20 февраля 2010 г.
Ĕнер Шупашкарта регионсен хушшинчи “Çĕр улми-2010” 2-мĕш отрасль куравĕ вĕçленчĕ. Унта хутшăннисем палăртнă тăрăх, анлă çак форум çĕр улми çитĕнтерессине малалла аталантарма, çĕнĕ çыхăнусем йĕркелеме, малашлăхлă проектсем хатĕрлеме пулăшакан пысăк ĕç пулчĕ.
“Чăваш Республикипе эпир чылайранпа тачă çыхăну тытатпăр, - терĕ Пĕтĕм Раççейри çĕр улми хуçалăхĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ наука тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Борис Анисимов. - Форум нумай регионти çĕр улми çитĕнтерекенсене, наука учрежденийĕсен, Раççей Федерацийĕнчи çĕр улми производствин индустрийĕнче ăнăçлă ĕçлекен компанисемпе агропредприятисен представителĕсене интереслентерчĕ”.
Курава официаллă майпа уçнипе çыхăннă церемони те хăнасемпе унта хутшăнакансемшĕн интереслĕ пулчĕ. “Çакăншăн Чăваш Республикин Президентне Николай Васильевич Федорова тав тумалла. Вăл республикăри çĕр улми çитĕнтерес ĕçпе сăнарлă паллаштарчĕ, отрасль аталанăвĕн малашлăхне сăнларĕ. Çĕр улмин кунти пуласлăхне нумай регион ăмсанĕ. Эпĕ чи сумлă куравсене, симпозиумсене, Европа тата тĕнче шайĕнчи конгрессене хутшăннă, вĕсен йĕркелÿ комитечĕсене кĕнĕ. Çакна каласшăн: Чăваш Ен Президенчĕн сăмахĕсем питĕ савăнтарчĕç. Николай Васильевич çĕр улми производствин индустрине аталантарас ыйтусене питĕ лайăх пĕлнине кăтартрĕ, Чăваш Ен халăхĕ çак культурăна юратнине палăртрĕ. Çакна пурте уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç”, - терĕ Б.Анисимов.
Источник: "Хыпар"