Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмипе ытларах ĕçлесшĕн

17 апреля 2010 г.

Çурхи ака-суха ĕçĕсем — кашни хуçалăхшăнах яваплă вăхăт. Пирĕн районти «Нива» агрофирмăра та ăна тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Акма вăрлăхсем, тухăç илме удобренисем, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли имçамсем çителĕклĕ. Техникăна та хатĕррисен ретне лартнă. Механизаторсем пур. «Джон-Дир» тракторпа Радий Басников ĕçлĕ. Димитрий Галзановпа Михаил Галкин та хăйсене шанса панă техникăна юсаса хатĕрленĕ.

Иртнĕ çул 295 гектар çине кĕрхи тулă акса хăварнăччĕ. Çанталăк кĕркунне сивĕ пулчĕ. Апла пулин те вĕсем ăнăçлă хĕл каçнине шанас килет. Çуркунне, малтанлăха палăртнă тăрăх, 100 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акасшăн. Яланхи пекех, кăçал та çĕр улмипе тимлĕ ĕçлесшĕн. Ăна 200 гектар çинче çитĕнтересшĕн.

Тăрăшатпăр, усăсăр выртакан çĕрсене ĕçе кĕртетпĕр. Çакă хуçалăх ĕçченĕсемшĕн те, çĕр пайĕн хуçисемшĕн те аван.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика