Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂÇАЛТАН ПУШĂ ВЫРТАКАН ÇĔРСЕН ЛАПТĂКĔ ПУЛМАЛЛА МАР

26 февраля 2010 г.

Вăхăт пĕр чарăнми шав малалла шăвать. Акă, сисмесĕрех пуш уйăхне те çитсе тăтăмăр. Çанталăк çуркунне енне сулăннă пулин те тулта сивĕ, тавралăх та кăпăшка юр айĕнче лăпкăн тĕлĕрет. Çакă вăраха тăсăлакан пулăм мар, нумаях та вăхăт иртмĕ уй-хирсем пĕчĕккĕн хуралма тытăнĕç. Чылай лаптăка кĕрхи калча илем кÿрĕ, çав вăхăтрах суха касси тивмен уй-хирсенче çум курăк та кашласа тухĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пушă выртакан çĕрсене районта виçĕм çулах ĕçе кĕртме пуçланă. Анчах та хуçалăхсем вăйсăрланса пынă май юлашки вăхăтра мăян çитĕнтерекен лаптăксем самаях пысăкланса кайнă пулнă. Патшалăх пулăшнипе тата инвесторсем тăрăшнипе "каннă" çĕрсен лаптăкĕ кĕске вăхăт хушшинче палăрмаллах чакрĕ. Кăçалтан вĕсен вара вуçех те пулмалла мар.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта хальхи вăхăт тĕлне мĕн пур çĕр лаптăкĕн 9372 гектарĕпе усă курмаççĕ. Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвне тĕпе хурса иртнĕ çулта "Мотор" агрофирма ООО, "Олимп" ООО, "Аталану" ООО, "Родник" ООО, "Канаш" АСК, "Сеспельское" ООО, "Ямашевское" агрофирма ООО... тата çĕрпе усă куракан ытти хуçалăхсем инвесторсем пулса пушă выртакан лаптăксене чакарса пырассипе çине тăрса тимленĕ. Çуркунне вĕсем 2234 гектара сухаласа акса хăварнă, 1772 гектар çинче çĕртме сухи тунă, çак лаптăка йăлтах кĕрхи культурăсемпе пуянлатса хăварнă. Вĕсене çак ĕçе туса ирттерме бюджетран тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă пулнă. Кăçалтан пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртессипе йĕркеленĕ патшалăх пулăшăвĕ пĕтет, пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкереймен хуçалăхсен малашлăхра "çерем пăсма" хăйсен укçи-тенкине тăкаклама тивĕ.

Пушă выртакан çĕрсене чакарса пынипе пĕрлех тепĕр çĕрте, кун пекки час-часах тĕл пулать, пусăсене пăрахăçласа çум курăк айне тăваççĕ. Кун пек çитменлĕхе суха касси курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе ĕçлекен комисси часах тупса палăртĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем иртнĕ çулсенче те пĕрре кăна мар тĕл пулнăччĕ.

Источник: "Канаш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика