Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен ăнăçу пулатех

03 марта 2010 г.

Элĕк тăрăхĕнче маттур çын сахал мар. Сăмахăм хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем пирки. Çĕр улми туса илессипе вĕсем республикăра кăтартуллă ĕçлеççĕ. Сергей Петрович Волковпа Владимир Николаевич Узьянов фермерсемпе Шупашкарта иртнĕ “Çĕр улми - 2010” куравра тĕл пултăм. Вĕсемпе çывăхрах паллашрăм, хăйсем çинчен каласа пама ыйтрăм.

Ачисем ашшĕ çулĕпех утаççĕ

Кивуй ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Волков ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Ашшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, виçĕ ывăлĕпе хĕрне пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă, çĕр-аннемĕре хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Шел, вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Волковсем кăвак шуçăмпа тăрса çĕр ĕçне пикеннĕ, теплицăра хăяр-помидор ÿстернĕ. Ашшĕ халалне ачисем яланах асра тытаççĕ, унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Аслă ывăлĕ Сергей Петрович малтанах Чулхула облаçĕнче пурăннă. Анчах ăна Элĕк районĕнчи усă курман çĕрсен шăпи пăшăрхантарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Сергей Петрович çемйипе яла куçса килет, фермер хуçалăхне йĕркелет, пахча çимĕç ÿстерме тытăнать. Малтанах - купăста. 2000 çулсенче çĕр улми лартас ĕçе пуçăнать. Пĕрремĕш утăмсем тумхахлă пулнă, майĕпен аталанса çирĕп хуçалăх йĕркеленет. Халĕ С. Волков ура çинче çирĕп тăрать. 140 гектар çинче çулсерен тухăçлă çĕр улми лартса ÿстерет. Техника паркĕ те çĕнелсе пырать. Ĕçе механизацилени тăкаксене пĕчĕклетме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме май кÿрет. Фермер хуçалăхĕнче çĕр улми лартмалли икĕ агрегат, 2 комбайн, ют çĕршывра кăларнă техника комплекчĕ иккĕ. Сергей Волков фермер пурнăçпа тан утать, тавар туянакансен сĕнĕвне тĕпе хурать, çĕнĕ сортсемпе ĕçлет.

Мĕн акатăн çав шăтать тенĕ. Паха вăрлăх - ÿсĕм çăл куçĕ. Çакна асрах тытать маттур çĕр ĕçченĕ. 2009 çулта кашни гектартан вăтамран 200 центнер ытла тухăç илнĕ. Иртнĕ çул каярах пулакан сортсен тухăçĕ 300 центнер пулнă тăк, ир пулаканнисен - 170-180.

«Иккĕмĕш çăкăра» Волковсем вырăнтах сутаççĕ. Туянакансен шанăçне тÿрре кăларнăран яланхи клиентсем вĕсемпе килĕшÿсем тăваççĕ. Палăртма кăмăллă: Волковсен пĕр ывăлĕ Чулхула облаçĕнче фермер ĕçне кÿлĕннĕ, çĕр улмине 100 гектар çинче çитĕнтерет. Хĕрĕ те çак ĕçпе çыхăннă: çулсерен 60 сотка лаптăк çинче тупăш илет* тепĕр ывăлĕ Вăрнар районĕнче хăяр тата помидор ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлет. 77 çулти амăшĕшĕн ачисемпе мăнукĕсем - куç тулли телей. Ачисем пултаруллă та хастар пулнăшăн, ашшĕ вĕрентнине яланах асра тытнăшăн чунран савăнать вăл.

Ăстине кура ĕçĕ те ăнăçать

Хирлепри Владимир Николаевичпа Людмила Геннадьевна Узьяновсем çĕр улми лартса ÿстерессипе çаврăнăçуллă ĕçлеççĕ. Çулсерен 100 гектара яхăн лаптăк çинче “иккĕмĕш çăкăр”, 7 гектар купăста лартаççĕ. Ялта пурăнакансене пĕр гектар яхăн çĕр лаптăкĕ парас юхăм пуçлансан Узьяновсем 60 сотка çинче çĕр улми лартма тытăннă. Халĕ хуçалăх 130 гектар çĕр тара илнĕ. Владимир Николевич ытларах Голландири сортсемпе ĕçленине палăртрĕ. Çакăн сăлтавĕ пирки калаçу пуçарсан çапла хуравларĕ:

- Юлашки çулсенче çĕршывра “иккĕмĕш çăкăра” çитĕнтерекенсен йышĕ ÿсрĕ. Ку пасар экономикинчи тупăшăва татах та вăйлатрĕ. Тавар туянакансен суйламалли пайтах, чи кирли - пахалăх. Чылай чухне çĕр улмин тĕсне пăхаççĕ. Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ сортсем пăхма хитре, вĕсен тухăçĕ те пысăкрах. Эпир халăх кăмăлне шута илсе ĕçлетпĕр. Шупашкарта суту-илÿ вырăнĕ те пур, хамăр продукцие унта сутатпăр.

Узьяновсем “Çĕр улми - 2010” куравра вăрлăх сĕнчĕç. Палăртма кăмăллă: пахалăхлă, пысăк репродукциллĕскере хулара пурăнакансем черет тăрсах туянчĕç. Владимир Николаевич кăçалхи курава лайăх йĕркеленине палăртрĕ. “Чи кирли - çак мероприяти пуласси çинчен халăха вăхăтра пĕлтерни”, - терĕ вăл кăмăллăн. Кун пек ăнăçлă суту-илÿ малашне тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнине те палăртрĕ. Ÿркенмесен, тăрăшсан çĕр улми аван тухăç панине Людмила Геннадьевна та çирĕплетрĕ.

Иртнĕ çул хресчен фермер хуçалăхĕ ир пулакан сортсенчен - 180, каяраххисенчен 250-300 центнер тухăç илнĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелени, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни малаллах аталанма пулăшать. Ял çыннисем фермерсен ĕçĕпе кăмăллă. Çу кунĕсенче вĕсем Узьяновсен хуçалăхĕнче вăй хураççĕ, тĕнче касса çÿремесĕрех ĕç укçи илеççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика