24 ноября 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕнер Раççей Правительствин вице-премьерĕ Виктор Зубков видеоконференци мелĕпе ирттернĕ «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тата уй-хир ĕçĕсене пурнăçлассине пулăшмалли мерăсем çинчен» канашлăва хутшăннă.
В.Зубков вырăнсенче патшалăх шăрăх çанталăк сиенне сирсе яма шар курнă 37 региона уйăрса панă 20 млрд тенкĕлĕх пирвайхи траншпа мĕнлерех усă курни çинчен пĕлтернĕ. 5 млрд тенкĕлĕх дотацие Раççейри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен 31 проценчĕ çеç илнĕ. Чăваш Енре федераци дотацийĕсене чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕтĕмпех хуçалăхсене куçарса панă. Бюджетăн 15 млрд тенкĕлĕх кредичĕсемпе Раççейре чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 93 процент усă курнă, Чăваш Енре - 100 процент. «Раштав пуçламăшĕнче шăрăх çанталăк сиенне пĕтерме хушма 15 млрд тенкĕ уйăратпăр. Çав шутран 10 млрд - бюджет субсидийĕсем, 5 млрд - дотацисем», - тенĕ вице-премьер. Вăл регионсен ертÿçисене иккĕмĕш транша валеçнĕ чух «пĕрремĕш транш укçипе мĕнле тĕллевсемпе усă курнине, укçа уйрăм хуçалăхсене мĕнлерех çитнине шута илесси» пирки аса илтернĕ.
Канашлура çавăн пекех Раççей регионĕсен пĕрремĕш траншпа мĕнле усă курни çинчен калакан отчечĕсене итленĕ.
2011 çулăн 1-мĕш кварталĕнче Правительство выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç аталанăвĕн хăвăртлăхне упраса хăваракан регионсем валли тата 5 млрд тенкĕ уйăрасшăн. «Мăйракаллă шултра выльăх шутне, кайăк-кĕшĕк тата сысна ашĕн производствине упраса хăварасси - паянхи тĕп тĕллев», - палăртнă В.Зубков. Кострома, Мускав, Брянск, Белгород, Липецк, Ростов тата Смоленск облаçĕсенче, çавăн пекех Пушкăртстанра выльăх шучĕ 5 процентран ытларах чакнă. Раççей Правительствин вице-премьерĕ выльăх-чĕрлĕх лайăх хĕл каçассине тивĕçтерекенсене патшалăх наградисемпе хавхалантармашкăн тăратма сĕннĕ. Вăл палăртнă тăрăх 20 яхăн регионта çак ĕç япăх.
Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Президенчĕ республикăн финанс министрне Николай Смирнова тата Ял хуçалăх министерствин ертÿçине Сергей Павлова Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене пулăшмалли бюджет укçипе усă курас енĕпе кал-кал ĕçленĕшĕн тав тунă. Республика пуçлăхĕ пĕтĕм Раççейри канашлура янăранă сĕнÿсене, çав шутра 2011 çулта уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленессине йĕркелессипе çыхăннă сĕнÿсене тĕпе хурса малашне те тăрăшса вăй хума чĕнсе каланă
Источник: "Хыпар"