21 января 2010 г.
ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республика Президенчĕ Николай Федоров ял хуçалăх отраслĕсене хăватлăлантармаллине чи малтан инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртсе ăнăçлă аталанакан предприятисене тĕнче шайне çĕкленинчен тытăнмаллине палăртнă. Çавăнпах-тăр Николай Васильевич ура çинче çирĕп тăракан пĕрлешÿ ĕçченĕсемпе çине-çинех тĕл пулма, ĕçĕпе кăсăкланма, сĕнÿ-канашпа пулăшма тытăнчĕ.
Ĕнер Президент Муркаш районĕнчи “Моргаушская” чăх-чĕп фабрикинче Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетекен хуçалăх ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.
Николай Васильевич республикăри ял хуçалăх отраслĕсен пĕлтĕрхи кăтартăвне пĕтĕмлетрĕ, 2009 çула япăх мар вĕçленине палăртрĕ. Мĕн пур йышши тытăмри хуçалăхсем 25 млрд тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ, ку - 2008 çулхинчен 3 млрд тенкĕ ытларах. Вăтам ĕç укçи 18 процент, ĕç тухăçлăхĕ 26, 6 процент ÿснĕ. Чăх-чĕп тата сысна çитĕнтерекенсем лайăх ĕçленĕ. Сысна ашĕ туса илесси - 13, 3, кайăк-кĕшĕк какайĕ туса илесси 15, 6 процент ÿснĕ. Технологие çĕнетни ĕç тухăçлăхне ÿстерме май панине фабрика çитĕнĕвĕпе çирĕплетрĕ.
Канашлу умĕн Николай Федоров ял хуçалăх министрĕпе Михаил Игнатьевпа, журналистсемпе производство корпусĕсене, хатĕр продукци цехне çитсе курчĕ. Кунта Германи, Испани оборудованийĕ вырнаçтарнă. Кашни корпусăн хăйĕн котельнăй. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелени çут çанталăк газне 35 процент, электроэнергие 15 процент перекетлеме май парать. Чăхсене тĕрĕс апатлантарас, рацион хатĕрлес ĕçсене компьютер пурнăçлать. Çавна май фабрика çулталăкра 32 вакун апат перекетленĕ.
- Ресурссем татах пур-и? - кăсăкланчĕ Николай Васильевич.
-Паллах, -çирĕплетрĕ Николай Ванеркин генеральнăй директор. - Энерги перекетлекен лампăсем вырнаçтарни çеç тăкака 6-7 процент чакарĕ...
Фабрика çулталăкра 24 млн çăмарта туса илнинчен пуçланă, 2012 çулта 90 миллиона çитерес тĕллевлĕ.
Рациона витаминлă курăк çăнăхĕ кĕртни çимĕç пахалăхне лайăхлатать. Çăмарта сарри ялти чăхсенни пекех çăра. Çавăнпах пасарта хăвăрт сутăнать.
- Унччен Мари Эл сутуçисем хăйсен таварне туянакансене “Муркашăн”, - тесе улталатчĕç. Халĕ кашни çăмарта çинче фабрика палли пур, - терĕ Михаил Игнатьев министр.
- Шупашкара кайсан сарă хупăллă çăмартасене “пирĕн ятпа” сутнине пасарта темиçе те асăрхарăм, - терĕ Николай Ванеркин. - Ан суйăр. Эпĕ - фабрика директорĕ. Пирĕн тавар унашкал тĕслĕ мар, - терĕм.
Хатĕр тавар склачĕн заведующийĕ Альбина Пудова халăх ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн Николай Васильевича чĕререн тав турĕ. Ĕç укçи вăхăтра илнĕрен ачасене аслă пĕлÿ пама пултартăмăр терĕ. Производство хăватланса, сарăлса, ĕç тухăçлăхĕ ÿссе пынине палăртрĕ.
Канашлура Президент ырă хыпар пĕлтерчĕ: Раççей АПШран чăх ашĕ туянма чарăннă. Унчченхи виçепе танлашма малашне ăна хамăрăн 22 процент ытларах туса илмелле. Çавăнпа чăх-чĕп фабрикисен производствăна модернизацилемелле, тавар туса илессине ÿстермелле. Раççей Правительстви 2020 çулччен кайăк-кĕшĕк отрасльне аталантарма тĕллевлĕ программа хатĕрлет.
- Ăна пурнăçлама майсем çителĕклĕ, - терĕ ял хуçалăх министрĕ. - Организацисен биотехнологи çине куçмалла, тĕнче шайне çĕкленмелле. “Сувар-2” предприяти кашни сысна аминчен çулталăкра вăтамран 30-шар çура илет. Мĕншĕн-ха ыттисен унран тĕслĕх илмелле мар?
Канашлура чылайăшĕ хăйсен пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.Сăмахран, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кăçал пахалăхшăн вăй хурать. “Чăваш бройлерĕ” АУО хăйĕн чиккине сарас, çĕнĕ корпуссем çĕклес тĕллевлĕ.
Источник: "Хыпар"