09 марта 2010 г.
Этем пурнăçĕнче ĕç çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ăна юратса пурнăçласан вăл савăнăç, канлĕх, мăнаçлăх, тупăш кÿрет. Унпа пĕрлех пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать. Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшма май параканĕ те ĕçех.
Çак сăмахсем тÿрремĕнех «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕпе Н. Петровпа кунта нумай çулсем вăй хуракан тĕп зоотехника Г.Алексеевана тата ытти специалистсене пырса тивеççĕ. Николай Петрович хуçалăха 8 çул ертсе пырать. Çак хушăра хуçалăх çулсерен кăна мар, кунсерен тесен те йăнăшмастăп пулĕ, аталанса та тĕрекленсе пыни куç умĕнчех. Чăххи-чĕппи, хурĕ, кăркки йыш хушсах пыраççĕ, апла пулсан хуçалăх касси пуянлансах пыни те паллă. Ку умсăмах вырăнне пулчĕ.
Галина Ивановна тĕп зоотехник каласа панă тăрăх, халĕ ку хуçалăхра хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче инкубатора хунă çăмартасене чун кĕнĕ, тепĕр майлă каласан январь-февраль уйăхĕсенче «Конкурент» чăх чĕпписем тухнă. Малтанхи ушкăнрисем - 18200 пуç - икĕ уйăха çитнĕ те. Халĕ вĕсене сутас хĕрÿ тапхăр пырать. Кăçал вĕсене 140200 пуç сутмалла, пĕлтĕр вĕсене 86500 пуç сутнă пулнă. Цифрăсене пăхсан танлаштарса пăхмалăх пур. Çавăн пекех çăмарта тăвакан чăхсемпе хурсен тата кăрккасен пуçĕсем те пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай ÿснĕ: 2009 çулта хурсем 4090 пуç, чăхсем - 37000, кăрккасем - 1576, 2010 çулта - хурсем 8577, чăхсем - 44000, кăрккасем 2650 пуç. Хурсем çăмарта тума тытăннă, кĕçех 4500 штук çăмартана инкубатора хураççĕ. Кăрккасем те вĕсенчен юлмаççĕ, çăмартасем тăваççĕ. Кăрккасене искусствăлла майпа пĕтĕçлентереççĕ. Юлашки çулсенче кăрккасем усрас текенсем йышлансах пыраççĕ. Халăх ыйтнине кура вĕсен йышне те ÿстерсех пыраççĕ кунта. Бройлер чăхсен ăратне кашни çулах çĕнетеççĕ. Вĕсен çăмартисене Мускав облаçĕнчи «Конкурсный» хуçалăхран илсе килеççĕ. Сортлă çăмартасене илсе килнипе кăна сывă та тĕреклĕ кайăк-кĕшĕк çитĕнменни паллă, вĕсене тулăх рационпа тăрантармалла. Зоотехника требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Киввăрмарсем вара çапла тăваççĕ те: авăртнă хутăш апат çумне витаминлă курăк çăнăхĕ, аш-какайпа шăмă хутăшĕнчен хатĕрленĕ çăнăх, хĕвел çаврăнăш шрочĕ, çĕпре, ракушка хушса апатлантараççĕ. Кашни çул АВМ-1, 5 агрегатпа 300 тонна ытла курăк çăнăхне хăйсем хатĕрлеççĕ. Çакă апата та нумай перекетлеме май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ тупăшĕ те çулсерен ÿссех пырать вĕсен. Акă, тĕслĕхрен, 2006 çулта 553 пин, 2007 - 835, 2008 - 1 миллион та 087, 2009 - 2 миллион та 598 пин тенкĕлĕх пулнă. Çакă мар-и-ха хуçалăхăн çитĕнĕвĕ. Çитĕнÿ вара пĕччен-иккĕн тăвакан япала мар, вăл коллективпа çыхăннă. Апла пулсан ку хуçалăхра хăйсен ĕçне яваплăха туйса туса пыракан çынсем кăна вăй хураççĕ.