28 июня 2010 г.
Июньте шăрăх çанталăк ÿсен-тăрансене сиенлекен хурт-кăпшанкăсене аталанма май пачĕ. Тырпул культурисем çинче трипссемпе курăк пыйти нумай, уйрăм уйсенче тырпул совки тата клоп-черепашка текен кăпшанкăсем сăтăр тăваççĕ. Тырă пĕрчи начар пулассине тата тырпул пĕтессине асăрхаттарас тĕллевпе вĕсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелле.
Пахча çимĕç (хăяр, помидор, купăста, пăрăç), улма-çырла культурисем тата çĕрулми çинче чылай аталаннă курăк пыйтисене хими препарачĕсемпе пĕтермелле.
Çумкурăкпа хăйсем тĕллĕн ÿсекен ÿсен-тăрансем çинче тăранса пурăнакан хурт-кăпшанкăсем те (золотисто-медный листоед, бронзовка мохнатая-оленка) типĕ те шăрăх çанталăка пула культурăллă ÿсен-тăрансем çине куçма пуçларĕç. Вĕсемпе кĕрешме колорадо нăррине пĕтермелли меслетсемпех усă курмалла.
Кăçал кукуруза тата ытти пропашной культурăсем ÿсекен çĕрсем çинче унчченхи çулсенче культурăсене тĕрĕс суйласа лартманран вĕсем типĕ çанталăкра самай сиенленчĕç, хăшĕ-пĕрисем туха-туха ÿкрĕç. Вĕсене акиччен-лартиччен тымар хурчĕ пуррине тĕрĕслемелле.
Ку хурт-кăпшанкăсем тĕлĕшпе диагностика тата консультацисем иртттерес ыйтусемпе Раççей Ял хуçалăх центрĕн республикăри управленийĕн ÿсен-тăрансен хÿтĕлевĕпе ĕçлекен пайĕсен специалисчĕсемпе çыхăнмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"