Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки тата сăмаха тытмалли çинчен

31 марта 2011 г.

 

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ вăраха кайрĕ. Çапла ĕнтĕ: кун йĕрки те анлă вĕт - 36 ыйту. Ытларахăшĕ - пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем.

Çапах калаçу вăраха кайни кун йĕркинчи ыйтусем нумаййипе кăна çыхăнман пек те туйăнчĕ. Хăшĕсем вак-тĕвек ыйтупах вăрăм доклад тума тăрăшнине Михаил Игнатьев Президент та асăрхарĕ, унашкаллисене пÿлчĕ. Министрсенчен пĕрне, Правительство йышăнăвне çĕнетсе унти икĕ сăмаха улăштарас ыйтупа сăмах илнĕскере, çаплах каларĕ: «Икĕ сăмах улăштармалла - эсир вара доклад тăватăр...» Апла пулин те лару 2 сехет те 20 минута тăсăлчĕ - кунашкалли сайра пулать.

Чи малтанах М.Игнатьев ытлари кун Мускавра Перекет банкĕн ертÿçипе Герман Грефпа тĕл пулни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Килĕшÿ алă пуснă, унашкал документа Атăлçи округĕнче маларах Тутарстан кăна хатĕрленĕ иккен. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх 2011-2013 çулсенче банк Чăваш Республикине хывакан кредитсен виçи 100 млрд тенкĕ патнеллех пулмалла. Çав шутра 75: - экономикăна, предприятисене тĕревлеме, 15: - халăх илекен кивçен. Греф банкпа республика ĕçтешлĕхĕпе кăмăллă-мĕн. Çакă Чăваш Енре валеçнĕ кредитсене тавăрса парас енĕпе парăмсем пысăк маррипе сăлтавланнă. Апла пулин те Герман Оскарович уйрăм самантсем пирки асăрхаттарнă. Çав шутра - «ВТК» компание кредит шучĕпе хывнă укçа пирки. Компанире республика тÿпи те пуррине кура Президент çак ыйтăва куçран вĕçертме юраманни çинчен асăрхаттарса хăварчĕ.

Кун йĕркине илес тĕк - тĕп ыйтусенчен пĕри, паллах, вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков республикăн 2010 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен тунă доклад пулчĕ. Вăл чылай цифра асăнчĕ: тупăш тĕлĕшпе бюджета 101, 2: пурнăçланă. Тупăшăн 61: - хамăрăн тÿпе. Сăмах май, çак кăтарту пĕлтĕр ÿснĕ, федераци укçан кÿнĕ пулăшу вара палăрмаллах чакнă. Пĕлтĕр бюджета 7 хут тÿрлетÿсем кĕртме тивнĕ, ку тĕпрен илсен хушма тупăшсем пулнипе сăлтавланнă. Çанталăк шăрăх та типĕ тăнине кура ял хуçалăхне пулăшма, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешме ытларах укçа уйăрмашкăн тивнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен бюджет саккунĕнче пăхса хăварнă обязательствăсене туллин пурнăçланă. Çак сăмахсем Президента тивĕçтерчĕç пулас - асăрхаттарусем илтĕнмерĕç. Ытти ыйтăва тишкернĕ чух вара вĕсем пĕрре кăна мар янăрарĕç.

Сăмахран, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина Медстрах фончĕн бюджетне пурнăçлани çинчен доклад турĕ. Михаил Васильевич вăл бюджетра пăхса хăварнă 20 млн тенке перекетлени çинчен каланипе сисчĕвленчĕ: «Укçа пур тăк унпа мĕншĕн усă курман?» Анчах кунта ятлаçма сăлтав çук-мĕн. Венера Петровна каланă тăрăх - укçа çулленех юлать, вăл медиксене шалу тÿлеме уйăрнăскер пулнă, анчах хăшĕсем чирленĕ, декрета кайнă - çавăнпа тăкакланман. Республика пуçлăхĕ пур пĕр асăрхаттарчĕ: «Эсир унта тĕплĕ шутлатăр вĕт - кам хăçан декрета каясси таранах. 20 млн - нумай, эппин, йăнăш шутлатăр...» Чăн та, ку сăмахсем ятланăн илтĕнмерĕç. Апла пулин те вĕсене шута илмеллех ĕнтĕ. Президент республикăра пурăнакансен 60: медицинăри пулăшу ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине аса илтернине асра тытсан - пушшех. Çийĕнчен медицинăна çĕнетме федераци программипе килĕшÿллĕн Чăваш Ене укçа килме тытăннине /230 млн тенкĕ килнĕ/ аса илтерсе Президент «кашни тенкĕ потребитель патне çитмелле» тесе хăварчĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев лăсăллă йывăçсене касмалли уйрăм тĕслĕхсем çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Çавнашкал «уйрăм тĕслĕхсен» шутĕнче инкек-синкекрен сыхланма, пушарсене сирсе яма, çуртсемпе çынсем çине ÿкесрен асăрханма йывăç касни. Тата - Çĕнĕ çул уявĕ валли чăрăш касасси. Шăпах чăрăш касасси ыйту çуратрĕ. Проектра çак ĕçе раштавăн 1-31-мĕшĕсенче тумашкăн ирĕк пама пăхнă. Президент иккĕленчĕ: раштав пуçламăшĕнченех касни тĕрĕс-и вара? Вăхăта каярах куçарас терĕ пуль те - тĕп хула мэрĕ Николай Емельянов чÿк уйăхĕн варринченех вăрмана пуртă йăтса каймашкăн ирĕк пама сĕнчĕ. Ку сĕнÿ вырăнлăхĕ Михаил Васильевича иккĕлентерчĕ, çавна май ыйту татăлмарĕ-ха.

«Тĕп çăлавçă» çумĕ Олег Павлов халăха тата территорисене инкек-синкекрен сыхласси çинчен калакан саккун проекчĕ пирки тунă доклада вĕçленĕ хыççăн М.Игнатьев Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Сергей Шойгу янă çырăва аса илчĕ: «Пĕлтĕр вăрмансенчи пушарсене сÿнтерме хутшăннă самолетсем çунтарнă краççыншăн тÿлетпĕр тесе эпир Правительство ячĕпе гаранти çырăвĕ панă. Эпир çавăншăн халĕ те тÿлемен-им?» Олег Евгеньевичăн çак должноçри опычĕ пысăк марри такăнтарчĕ-ши - «пирĕн урлă нимĕнле çыру та пулман» тесе хучĕ. М.Игнатьев тÿрех сăнран улшăнчĕ: «Апла хуравлама юрамасть! Енчен те халĕччен те тÿлемен тĕк сирĕн пирки санкцисем пулĕç!»

Çур аки тата сăмаха тытмалли çинчен

Шойгу янă йышши çырусене вулама кăмăлсăрри пирки каласа Правительство ячĕпе гаранти çырăвĕ пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Самолетсем кирлĕ пулнă та - шантарнă, халь вара кутăнлашатпăр - аван мар. «Тепрехинче памĕç - вара çунса кайăпăр!» - темăна вĕçлерĕ Президент.

Республикăн 2003-2010 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçланине пĕтĕмлетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Александр Быченков асăннă цифрăсем аталану аван пулнине кăтартаççĕ: шкулсем тунă, шкул автобусĕсем туяннă, театрсемпе библиотекăсене реконструкциленĕ, нумай çурт-йĕр çĕкленĕ, газ кĕртнĕ, çулсем тунă. Халăхăн тупăшĕ те ÿссе пынă. Пурăнма кирлĕ виçерен сахалрах тупăшлă йыш халĕ 19: танлашать. Шăпах çак цифра Президента тивĕçтермерĕ: «Кашни пиллĕкмĕш çын пурăнма кирлĕ виçерен сахалрах илет. Ытти регионпа танлаштарсан эпир мĕнлерех?» «Ерипен çывхаратпăр», - терĕ министр çумĕ. «Ăçталла - чухăнлăхалла-и?» - татах тĕпчерĕ М.Игнатьев. «Ыттисен шайне. Хальлĕхе - варринче. Стратегире асăннă кăтартăва 5: шайне çитерме пăхнă», - пулчĕ хурав.

Тупăш тенĕрен докладра республикăра пурăнакансен 35, 7 млрд тенки банксенчи вкладсенче упраннине палăртнă. Президент шухăшĕпе, инфляци банксем тÿлекен процентсенчен пысăкраххине кура çав укçана экономикăна явăçтарни республикăшăн, укçа хуçисемшĕн усăллăрах пулмалла. Ку енĕпе ĕçлемелле.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен калакан саккуна йышăннă май ларура ăна пурнăçламалли мерăсене сÿтсе явни вырăнлă пулчĕ. Пурлăх министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çынсене валеçме пĕтĕмпе 246 лаптăк /49 га/ уйăрнă та ĕнтĕ. Ытларах - Патăрьел, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче. Чăн та, хăш-пĕр районта çак ĕçе пуçăнма та ĕлкĕреймен-ха. Яллă тăрăхсенче ыйту çук-ха, хуласенче вара 18 га çĕр çитмест иккен, лаптăксене туянма тивет. Министр хушма 5, 6 млн тенкĕ кирли çинчен каларĕ. Чăн та, Президент çак укçа çителĕклĕ пирки иккĕленнине пытармарĕ. Тепĕр енчен, çĕр лаптăкĕсене çурт-йĕр çĕклеме уйăраççĕ, çав вырăнсенче инфратытăм та пулмалла. Строймин ун валли кашни çурт пуçне 699 пин тенкĕ кирлĕ тесе шутланă иккен. Ытла нумай мар-и? Александр Гончаров вице-премьер çирĕплетрĕ: «Хăш-пĕр çĕрте инфратытăм пур çĕрте лаптăксем уйăраççĕ. Чылай районта вара - нимĕн те çук çĕрте: электролинисем тăсмалла, подстанцисем лартмалла, çулсем тумалла...» Президент та пайăррăн каларĕ: «Çĕр патăмăр та - кайăр... Апла юрамасть. Çынсене пăрахмалла мар».

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çур акине хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Кăçал пĕтĕмпе 600 пине яхăн гектар çинче ака ĕçĕсене пурнăçламалла. Пахча çимĕç йышăнмалли лаптăксене пĕлтĕрхинчен 13: пысăклатма пăхнă, куккурус лаптăкĕсем 1, 7 хут чухлех пысăкланмалла. Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 77: кондициллĕ, хальлĕхе тракторсен 87: уя тухма хатĕр. Правительство йышăнăвĕпе /чăн та, йышăнăвне кăларман-ха - вăл пуласса шанаççĕ/ килĕшÿллĕн 50: йÿнĕрех хакпа техника туянма хуçалăхсенчен 143 заявка йышăннă. Кăçал усă курман 42 пин га çĕре çаврăнăша кĕртмелле.

Михаил Васильевич хуçалăхсенче çĕр улми вăрлăхĕ çитменнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва çĕклерĕ - тата 30 пин тонна кирлĕ-мĕн. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк çĕр улми отрасльне такăнтарчĕ, çавăнпа та кăçал çак ĕçе çĕнĕ вăй кÿмелле. «Çакна тăваймарăмăр тăк ăçтан укçа илĕпĕр? Нумай хуçалăхра выльăх та çук...» - пăшăрханса палăртрĕ Президент. Çĕр улми тенĕрен Михаил Васильевич унăн вăрлăхĕн пахалăхĕ пирки те иккĕленет: «Çимелли çĕр улми лавккара 38-45 тенкĕ тăрать. Вăрлăх валлине 32 тенкĕпе сутаççĕ. Апла пулма пултараймасть! Вĕттине суйланă та - сутаççĕ. Вăл йĕркеллĕ çитĕнеймĕ. Вăрлăх çимелли çĕр улмирен нихăçан та йÿнĕрех пулман!»

Пухăннисем çавăн пекех Чăваш Ен спортсменĕсене, Раççейĕн Лондонри, Сочири Олимп вăййисене хутшăнакан пĕрлештернĕ командисене кĕмелли кандидатсене, стипенди тÿлес ыйтăва татса пачĕç. Тĕп йышри кандидатсем валли 15 стипенди туса хума йышăннă - 30-шар пин тенкĕ. Резерври йыш валли - 10 стипенди, 15-шер пин тенкĕ. Лондона кайма хатĕрленекен спортсменсем ку укçана ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен илме пуçлĕç, Сочире 2014 çулта вăй виçмелли йыша стипендие уйăхсерен çитес çулхи авăн уйăхĕнчен тÿлеме пуçлĕç. «Чемпионсем пуласса шантаратăр-и? - кăсăкланчĕ Президент. - Укçа уйăратпăр тăк - кăтартăвĕ те пулмалла». «Тăрăшăпăр, - хуравларĕ спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев. - Юлашки вунă çулта чăваш спортсменĕсем Олимпиадăсенчен медальсĕр таврăнни пулман-ха».

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика