18 февраля 2010 г.
Çак кунсенче Мускавра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Сергей Гапликовпа Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене пулăшма субсиди уйăрасси пирки килĕшÿ тунă. Е.Скрынник каланă тăрăх, февральте субъектсене 13, 2 миллиард тенкĕ уйăрĕç, çав шутран ял хуçалăх производствине - 11, 5 миллиард, яла аталантарма 1, 7 миллиард тенкĕ. Мартра регионсене татах 17 миллиард тенкĕ куçарса парĕç. Ку - çулталăкра уйăрма пăхнин виççĕмĕш пайĕ. «Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕсем субсиди çурхи ака-суха пуçланичченех, икĕ уйăх маларах илĕç», - тенĕ министр.
2010 çулта агропромышленность комплексне пулăшма федераци бюджетĕнчен 107, 6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Малашне çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме те укçа парĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, чĕр тавар тирпейлес тата упрас енĕпе те çĕнĕлĕхсем пулмалла. Хамăр çĕршывра туса кăларнă ял хуçалăх техникине туянакансемшĕн инвестици кредитне субсидилеме 3, 5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
Патшалăх пулăшăвĕ агропромышленность комплексне çĕклессипе йышăннă программăна пурнăçа кĕртме пулăшасса шанса тăраççĕ. Килĕшĕвĕн тĕллевĕ - патшалăх программинче йышăннине пурнăçлас яваплăха тата финанс дисциплинине ÿстересси.
Чăваш Енри хресченсемшĕн кăçал федераци бюджетĕнчен 894, 1 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Февраль вĕçлениччен республикăри агропромышленность комплексне кредитпа усă курнăшăн процентне саплаштарма 240 миллион тенкĕ куçмалла.
«Яла 2012 çулччен социаллă аталантарасси» программăпа федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене ялта ĕçлесе пурăнакансен тата çамрăк специалистсен çурт-йĕрне лайăхлатма 70 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.