13 апреля 2011 г.
Çур акине тухма вăхăт çывхарнă май «Санары» агрофирмăра тунти кун ял хуçалăхĕнче тимлекенсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ
Хресченĕн юратнă ĕçĕ – тыр-пул акса çитĕнтересси. Хăш-пĕр предприятисенче татса паман ыйтусем сахал мар-ха. «Санары» агрофирмăра вара паян тесен паян çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕр. Семинара килнисем малта пыракан предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллашма пултарчĕç.
«Санары» агрофирмăра «Çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерер!» девиза тĕпе хурса тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçĕ те курăмлă. Çур акине хутшăнакан мĕн пур ял хуçалăх машини техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. «Уй-хире тухасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп», – терĕ «Санары» агрофирмăра тăрăшакан Олег Яковлев. Кăçал çур акинче хуçалăхăн 16 механизаторĕ вăй хурĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва килнисем çĕнĕ, хăватлă техникăпа паллашрĕç, тырă склачĕсене те çитсе курчĕç. Пĕлтĕрхи тип çанталăка пăхмасăр агрофирма ял хуçалăх культурисенчен япăх мар тухăç илнĕ, пысăк репродукциллĕ тырă вăрлăхĕ сутмалăх та пур. Иртнĕ çул кĕрхи тырăсене 480 гектар акса хăварнă. «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров каланă тăрăх, кăçал хуçалăхра çурхи урпа 167 гектар, çурхи тулă – 183, сĕлĕ – 43, вика – 83, нимĕç пăрçи – 66, горчица 56 гектар акма, çĕр улми 150 гектар лартма палăртнă. Нумай çул ÿсекен курăксем 223 гектар йышăнмалла. Кунсăр пуçне предприятире çĕр пулăхне лайăхлатма сидераллă культурăсем те акĕç. «Санары» агрофирма çавăн пекех Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пуçаруллă утăмсем тунипе, малашлăхшăн тăрăшнипе районта акăнман çĕр лаптăкĕсем сахаллансах пыраççĕ», – палăртрĕç Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» кооперативсен ертÿçисем Валерий Шумиловпа Геннадий Спиридонов.
Хуçалăхра ĕçлеме лайăх условисем туса панă, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ. Вăтам шалу – 9457 тенкĕ.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Районĕпе илсен ку çул çурхи тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 8500 гектар, кукуруза – 850, рапс – 90, пĕр çул ÿсекен курăксем – 3800, çĕр улми 1540 гектар, пахча çимĕç 12 гектар пулмалла. Пĕлтĕр пулас тухăç никĕсне 7060 гектар хывнă. Агрономсем юр хулăмми кĕр тыррисене сиенлеме пултарать теççĕ. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне аграрисенче кондициллĕ тырă вăрлăхĕ 26785 центнер янтăланă. Ку вăл кирлин 92 проценчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем 2619 тонна минераллă удобренисем кÿрсе килнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене 77 процент хатĕрленĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Никифоров хăш-пĕр хуçалăхсенче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăнине палăртрĕ. 190 механизатор кирлĕ пулсан паянхи кун хурçă «ут» хуçисем 134-ăн кăна. Паллах, çак ыйтăва татса парассине районта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрнарти центр урлă 24 механизатор хатĕрлеççĕ, квалификацие ÿстерекенсем те пур. Вячеслав Никифоров ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнмалли, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымалли çинчен асилтерчĕ.
Семинар-канашлура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Леонид Николаев республикăра çур акине йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăрнар енчи аграрисем тĕслĕх кăтартаççĕ. Ахăртнех, çур акине куллен-кун тухăçлă хатĕрленни ырă çимĕç парать. Иртнĕ çулхи тип шар тухăç илме чăрмантарчĕ. Леонид Николаев мелиораци ĕçĕсем патне таврăнмаллине çирĕплетрĕ. Акă «Санары», «Мураты» предприятисем пуçаруллă утăмсем тунă та.
Ĕç çынна мухтава кăларать. Раççей ял хуçалăх министерствин Тавне Анатолий Сергеев (Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти), Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Тавне Марина Шумилова (Карл Маркс ячĕллĕ кооператив) тивĕçрĕç. Çавăн пекех ял хуçалăх организацийĕсенчи пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ ятне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕç.
Пирĕн ентеш – Чăваш Республикинчен тухнă офицерсен Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» пĕрлешÿре тăракан запасри полковник Эрик Васильев – вăрнарсем хресчен чунĕллĕ çынсем пулнишĕн, йăх-несĕлсен ятне çÿлте тытнишĕн савăннине пытармарĕ, пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Раççей ял хуçалăх тата Раççей Перекет банкĕсен районти уйрăмĕсен представителĕсем ака-суха ĕçĕсем ирттерме мĕнле кредитсемпе тивĕçтерни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Кăçал юр вăрах ирĕлнĕрен аграрисем çур акине каярах тухĕç. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин юлнă вăхăтпа усă курса уй-хир ĕçĕсене ирттерме тĕплĕн хатĕрленме каларĕ. «Пĕрлĕхре – вăй», – çирĕплетрĕ вăл. Анатолий Кузьмин яланах ырă тĕслĕх кăтартнăшăн «Санары» агрофирма ертÿçине, ĕç коллективне тав турĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"