22 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров “2011 çулта Красноармейски районĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттермелли мерăсем çинчен” йышăнăва алă пуснă.
Çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен, палăртнă унта, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен ку тапхăр валли хатĕрленĕ ĕç планĕсене коллективсен пухăвĕсенче пăхса тухмалла. Инженери службин ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕç çине хутшăнакан мĕн пур трактора техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле ял хуçалăх çĕрĕпе мĕнле усă курнине çирĕппĕн тĕрĕслесе тăмалла, кăçал районта унччен хуçасăр выртнă 390 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Йышăнура палăртнă тăрăх, хуçалăхсен кунпа пĕрлех энергине перекетлеме май паракан ял хуçалăх техники, минераллă удобренисем, вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, запас пайсем туянма кредит ресурсĕсене, лизинг компанийĕсен укçи-тенкине, бюджет тулашĕнчи çăл куçсене явăçтарассипе малалла ĕçлемелле, ял хуçалăх культурисен тухăçне страхлассипе йĕркелÿ мероприятийĕсен комплексне пурнăçа кĕртмелле, вăрлăха пĕтĕмпех ака кондицине çитермелле, ăна имçамласа çеç акмалла, ĕçе икĕ сменăпа йĕркелеме, ака-сухана хутшăнакансене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарма, вĕсене уйрах вĕри апат çитерме мерăсем йышăнмалла.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)