13 апреля 2011 г.
Кăçал районта кăрлач-пуш уйăхĕсенче килти хушма-хуçалăхсем 4394, 8 тонна сĕт (пĕлтĕрхинчен 4, 1 процент нумайрах), аш-какай 985, 6 тонна (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 94, 7 процент) туса илнĕ.
Харпăр хăй хушма хуçалăхĕнче, 1-мĕш апрель тĕлне илсен, 8470 пуç шултра мăйракаллă выльăх шутланать. Районти пĕтĕм выльăх пуçне илсен – 77, 4 процент. Ĕнесен хисепĕ 4882 пуç (84 процент), сыснасен – 628 (28 процент), качакасем тата сурăхсем – 9310 пуç (96 процент).
Виçĕ уйăхра 107 çынна кредит панă. Пĕтĕмпе 18693 пин тенкĕ уйăрнă. Наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе ку енĕпе пурĕ 288 миллион та 41 пин тенкĕлĕх 2209 кредит илнĕ. Çакă вăл мĕн пур харпăр хуçалăхсен 23, 7 проценчĕ пулать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета