19 апреля 2010 г.
Муркаш районĕнчи Хорнуйра пурăнакан Александр Ванюшин пирки «Хыпарта» çырман мар-ха. Александр Петрович хăйĕн хуçалăхĕнчи 40 сотка çĕр çинче 800 тĕрлĕ йывăç, тĕм, курăк, чечек çитĕнтерет. Хальхинче тĕлĕнмелле çак çынпа, хăй вăхăтĕнче Йошкар-Ола политехника институтĕнче пĕлÿ илнĕскерпе, çак туртăм мĕнле амаланса кайни тата унашкал ыйту пирки мар, паян сад хуçалăхне аталантарни ял çыннин пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки калаçасшăн.
Тÿрех палăртса хăварам: Александр Ванюшина халăхра: «Виç сăмахранах ăнланма пулать», - тенĕ пек йышăнаймăн. Пуян тавра курăмлă, чăн-чăн философăн кашни сăмахĕнче мĕнле те пулин шухăш пытанать. Вăл хăйне ирĕклĕ çĕр ĕçченĕ тет. Ун шухăшĕпе, фермер хуçалăхĕ - чи йывăр бизнес. Çавăнпа та ăна йĕркелекенĕн пултарулăхĕ, ăс-хакăлĕ ахаль çыннăннинчен пуянрах пулмалла. Ахальтен-и АПШ фермерĕсем хăйсен ĕçне ăста специалистсене явăçтараççĕ тет вăл.
Унăн пысăк ĕмĕчĕ - сад хуçалăхне чĕртсе тăратасси. Хăйĕн кил çумĕнчи садран вунă, çĕр хут пысăккине. Мĕншĕн? Çапла тусан ял çыннине ĕçпе тивĕçтерме май килĕччĕ.
Эпĕ вара çак тĕслĕхе илсе паратăп: чылай районта пысăк-пысăк садсем пур. Анчах та кĕркунне унти тĕрлĕ сортлă пан улмине ниçта вырнаçтараймаççĕ. Çакăн пек хăрушлăх сиксе тухмĕ-и?
- Рынок ыйтăвне шута илсе йĕркелемелле ĕçе, - хуравлать А.Ванюшин. - Унта пан улмипе чие çеç çитĕнтерес тĕллев тытмалла мар. Питомник те, оранжерея та, коллекционер лаптăкĕ те пулччăр, шкул ачисемпе студентсем экскурсие çÿреччĕр, калчапа, тĕмпе сутă тума май килтĕр. Пахча-сад ăсти пулма ĕмĕтленекенсем практикăна килччĕр.
- Студентсем сирĕн патра та практикăра пулаççĕ тенине илтнĕччĕ.
- Кăмăлĕ пуррисене нихăçан та хирĕçлемен эпĕ. Шел те, унашкаллисем сахалрах çав. Çамрăксем хăйсен пулас ĕçĕпе мĕнлерех кăсăкланнине сăнама юрататăп. Педуниверситетăн биологипе хими факультетĕнче вĕренекен икĕ студент питĕ килĕшрĕ. Тем те пĕлесшĕн вĕсем, темăпа мĕн кирлинчен ытлашшипех ĕçлерĕç, тĕпчерĕç, сăнарĕç. Шăпах унашкаллисем фермер пулма тивĕçлĕ. Çавăн йышшисене пулăшмалла патшалăхăн.
- Эсир хăвăр фермер пулас темен-и?
-Эпĕ çирĕм çул çак ĕçе йĕркелесе пыратăп. Опыт самай пухăнчĕ темелле. Маларах хускатнă шухăш патне таврăнса яллă вырăнта сад хуçалăхне йĕркелесе яни питĕ вырăнлă тенĕ пулăттăм. Кризис, кризис теççĕ, унăн та лайăх енĕ çук мар: стройматериалсем йÿнĕ, ĕç вăйĕ пур. Çĕр те пушă выртать. Акă пирĕн хуçалăх - Ленин ячĕллĕ ЯХПК - панкрута тухрĕ, халăх ĕçсĕр юлчĕ. Нăйкăшса, алă усса лармалла мар çеç.
Кашни кĕркунне çĕр-çĕр сапана çĕре чиксе хăваратăп, кайран çавăн чухлех йывăç, тĕм çитĕнет. Вĕсене сутса тупăш илнинчен ытла кăмăл тулать. Маншăн çакă - чи пĕлтерĕшли.
Шанатăп: А.Ванюшинăн ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Хорнуй тăрăхĕнче Александр Петрович пуçарнă ĕçе малалла тăсакансем, ăна аталанма пулăшакансем пулĕç.
Источник: "Хыпар"