16 марта 2011 г.
ТАМБОВРА Раççейри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн XXII съезчĕ иртнĕ. Унта пирĕн республикăран та делегаци хутшăннă. РФ Правительствин председателĕ Владимир Путин сăмах каланă. Вăрлăх тата удобренисем туянма ял хуçалăхне хушма 2 млрд тенкĕ уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Раççейре 200 пин ытла фермер хуçалăхĕ, 100 пин ытла ял предпринимателĕ. Агропромышленноç комплексĕ çĕр-шыва паракан мĕн пур продукцин çуррине яхăн фермер тата килти хушма хуçалăхсем туса илеççĕ.
Правительство ертÿçи çур аки умĕн çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакне хресченсемшĕн 10 процент чакарма йышăннине тепре çирĕплетнĕ. Фермерсене кредит памалли йĕркене ансатлатма, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче çурт-йĕр лартма ирĕк парас сĕнÿпе РФ Патшалăх Думине тухма шантарнă. Вĕсем "Росагролизинг" общество урлă техника хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ çеç тÿлесе туянма пултараççĕ.
Ю.МИХАЙЛОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"