Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми вырнаçтармалла-и. Комсомольскине килсемĕр!

26 июня 2010 г.

Республика кунĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче, Комсомольски ялĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртрĕ. Çĕр улми тата пахча çимĕç, улма-çырла тирпейлемелли завод уçăлчĕ. Вăл «Сельхозтехника» территорийĕнче вырнаçнă. Çак ĕçе пуçараканĕ, тĕп заказчикĕ — «Тав» компани. Строителĕсем те хăйсемех пулнă. В.А.Иванова участок начальникĕ ертсе пынипе рабочисем маларах ял хуçалăх техникине юсанă цеха реконструкцилесе çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма хатĕрлесе çитернĕ. Çак ĕçсене сакăр уйăхра пурнăçланă. Паллах, ытти ĕçсене тума — çут çаналăк газĕ кĕртме, вентиляци лартма тата хăш-пĕр çĕрте — субподрядчиксем те пулăшнă. Вĕсене тав туса «Тав» компанин ĕç тăвакан директорĕ Ирина Колесникова Тав хучĕсем, парнесем пачĕ. Комсомольски район пуçлăхĕ Геннадий Волков Мускавран, Санкт-Петербургран, Шупашкартан тата ытти çĕртен килнĕ хăнасене районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. «Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсем 2008 çулта 47 пин тонна çĕр улми лартса ÿстернĕ. Пĕтĕм продукцие сутса 132 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ пулсан, çав шутран 72 проценчĕ — «иккĕмĕш çăкăр» тÿпи. Апла тăк, çак культурăпа ĕçлекен нихăçан та пушă кĕсьеллĕ юлмĕ. Кишĕр ÿстерекенсем сахалланчĕç, мĕншĕн тесен ăна вырнаçтарасси хĕн. Пахча çимĕç тирпейлекен завод пуррипе çĕр ĕçченĕсем туса илнĕ продукцие сутас ыйту татăлать. Районшăн, республикăшăн пит кирлĕ объекта кĕске хушăрах хута яма пултарнăшăн, пĕрлехи ĕçшĕн пурне те тав тăватăп», — терĕ Геннадий Федорович.

Учредительсенчен пĕри В.М.Антонов çак завод вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтернине, обществăшăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл социаллă проблемăсене татса пама май панине палăртрĕ. Кунта 70 ĕç вырăнĕ уçăлать.

Цехра вырнаçтарнă оборудование Санкт-Петербургри «Русская еда» фирмăра туса кăларнă. Асăннă фирма представителĕ Николай Клямкин установкăсен производство характеристикисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çĕр улми тирпейлемелли лини сехетре 5 тонна, çулталăкра 23500 тонна таран хатĕр продукци пама пултарать иккен. «Иккĕмĕш çăкăра» тасатса фри, салатсем, чипсы тума, яшкана яма хатĕрлеме вакуумлă 5, 10 килограмлă упаковкăна тултарĕç. Çавăн пекех сушилкăра кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман, пан улмине типĕтсе тирпейлеме пулать. Паллах, заводăн презентацине хутшăннă фермерсем чĕр тавара мĕнле условисенче упрассипе кăсăкланчĕç. Обществăлла апатланура тăрăшакансем вара çурма фабрикатсене столовăйсемпе ресторансенче усă курса кухня ĕçченĕсен ĕçне епле майпа çăмăллатма пулнине ыйтса пĕлчĕç.

Хресченпе фермер хуçалă-хĕсен ертÿçисем те чылаййăн хутшăнчĕç унта. Комсомольскисем çеç мар, ытти районсенчен килнисем те пурччĕ. Çĕнĕ Шăхранти Г.В.Атласкин фермер пахча çимĕçе тирпейлемелли завод уçăлнишĕн питĕ савăннине пĕлтерчĕ.

— Питĕ кирлĕ çакнашкал предприяти. Паянхи кун, патшалăх заказĕ пур чухне, туса илнĕ продукцие вырнаçтарас тесен ăна акиччен-лартичченех пуç ватма тивет. Акă кăçал хуçалăхра 80 гектар çĕр улми лартрăмăр. Ăна вырнаçтарас енĕ- пе проблема пулмасса шанатăп, — терĕ Геннадий Васильевич.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика