Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вырăнĕнче яваплăха туймалла

11 февраля 2010 г.

«Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕн отчетлă пухăвне пуçлас умĕн Тăманлă Выçли культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ сцена çине тухрĕ. Вĕсем уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх витисенче, машинăпа трактор паркĕнче вăй хуракансене юрăсемпе тав турĕç. Çакă вара пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Тав тумалăх пур çав «Пайгас» ĕçченĕсене. Вĕсем пур енĕпе те виçĕмçулхинчен лайăхрах ĕçлесе пынă. Залра ларакансенчен кашниех çак ÿсĕмсемшĕн тăрăшнă.

Отчетлă пухăва ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.И.Фадеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Пуху калаçу евĕрлĕ иртрĕ тесен те тĕрĕс. Валерий Иванович ĕçченсен пуçĕсене тĕрлĕ цифрăсемпе тултармарĕ. Мĕншĕн тырпул е çĕр улми тухăçĕ районти вăтам шайран япăхрах? Сăлтавĕсене пурне те ăнланмалла каласа пачĕ. Тырпул ăнса пултăр тесен специалистсен çеç мар, кашнинех тăрăшмалла. «Хамăршăн ĕçлетпĕр-çке, çавăнпа та ака вăхăтĕнче тимлĕрех пулмалла, — терĕ вăл. Çавăн пекех çĕр пулăхлăхне ÿстерес енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Хуçалăхра тăрăшаççĕ-ха, анчах та çителĕксĕртерех. Председатель тислĕк кăларасси çинчен те асăнчĕ. Вăрлăхсене çĕнетсе пымалла. Ку енĕпе те тăрăшаççĕ-ха хуçалăхра. Председатель сăмахне итлесе лартăм та, ĕçлемелли нумай кунта.

Хуçалăхăн пурлăх никĕсĕ япăх пулсан та, çĕрĕсем пулăхлăх енчен савăнтармасан та иртнĕ çул вĕсем кашни гектар пуçне 24, 7 центнер тырпул пухса илнĕ. Çитес çулхи тухăç валли вăрлăх хатĕрлеççĕ. Çĕр улмие 90 гектар çинче çитĕнтернĕ. Кăçал ун лаптăкне ÿстересшĕн.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те аван ĕçлесе пынă. Пурĕ 66, 5 центнер аш-какай, 579, 5 центнер сĕт туса илнĕ. Ку енĕпе виçĕмçулхинчен лайăх кăтартусем тунă. Кашни ĕнерен иртнĕ çул 5413 килограмм сĕт суса илнĕ, районта пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. «Витесем кивĕ пулин те, ĕнесем пирĕн аван. Виçĕмçулхинчен 781 килограмм сĕт ытларах суниех çакна çирĕплетет. Апла пулсан эпир татах та лайăхрах ĕçлеме пултаратпăр», — палăртрĕ вăл. Сăвакан ĕнесен кĕтĕвне 120 пуçа çитересшĕн (халĕ 85 пуç). Ăратлă сыснасем туянса çак отрасльпе ĕçлесшĕн. Тупăшне палăрмаллах памасан та, хăвăрт çитĕнекен выльăх. Кашни сăмахĕнче председателĕн малашлăх пирки шутлани сисĕнсе тăрать.

Машинăпа трактор паркне çĕнĕ йышши техникăпа пуянлатас тесе те тăрăшнă. «Енисей» комбайн, çĕр улми сортировки, удобрени сапакан тата кăкарса ĕçлемелли ытти агрегатсем туяннă, запас пайсем çине те чылай укçа-тенкĕ янă. Тĕрлĕ объектсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавна пула укçа-тенкĕ аванах тăкакланă.

Иртнĕ çул кооператив кассине 12 миллион ытла тенкĕ укçа кĕнĕ. Унтан 5 миллион ытла тенкине ĕç укçи çине янă. «Хамăр тунă укçана хамăрах çисе яратпăр. Хуçалăхăн вара пурăнмалла. Техника, удобрени, гербицидсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата ыттине туянмалла. Пĕтĕм укçана ĕçшĕн тÿлеме çеç ярсан мĕнле пурăнăпăр?" халăха ăнлантарчĕ В.Фадеев, — шалу виçине ÿстерес тесен тата тăрăшуллăрах ĕçлемелле».Çавăнпа та вăл кооперативăн кашни членнех хăйсен ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. «Пĕри е тепри алăран кайтăр тесе тусан эпир аталанаймăпăр», — терĕ вăл.

Хуçалăх пĕлтĕр 1 миллион та 705 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Пĕрре пăхсан аванах пек. Анчах та мĕнех тăвайăн е илейĕн унпа; Хаксем ÿссе пыраççĕ.

Пухура кооперативăн тĕп агрономĕ В.В.Самаркин ÿсентăран отраслĕнчи ăнăçусемпе кăлтăксем çинче чарăнса тăчĕ. «Пахалăхлă вăрлăхсăр, удобренисĕр, им-çамсемпе вăхăтра усă курмасăр, мĕн çитĕнтернине пахалăхлă пуçтарса илме пĕлмесĕр эпир тату пурнăçпа пурăнаймăпăр», — пĕтĕмлетрĕ вăл хăй сăмахне.

Пуçтарăннисем сăнав комиссийĕн (ревкомисси) отчетне итлерĕç. Профсоюз совечĕн председательне, совет членĕсене суйласа хăварчĕç. Коллективлă договор йышăнчĕç.

Çĕр пайĕшĕн тырă парас ыйтăва пăхса тухрĕç.

Агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ĕç сыхлавĕ, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ĕç вăхăтĕнче тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов «Пайгасра» хастар çынсем тăрăшнине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех хуçалăхра усă курман резервсем пуррине, малашне тăманлăвыçлисем ÿсĕмлĕрех кăтартусем тăвасса шанса тăнине палăртрĕ. Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А. Муллин та çак сăмахсемпе килĕшнине пĕлтерчĕ, ĕçченсене ăнăçу сунчĕ.

Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Сăлтавсăр пĕр-пĕр ыйту тăрăх чăркăшса кĕрсе каякансем, хăш-пĕр хуçалăхсенчи пек «пар!», «пар!» тесе кăшкăракансем пулмарĕç. Çакă кооператив правленийĕпе ĕçлекенсем пĕр тĕллевлĕ пулнине çирĕплететех тесе шутлатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика