Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - таса та паха çимĕç

03 марта 2010 г.

Çак кунсенче Шупашкарта Ведомство хушшинчи комисси ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - умри çур аки, ăна вăхăтра, йĕркеллĕ ирттерме пулăшасси. Ларăва РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ А. Беляев ертсе пычĕ. Форума ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С. Гапликов, Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М. Канкулов хутшăнчĕç.

Чăваш Ен мĕнле кăтартусемпе кĕнĕ-ха çулталăка; ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев каланă тăрăх, пĕлтĕр йывăрлăха пăхмасăр агропромышленность комлексне пулăшассине ÿстернĕ. Тÿррĕн тата тавăрса памалла мар пулăшу, çав шутра инвестиципе, 2, 14 миллиард тенкĕлĕх кÿнĕ. Ку малтанхи çулхинчен 41 процент ытларах. Мĕнпур категорири хуçалăхсен производство индексĕ пĕлтĕр 105, 2 процентпа танлашнă. Раççейĕпе - 101, 2 процент.

Ял хуçалăх продукцийĕ илесси ÿсни ĕç тухăçлăхне малтанхи çулхинчен 26, 4 процент хăпартма май панă. Çĕр улми, тĕш тырă, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт илессипе те кăтартусем лайăхланнă.

Чăваш Енре çĕр улми ÿстерессипе аван ĕçлеççĕ. Çĕршывра çитĕнтерекен «иккĕмĕш çăкăрăн» 34 проценчĕ пирĕн тăрăхран.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе туллин усă курасси _ çивĕч ыйтусенчен пĕри. Юлашки икĕ çулта усă курман 80, 5 пин гектар ана-çарана пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çитес икĕ çул хушшинче тата 55, 5 пин гектар çĕрпе усă курма тытăнмалла. Çак енĕпе ĕçлекен предприятисене хавхалантарма тăкакăн çуррине республика тата вырăнти бюджетсенчен саплаштарĕç.

Çур аки куллен кун çывхарать. Яваплă тапхăра хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсен 605, 7 пин гектар, е пĕлтĕрхинчен 8, 8 пин гектар ытларах, акса-лартса хăвармалла. Кĕрхисене иртнĕ çул 117 пин гектар акса хăварнă. Анчах сивĕ, юрсăр хĕл пуçламăшĕ кĕрхисен 15-20 процентне яхăн сиенлеме пултарни паллă. Эппин, вăл лаптăксене тепĕр хут шуратса хăварма тивĕ. Вăрлăх çителĕклех темелле. Хальхи вăхăтра ăна кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ. Шел, çур аки ирттерме дизтопливо, бензин çурри те янтăламан-ха.

Иртнĕ çул республикăра 510 ял хуçалăх техники туяннă. Хуçалăхсенче тракторсемпе тĕш тырă комбайнĕсем палăрмаллах хушăннă. Çур акиччен мĕнпур техникăна юсаса уй-хире тухма хатĕрлемелле.

«Чăваш Ен - биорегион» проект хута кайнă май экологи енчен таса ял хуçалăх продукчĕ туса илесси те тĕп вырăнта. Паха продукци химисĕр çĕр çинче çитĕнет. Эппин, органика удобренийĕпе, нумай çул ÿсекен, сидераци культурисемпе усă курса çĕр пулăхне ÿстерни пĕлтерĕшлĕ. Пестицида уй-хире кăларассине чакарма тивĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Марков пайтаçă, «Позитив» пĕрлешÿ биогумус тăвассипе опыт пухнă ĕнтĕ. Пирĕн тĕллев - биогумуспа усă курассине ÿстересси. Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ те пĕлтĕр 40 тонна биологи пĕлтерĕшлĕ препаратсем хатĕрленĕ. Çакă - химие улăштараканни. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхран та тĕслĕх илмелли самай. Ака-сухана тухиччен çаксене шута илсе пурнăçа кĕртмеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика