйăрни вырăнлă. Эппин, каллех ертÿçĕсемпе специалистсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ кирлĕ. Ăнăçлă аталанакан хуçалăхсем çак ыйтăва хĕл кунĕсенче татса пама пултарнă.
Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пирĕн асаттесем акара суха пуçпа ĕçленĕ, тыррине те алăпа акнă. Халĕ çав вăхăт историе юлчĕ.
Уй-хирте ĕçлекен хăватлă техника, энерги ресурсĕсене перекетлеме май паракан агрегатсем ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем шăпах вĕсене туянма тăрăшаççĕ те. Ял хуçалăх предприятийĕсен машинăпа трактор паркĕсем çулсерен çĕнелеççĕ. Сăмахран, Элĕк районĕнче кăна кăçалхи 3 уйăхра парксем 4 миллион тенке яхăн пуянланнă. «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсем ку енĕпе кăтартуллă. Вĕсен техники çур акине хатĕр.
Ака уйăхĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем тракторсен - 83, сеялкăсен - 86, плугсен 86 процентне юсавлисен ретне лартнă. Ку ĕç малалла пырать. Пурте акара кашни сехетпе туллин усă курмаллине ăша хываççĕ.
Иртнĕ çулхи йывăрлăхсем аграри секторĕнче ĕçлекенсене чăрмав кÿчĕç пулин те кăмăл çирĕплĕхне хуçаймарĕç. Çакна республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçнă май аван туятăн. Вĕсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăкки хавхалантарать.
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем кăçал пысăк тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç туса илме ĕмĕтленеççĕ. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă пулĕ.
Хуçалăхсем яваплăха тата та ÿстермеллине манмаççĕ. Акара кам мĕнле вăй хунине кĕркунне хак парĕ.
Источник: "Хыпар"