Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ударниксен” сатурлăхĕ чакмасть

18 февраля 2010 г.

Муркаш районĕнчи “Ударник” сăнав-производство хуçалăхĕ çинчен республикăра кăна мар, Раççейĕн чылай регионĕнче пĕлеççĕ. Хуçалăх элита çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлессипе чапа тухнă. Ку енĕпе 1978 çултанпа тĕллевлĕ ĕçлет. Пĕрремĕш утăмсене “Россемкартофель” йышĕнче тунă.

1991 çултанпа Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх наука-тĕпчев институтне пăхăнса тăрать. Хуçалăха 29 çул аталану çулĕпе Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Давыдов ăнăçлă ертсе пырать. Шăпах çак тапхăрта территорири ялсен инфратытмĕ хăватлă аталанма тытăннă. Платон Павлович производствăна аталантарнипе пĕрлех хуçалăхра вăй хуракансене ĕçлеме кăна мар, пурăнма та, канма та тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшнă. Çамрăксене ĕçе явăçтарас тĕллевпе 60 ытла хваттер, икĕ ача сачĕ тата шкул çурчĕсем, культурăпа кану центрне çĕкленĕ. Хăйĕн ĕçне аван пĕлекен, паян ыранхи çинчен шухăшлакан мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕпе тĕл пулса калаçма та кăмăллă. Унтан вĕренмелли пайтах. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскер ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене тишкерет, ĕç тухăçлăхне ÿстермелли майсене шырать. Раççей тата ют çĕршыв аграрийĕсен ĕç опычĕпе паллашать, ял хуçалăх темипе çыракан вун-вун хаçат-журнала шĕкĕлчет. Сăпайлăскер, хăй çинчен калаçма юратмасть. Ÿсĕм-çитĕнĕве коллективри ĕçчен те хастар çынсемпе çыхăнтарать.

“Ударникре” 250 çын вăй хурать, вĕсенчен 100-шĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшать. Хуçалăхăн 3200 гектар çĕр, вăл шутра 1500 гектар - тĕш тырă лаптăкĕ. Ĕçлекен çын кунта яланах хисепре. Производствăна кам мĕнле тÿпе хывать, çавăн пек ĕç укçи илет. Чи маттурисене хавхалантармалли мелсене те палăртнă. Ахальтен мар тату пурнăçпа пурăнаççĕ ку тăрăхри çĕр ĕçченĕсем.

- Платон Павлович, юлашки çулсенче республикăри хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улмипе ĕçлес туртăм сĕвĕрĕлме тытăнчĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ши?

- 1973 çулта республикăри колхоз-совхозсенче çĕр улми лаптăкĕ 49 пин гектар ытла пулнă, вăтам тухăç 223 центнерпа танлашнă. Муркаш тăрăхĕнче кăна унăн лаптăкĕ 4900 гектар яхăн йышăннă.

Иртнĕ çул район 1528 гектар çинче 19 пин тонна ытла çĕр улми пухса кĕртрĕ. Республика Президенчĕ аграрисен умне “иккĕмĕш çăкăра” миллион тоннăран кая мар пухса кĕртме лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен чи малтан ун лаптăкне ÿстермелле, çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнмалла, çĕнĕ, элита сортсемпе ĕçлемелле. Ку енĕпе эпир кирек кама та пулăшма хатĕр. Хуçалăх сăнав-производство енĕпе ĕçленĕ май çĕнĕ сортсемпе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Чĕр таварпа А.Г.Лорх ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри наука-тĕпчев институчĕ тивĕçтерет. Малашне ăна хамăр патрах хатĕрлеме палăртатпăр. Эпир чи таса çĕр улмин çирĕп сапанĕнчен микроклеткăна уйăрса пробиркăсенче ÿстеретпĕр, унтан ĕрчететпĕр. Çак тапхăр 5-6 çула тăсăлать. Каярах пахалăхлă элита вăрлăх сутма тытăнатпăр. Чи кирли - вĕсем пирĕн çанталăк условийĕсенче пысăк тухăç параççĕ. Юлашки вăхăтра республикăра çĕр улмипе ĕçлекен хуçалăхсем ют çĕршыв вăрлăхне туянаççĕ, анчах вĕсем пирĕн условисенче 2-3 çултан тухăç пама пăрахаççĕ. Пирĕн сортсемпе 6-7 çул шанчăклă усă курма пулать. Чир-чĕрпе сиенленесрен те шанчăклă. Çулсерен 10 тĕрлĕ ытла çĕр улми вăрлăхĕ сутатпăр. Ку енĕпе эпир пасар тытăмĕнчи тупăшура тивĕçлĕ вырăн тупрăмăр. Пирĕн продукцие республикăра кăна мар, Çурçĕр Осетири, Кавказ тăрăхĕнчи, Ростов, Оренбург, Казахстан, Брянск хутлăхĕсенчи хуçалăхсем тата ыттисем те тулли кăмăлпа туянаççĕ. Пĕтĕмпе Раççейри 30 ытла регионпа çыхăну тытатпăр.

Хальлĕхе статистика кăтартăвĕсем тăрăх харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантаракансен тухăç пĕчĕкрех. Тĕп сăлтав - вăрлăхпа çителĕксĕр ĕçлени, çĕр улмине 10 çул ытла пĕр лаптăк çинче лартса ÿстерни. Кун пек чух тĕрлĕ чир-чĕр тухăçа чакарать. Эпир çак культурăна çулсерен 300-350 гектар çинче лартса ÿстеретпĕр. Иртнĕ çул тухăç 170 центнерпа танлашрĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕрен тăкак пысăках мар. Ĕç эффективлăхне ÿстерсе энерги перекетлемелли çул-йĕрсене малашне те палăртатпăр. Çĕр улмипе ĕçлекенсене çакна сĕнес килет: пысăк тухăç илес тесен çулсерен вăрлăхăн 15 процентне çĕнетмелле.

- Раççей шайĕнче çак культурăпа тухăçлă ĕçлессипе республика малтисен йышĕнче. Чăваш çĕр улмийĕн чапĕ пур-ха. Эппин унăн тухăçне ытларах ÿстермелли майсем çителĕклĕ.

- Паллах. Çакна республика ертÿçисем те курса тăраççĕ. Ахальтен мар промышленноçра çĕр улмирен тĕрлĕ продукци кăлармалли проектсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Ку - тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пирĕн тĕллев - çак предприятисене çĕр улми хатĕрлесе паракан хуçалăхсене ятарлă вăрлăхпа, çĕнĕ сортсемпе тивĕçтересси. Çакна тума эпир вăй-хăват çитеретпĕрех. Кăçал сăнав лабораторийĕпе диагностика хатĕрĕсене çĕнетме палăртрăмăр. Чи кирли - эпир экологи тĕлĕшĕнчен таса çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлетпĕр. Паян хуçалăхра пысăк тухăç паракан çĕнĕ, элита сортсем - “Любава”, “Снегирь”, “Невский”, “Удача”, “Луговской” тата ыттисем - çителĕклĕ. Туянакансене хаваспах кĕтетпĕр.

- Сирĕн хуçалăх тĕш тырă тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе те малтисен ретĕнче.

- Паянхи пурнăç таппинче ÿсен-тăран, тыр-пул ÿстернипе кăна малалла каяймăн. Çу кунĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр çинче ĕçлесе пайтах тăкак тÿсеççĕ. Юлашки вăхăтра хаксен шайлашăвĕ те ура хурать. Пирĕн тăрăхри çут çанталăк условийĕсенче пысăк клейковинăллă тыр-пул туса илме çук. Ытларах пайĕ фураж валли юрăхлă. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ăнăçлă аталантарни чĕрĕ укçа ĕçлесе илме май парать тата уй-хире апатлантарма тислĕк те пулать. Çĕр пулăхне пуянлатсах пымалла. Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла. Иртнĕ çул япăх мар тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр, вăтам тухăç 32 центнер ытла. Уйрăм сортсен тухăçĕ татах та пысăк. Сăмахран, “Вакула” урпа гектартан 49 центнер тухрĕ.

Финанс кризисĕн пăтăрмахĕсене пăхмасăр эпир выльăх йышне чакармарăмăр. Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх 1200 пуç, 600 яхăн сысна, сăвакан 500 ĕне. Иртнĕ çул хуçалăхра кашни ĕнерен вăтамран 4400 литр сĕт суса илтĕмĕр. Фермăри ĕçе механизацилени операторсен ĕçне самаях çăмăллатрĕ. Хальлĕхе сĕтĕн хакĕ пур-ха, чаксан тăкак ÿсетех. Мăйракаллă шултра выльăх талăкне 700 грамм ÿт хушнă, сыснасем - 520. Ферма ĕçченĕсем уйăхра вăтамран 12 пин тенкĕрен кая мар ĕçлесе илеççĕ.

- Тавтапуç, Платон Павлович, ăшă калаçушăн. Сире ăнăçу, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика