Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çаплă вăрлăх тухăç парĕ-ши?

30 марта 2011 г.

"Россельхозцентр" ФГУн Шăмăршăри уйрăмĕнчен вăрлăх пахалăхĕ пирки çĕнĕ сводка ыйтсан, пире... уйăх каяллахи кăтартусене пачĕç.

"Унтанпа цифрăсем улшăнманпа пĕрех, – терĕç кунти специалистсем. – 6 пин центнер ытла вăрлăх çÿп-çаплă пулнипе кондицие ларайман-ха".

Çак калаçу январь уйăхĕнче мар, март уйăхĕн вĕçĕнче пулса иртни вăрлăх пахалăхĕ пирки хытă пăшăрхантарать. Çур аки хапха умне çитсе тăчĕ-çке, хăш-пĕр çул апрельте уй-хир тракторсен кĕрлевĕпе тулатчĕ. Пирĕн вара... халĕ те мĕн пур вăрлăхăн 30 проценчĕ таса мар. Паян шартлама сивĕ çанталăк тăмасть-çке, çÿп-çаплă вăрлăха тасатса ака кондицине çитерессишĕн мĕншĕн тăрăшмастпăр-ха;

Сăмахăм витĕмлĕрех пултăр тесе, вулакана вăрлăх пахалăхне сăнлакан сводкăпа паллаштарам-ха.

Цифрăсен колонкисенче: 1-çур аки валли вăрлăх хывнă (процентпа), 2 – кондицие ларнă вăрлăх, 3 – кондицие ларман вăрлăх (процентпа).

"Шанс"ООО 99 88 12

"Искра" СХПК 97 100 –

"Восход" СХПК 105 96 4

"Карлинская" Агрофирма" ЗАО 83 40 60

"Агродор" ООО 137 36 64

"Нива" ЗАО 52 – 100

"Мир" ЗАО 143 75 25

"Исток" ООО 101 67 37

"Колос" Агрофирма" ЗАО 75 89 11

"Кузьмич" КФХ 100 – 100

"Сатеев А.И." КФХ 100 72 28

"Труд" КФХ 167 100 –

"Карла" КФХ 125 100 –

"Малалла"КФХ 103 – 100

"Семен" КФХ 150 – 100

«В.Н.Павлов» КФХ 400 50 50

"Пулмантăш" КФХ 69 – 100

РАЙОНĔПЕ 99 68 32

Вăт, çакăн пек кăтартусем. Тен, хăш-пĕр çĕрте ырă улшăнусем те пур, тасатнă вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеттерме çеç ĕлкĕреймен. Çĕр ĕçченĕ хĕрÿ тапхăра пур енчен те хатĕрленсе кĕтсе илессе шанас килет.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика