Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре - çĕр улми уявĕ

19 февраля 2010 г.

Çăкăрпа çĕр улми нихăçан та йăлăхтарман апат-çимĕç шутланаççĕ, менюра тĕп вырăн йышăнаççĕ. Пĕри пулмасан ăна тепри улăштарать.

Паха çимĕçе “иккĕмĕш çăкăр” тени ăнсăртран çуралман ĕнтĕ. Выçлăх çулсенче вăл халăха вилĕмрен çăлнă.

Çак шухăш палăрчĕ ĕнер Шупашкарти Суту-илÿпе курав центрĕнче регионсен хушшинчи “Çĕр улми-2010” 2-мĕш отрасль куравĕнче. Уява ЧР Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕ. Чăваш Ен пахалăхлă çĕр улми çитĕнтерме тытăннине, пĕлтĕр ăна пĕтĕмпе 810 пин тонна туса илнине пĕлтерчĕ. Ÿсен-тăрана халалласа тĕнчере палăксем лартаççĕ-мĕн. Ăна Ван Гог, Иоганн Себастьян Бах, Джек Лондон, Владимир Высоцкий хăйсен произведенийĕсене халалланă. Аслă поэтăмăр Александр Пушкин юратса çинĕ. Республика ертÿçи “Девчата” фильмри Надежда Румянцевăн “иккĕмĕш çăкăртан” тĕрлĕ çимĕç хатĕрленине калакан монологне илсе кăтартрĕ, унтан çапла хушса хучĕ: “Профессионалсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕр улминчен 500 ытла кулинари шедеврĕ хатĕрлеме пулать-мĕн”.

Пахча çимĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ООН Генеральнăй Ассамблейи 2008 çула Пĕтĕм тĕнчери çĕр улми çулĕ тесе пĕлтернĕ. Хăйĕн йышăнăвне вăл çапла ăнлантарнă: “Ытти культурăпа танлаштарсан çимĕç тутлăхлă япаласемпе пуян, пысăк лаптăк йышăнать. Тĕнчери чухăнлăхпа кĕрешес ĕçре вăл - пĕлтерĕшлĕ вырăнта”. Раççей регионĕсенче ăна юратса туянаççĕ, пысăк пахалăхне палăртаççĕ. Мускаври ертÿçĕсем туянакансене илĕртме тавар хакĕн хучĕ çине “Чăваш Ен” тесе çыраççĕ.

Пĕлтĕр çу типĕ тăнă пулсан та республикăри çĕр ĕçченĕсем кашни гектартан вăтамран 164, 3 центнер /Раççейĕпе - 142ц/ “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтернĕ. Çывăх çулсенче Президент палăртнă “Çулсерен - пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми” тĕллев пурнăçа кĕресси иккĕлентермест. Çакна Чăваш Енре юлашки 10 çулта çак çимĕçе туса илесси 40 процент ÿсни те /Раççейĕпе - 5 процент/ çирĕплетет. Элита вăрлăх, минерал удобренийĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем тата ял хуçалăх техники туяннă чухне тăкакăн пĕр пайне саплаштарма патшалăх субсидипе пулăшать.

“Тĕп тĕллевсенчен пĕри, - терĕ Николай Васильевич, - малта пыракан технологисемпе усă курса продукцие тирпейлесси. Пĕрремĕш утăма тунă ĕнтĕ. Комсомольски районĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе 472 млн тенкĕ тăракан 50 пин тонна продукци тирпейлемелĕх проект пурнăçа кĕрет”.

Президент курав экспозицийĕпе паллашрĕ. Чи малтан Муркаш районĕнчи “Ударник” сăнав-производство хуçалăхĕн павильонĕ патĕнче чарăнчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Давыдов Николай Васильевича культура сорчĕсемпе, хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Регионсен хушшинчи “Çĕр улми-2010” иккĕмĕш курав та Чăваш Енре иртрĕ. Ку ăнсăртран мар. Пирĕн республика çĕршывра “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтерекен тĕп регионсенчен пĕри. Пĕтĕм Раççейри А.Г.Лорх ячĕллĕ ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Борис Анисимов: “Чăваш Ен - çĕр улми çĕршывĕ”, - тесе ахальтен палăртмарĕ-тĕр. Курав малта пыракан опытпа, технологипе, çĕнĕ сортсемпе, селекционерсен çитĕнĕвĕсемпе, отрасльти техникăпа, оборудованипе паллаштарчĕ. Хăнасем Раççей Федерацийĕн 27 субьектĕнчен, Германирен, Голландирен, АПШран, Беларуçрен, Украинăран килнĕ.

Пирĕн çĕршыв хăй вăхăтĕнче Турцие, Кубăна çĕр улми ăсатнă. “Халĕ экспорт калăпăшĕ ытла та пĕчĕк, - пăшăрханса палăртрĕ Борис Васильевич. - Казахстанпа Вăтам Азири çĕршывсене çеç ăсанать. Ют çĕршывсене сутасси тĕп тĕллев пулмалла. Раççей çулсерен 30-31 млн тонна çĕр улми туса илет, Китай хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Калăпăша ÿстерме унăн ресурссем çителĕклĕ. Селекционерсем çитĕнтернĕ 150 ытла сортпа производствăра анлă усă куратпăр пулин те - тирпейлекен промышленноç валли ятарлă сортсем хатĕрлессипе тĕнчере юлса пыратпăр. Тĕрĕссипе, тирпейлекен индустри пирĕн япăх аталаннă”.

Паллă ăсчахсем “çавра сĕтелсем” ирттерчĕç.

Курав паян малалла ĕçлет. Унта Раççей ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.И.Беляев хутшăнать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика